Комментари хушас

9 Çу, 2018

Акцие 30 пин ҫын хутшӑнчӗ

Шупашкарта пурăнакансемшĕн Çĕнтерÿ кунĕнче «Вилĕмсĕр полк» акцие хутшăнасси йăлана кĕчĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи Çĕнтерÿпе вĕçленнĕренпе 73 çул çитнине кĕтсе илнĕ май 30 пин ытла çын хула урамĕсем тăрăх фронтра çапăçнă е тылра тăрăшнă тăванĕсен, çывăх çыннисен сăн ÿкерчĕкĕсене йăтса утрĕ.
Республикăри наци библиотеки умĕнчи сквера кăнтăрла 12 сехет тĕлне ачасем, çамрăксем, вăй питти çынсемпе ватăсем йышлăн пухăнчĕç. Чылайăшĕ уяв акцине çемйипех хутшăнчĕ. Хăрушă вăрçă кунĕсен ас тăвăмĕ чĕрĕ пулнине палăртса тăшмана хирĕç кĕрешнĕ тăванĕсен портречĕсене мăнаçлăн йăтса утрĕç вĕсем. Колонна Ленин проспектĕнчен К.Маркс урамне çитрĕ, унтан Хĕрлĕ тÿреме çул тытрĕ, Юхан шыв вокзалĕ тĕлне çити тăсăлчĕ. Утнă майăн ушкăнсем Çĕнтерÿ кунне халалланă, вăрçă çинчен хывнă юрăсем шăрантарчĕç, уяв кăмăлне палăртса «Ура!» кăшкăрчĕç. Колоннăра çулланнă çынсем кăна мар, çамрăксемпе ачасем чылаййи юлашки çулсенче çитĕнекен ăру представителĕсен патриотлăхĕ ÿссе пынине çирĕплетрĕ.
«Вилĕмсĕр полка» тĕрлĕ чарăну-лапамра уява ертсе пыракансем хапăл йышăнчĕç, ырă пуçару пĕлтерĕшĕ çинчен каларĕç.
Акцие Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев мăшăрĕпе Лариса Юрьевнăпа, ывăлĕпе Иванпа пĕрле хутшăнчĕ. Игнатьевсем Михаил Васильевичăн ашшĕн Василий Игнатьевичăн, кукашшĕн Николай Алексеевич Семеновăн сăнĕсене йăтса утрĕç.
«Вилĕмсĕр полка» кăçал республикăра пурĕ 95 пине яхăн çын хутшăннă.

Надежда ЕЖОВА, тивĕçлĕ канура:
— Пирĕн атте Федор Ежов Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче 1944 çул вĕçĕччен çапăçнă. Йывăр аманнăскере хамăрăннисем Кенингсберг хулинчи çапăçусен вăхăтĕнче ăнсăртран асăрханă. Çĕнтерÿ кунĕнче çывăх çыннăмăрсене пуç таймалли çакнашкал меслет — «Вилĕмĕр полк» акци — шухăшласа тупни çав тери аван. Хумханупа тулнă çак кун пирĕнпе юнашар çавăн чухлĕ çамрăк тăнине курма питĕ кăмăллă.
Николай КАШКИРОВ, тивĕçлĕ канура:
— Паян эпĕ аттен Иван Кашкировăн портретне кăна мар, пирĕн çемьере упранакан нимĕç «трофейне» те йăтса утатăп. Артиллеристсен шутлав хатĕрне — калькулятор евĕрлĕскерне — атте нимĕçсен окопĕнче тупнă. Çитмĕл çул ытла каялла атте аллине лекнĕскер паян та чиперех ĕçлет!
Атте енчи тăвансене тĕпчесе йăх-несĕл йывăççине ÿкертĕм. Пурĕ 38 çын вăрçа хутшăннă, вĕсенчен 17-шĕ фронтра вилнĕ.
Инна КАПИТОНОВА, çамрăк амăшĕ:
— Паян эпир çемьепе ман асаттен Василий Раськин портретне йăтса утатпăр. Вăрçă тухнă вăхăтра вăл çар хĕсметĕнче тăнă. Тÿрех фронта илсе кайнă. Çапăçăва кĕме хатĕр пулман ушкăна тыткăна илнĕ. Меллĕ самантра вăл хăйĕн командирĕпе пĕрле тарма май тупнă, каллех фронтра çапăçусене хутшăннă. Асатте Тăван çĕршыва юратас, ăна хÿтĕлес енĕпе пирĕн ачасемшĕн те тĕслĕх пуласси пирки иккĕленместĕп.

Фоторепортаж...

Рубрика: 
Теги: