Комментари хушас

8 Çу, 2018

Шупашкарта Çĕнтерÿ ялавĕ вĕлкĕшет

Çу уйăхĕн 8-мĕшĕнче Шупашкарти Туслăх çурчĕ умĕнче Çĕнтерÿ ялавĕн копине çĕклерĕç. Çак ятпа унта савăнăçлă уяв иртрĕ.
Уява Чăваш Енри халăхсен ассамблейин председателĕ Лев Кураков уçрĕ. «Эпир хамăр паттăрсене нихăçан та манмăпăр. Пире телейлĕ пурнăç парнеленĕшĕн вĕсен умĕнче пуç таятпăр. Вăрçă вут-çулăмĕ витĕр тухнисемпе çав тапхăрти йывăр вăхăта чăтса ирттернисенчен тĕслĕх илмелле. Вĕсем пек паттăр та хăюллă пулмалла пирĕн. Çĕнтерÿ ялавĕ вăл — вăрçăра пуç хунисене сума суни, тăван çĕршыва юратни. Кунашкал ялав Волгоградра, Самар та пур», — терĕ Лев Пантелеймонович.
Патриотизм акцине çавăн пекех ЧП культура министрĕ Константин Яковлев, Чăваш наци конгресĕн вице-президенчĕ Валерий Клементьев, Шупашкар хулин Хисеплĕ гражданинĕ Иван Долгушин, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Зорин, çар çыннисем, наци-культура автономийĕсен ертÿçисем, хула çыннисем, шкул ачисем хутшăнчĕç. Çамрăк артистсем, юрăçсемпе пултарулăх коллективĕсем юрă-сăвă шăрантарчĕç, урамра илемлĕ кĕвĕ-çемĕ янăрарĕ. Концерт хыççăн пухăннисем Туслăх çуртĕнче йĕркеленĕ «Раççейри тата Германири нимĕçсем фашизма хирĕç» ятлă куравпа паллашрĕç.
Иван Николаев, çар наукисен докторĕ, полковник:
— Çĕнтерÿ пин-пин çынна, çĕр-çĕр халăха пĕрлештернĕ. Тĕрлĕ наци çыннисем кар тăрса тăшмана хирĕç çапăçнă. Вĕсем пĕр-пĕрне ал пани çĕнтерме пулăшнă. Халăхсем туслă пурăнсан патшалăх та тĕреклĕ. Пĕрле пĕтĕм йывăрлăха çĕнтерме пулать. Çак ялав пире, паян пурăнакансене, çĕршыва юратма, ĕçлеме хавхалантарса тăтăр.
 

Рубрика: 
Теги: