«Тĕп тĕллевĕм – Раççейшĕн, халăхшăн ĕçлесси»
«Раççей Президенчĕн тивĕçĕсене пурнăçланă май çыннăн тата гражданинăн ирĕкĕпе прависене хисеплеме тата хÿтĕлеме, Раççей Федерацийĕн Конституцине пăхăнма тата хÿтĕлеме, патшалăхăн суверенитетне тата никама пăхăнманлăхне, хăрушсăрлăхне тата пĕр-пĕтĕмлĕхне упрама, халăхшăн тĕрĕс ĕçлеме тупа тăватăп», — терĕ ĕнер Раççей Президенчĕ Владимир Путин патшалăх пуçлăхĕн должноçне йышăннă май.
Яланхи пекех, вăл çак тупа сăмахĕсене аллине Раççей Конституцийĕ çине хурса каларĕ. Çу уйăхĕн 7-мĕшĕнчи инаугураци Владимир Путиншăн тăваттăмĕш пулчĕ. Савăнăçлă мероприяти Кремлĕн Пысăк Керменĕнче иртрĕ. Унта Владимир Владимирович пуçласа «Кортеж» проектăн çĕнĕ лимузинĕпе килчĕ. Инаугураци Хисеплĕ хуралăн ротин ялав çĕклекенĕсем патшалăх ялавне, Президент штандартне, Конституцие тата Президент паллине йăтса кĕнинчен пуçланчĕ. Ку меропиятие 5 пин ытла çын хутшăнчĕ. Чĕннĕ хăнасен йышĕнче — Правительство членĕсем, депутатсемпе сенаторсем, Конституци сучĕн судйисем, чиновниксем, политика тата бизнес представителĕсем, общество, тĕн тата культура деятелĕсем. Çав йышра пирĕн республикăран Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Владимир Путинăн пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнчи суйлаври шаннă çыннисем Владимир Иванов, Елена Барсукова, Николай Казаков пулчĕç.
Владимир Путин тупа тунă хыççăн сăмах каларĕ. Вăл хăйĕн халăх умĕнчи пысăк яваплăхне лайăх туйнине палăртрĕ. «Сире шантарсах калатăп: манăн пурнăçăн, ĕçĕн тĕп тĕллевĕ, малтанхи пекех, çынсемшĕн, пирĕн Тăван çĕршывшăн ĕçлесси пулĕ», — терĕ. Президент Раççей гражданĕсене пĕр шухăшлă пулнăшăн, пурнăçа лайăх енне улăштарма пултарнине шаннăшăн тав турĕ. Президент суйлавĕнче хăйне шаннăшăн та тав сăмахĕ каларĕ. Приоритетлă тĕллевсен шутне вĕрентĕве, сывлăх сыхлавне, ачалăхпа амăшлăха сыхлассине кĕртрĕ. «Çĕршывшăн тата унăн малашлăхĕшĕн тăрăшакан пĕтĕм çыннăн вăйне пĕрлештерсен эпир хамăрăн тĕллевсене пурнăçлатпăрах, ăслăлăхпа технологисенче çитĕнÿсем тăватпăр, ялсемпе хуласене çĕнетессипе, пирĕн пĕтĕм регионăн аталанăвĕпе çыхăннă пысăк плансене пĕрле пурнăçлатпăр», — пĕлтерчĕ Владимир Путин. Патшалăх ертÿçи Раççей чечекленĕвĕшĕн тăрăшма, обществăн ыйтăвĕсене пурнăçлама тата çĕршыв гражданĕсен шанăçĕсене тÿрре кăларма шантарчĕ.
ШУХĂШСЕМ
Елена БАРСУКОВА, Республика клиника больницин тĕп тухтăрĕ:
— Пĕтĕм тĕнче Раççейри тĕп пулăма сăнаса тăчĕ. Савăнăçлă мероприятие эпир те, Чăваш Ен представителĕсем, хутшăнтăмăр. Андреевский залра чĕннĕ хăна питĕ нумай пулчĕ, унта уяв тата пысăк энтузиазм атмосфери хуçаланни пурне те савăнтарчĕ, хавхалантарчĕ. Суйлав кампанийĕн кунĕсенчи пекех — пирĕн чунра шанчăклăх туйăмĕ хуçаланчĕ: Раççей аталанăвăн тĕрĕс çулĕпе, тĕнче тенденцийĕн авангардĕнче /экономикăра та, социаллă сферăра та/ пырать. Владимир Путин патшалăх ертÿçинче ĕçленĕ çăмăлах мар çулсенче Раççей сывлăх сыхлавĕн аталанăвĕ енĕпе темиçе проект пурнăçланчĕ. Çакă çынсен кун-çулне вăрăмлатма тата пурнăç пахалăхне лайăхлатма май пачĕ. Эпир те Чăваш Енре пирĕн отраслĕн аталанăвне темиçе енпе питĕ лайăх туйрăмăр. Çак туртăмсем пирĕн çĕршывра малалла та тăсăласси иккĕлентермест. Президент çакна хăйĕн Çырăвĕнче те палăртрĕ: аслă ăрăва пулăшмашкăн, вĕсене кÿрекен социаллă пулăшăвăн тата социаллă хÿтлĕхĕн пахалăхне ÿстермешкĕн ятарлă программа хатĕрлемеллине пĕлтерчĕ. Манăн шухăшпа, наци сывлăхне упрасси — тĕп тĕллев. Эпир вырăнта пурăнакансем патне пирĕн Президентăн пĕтĕм идейине çитерĕпĕр, ку енĕпе пĕтĕм ĕçе пурнăçлăпăр.
Владимир ИВАНОВ, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн ректорĕ:
— Çак инаугураци — Раççейшĕн çеç мар, пĕтĕм тĕнчешĕн пĕлтерĕшлĕ пулăм, мĕншĕн тесен патшалăх ертÿçинчен питĕ нумай килет. Владимир Путин хамăр çĕршыври çынсене тата чикĕ леш енчи йăхташăмăрсене Раççее вăйлă патшалăх тăвас ĕçе хутшăнма чĕнсе каларĕ. Патшалăх вăйлă чухне çынсен пурнăç пахалăхĕ те ÿсет. Президент хамăрăн тымарсене манмалла маррине, йăла-йĕркене, историпе нумай нациллĕ культурăна сыхласа хăвармаллине палăртрĕ. Çакă пирĕн республикăшăн питĕ пĕлтерĕшлĕ, мĕншĕн тесен Чăваш Енре нумай наци представителĕ пурăнать. Вĕсем пурте пĕр-пĕринпе туслă. Çакă та Раççейĕн ырлăх-тивлетлĕхĕпе ăнăçăвĕн никĕсĕ пулса тăрать. Юлашки çулсенче çĕршыв аталанăвĕшĕн питĕ нумай ĕç пурнăçлани шанчăк кÿрет тата вăй-хал хушать. Çапах татса памалли ыйту сахал мар. Тĕслĕхрен, ĕç укçин шайне ÿстересси, ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтересси. Путин çамрăксем пирки те нумай каларĕ, вĕсем — çĕршыв пуласлăхĕ-çке. Хĕрсемпе каччăсене лайăх пĕлÿ тата професси илме условисем йĕркелени питĕ вырăнлă.
Николай КАЗАКОВ, Чăваш патшалăх филармонийĕн директорĕ:
— Эпĕ Кремлĕн Георгий залĕнче пултăм. Çав зал тĕлĕнмелле чаплă, хитре, пуян, ăна ылтăнпа илемлетнĕ. Унта тăнă чухне Раççей мĕн тери вăйлă та аслă çĕршыв пулнине питĕ лайăх туятăн. Салтаксем çирĕп утăмсемпе ялав, Конституци йăтса кĕни чунра мăнаçлăх çуратрĕ. Владимир Путин Президент юнашар тенĕ пек утса иртни çак туйăма пушшех вăйлатрĕ. Çĕршыв ертÿçи хăйĕн сăмахĕнче Раççее тата вăйлăрах çĕршыв тумаллине, çынсен тата лайăхрах, чаплăрах пурăнмаллине палăртрĕ. Манăн шухăшпа, ку ĕçе пирĕнтен кашнинех хутшăнмалла. Раççейĕн телейлĕ пуласлăхĕ пирĕнтен килет.