Комментари хушас

5 Çу, 2018

Чи-чи лайăххисене чысларĕç

Ухсай Яккăвĕ ячĕллĕ Культура керменĕнче педагогсен професси ăсталăхĕн республика конкурсĕн финалне хутшăннисене чысларĕç. Çĕнтерÿçĕсене «Çулталăкри чи лайăх вĕрентекен», «Çулталăкри чи лайăх воспитатель», «Чи лайăх класс ертÿçи», «Çулталăкри чи лайăх социаллă педагог», «Çулталăкри чи лайăх педагог-психолог», «Педагогикăри дебют» номинацисемпе палăртрĕç. Кăçал конкурса пурĕ 123 учитель хутшăннă.
Асăннă конкурсăн пĕлтерĕшĕ пысăк: пултаруллă педагогсене тупса палăртасси, вĕсене май килнĕ таран пулăшасси, çак ĕçри чи лайăх, пуян опыта çамрăксене парасси. Республикăри Çамрăк педагогсен канашĕн пуçарăвĕпе 2016 çултанпа «Педагогикăри дебют» конкурс ирттерме пуçланă. Мероприятисем вăхăтĕнче ачасемпе уçă уроксем, ăсталăх класĕсем, педагогика канашĕсем йĕркеленĕ, вĕрентÿри çĕнĕлĕхсемпе çыхăннă проектсене хÿтĕленĕ. Çапла майпа кашни конкурспа пилĕк лауреата палăртнă. Вĕсенчен чи-чи лайăххине уçă калаçу вăхăтĕнче, ăсталăх класĕсен кăтартăвĕсем е ытти ĕç вăхăтĕнче палăртнă.
Вĕрентекенсене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламларĕ, вĕсен ĕçĕ йывăр та пархатарлине, канăçсăр та чыслине, республика пуласлăхĕн хуçисем паян мĕнле лару-тăрура, кам аллинче пулнинчен нумай килнине палăртрĕ. Вăл çавăн пекех республикăри вĕрентекенсем инноваци мелĕсемпе анлăн усă курнине ырларĕ. Педагогикăри çĕнĕ технологисене пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе Чăваш Енре 120 ытла пилот лапамĕ туса хунă. Вĕсенче инженерипе техника, ют чĕлхесене тарăн вĕрентекен классем ĕçлеççĕ. Пирĕн вĕрентÿ тытăмĕн тухăçлăхĕ пысăккине республикăри шкулсем Раççейре чи лайăххисен йышĕнче пулни аван çирĕплетет. Пĕлтĕр, сăмахран, чи лайăх 500 шкул шутне пирĕн вĕренÿ 5 учрежденийĕ кĕнĕ, ялсенчи чи лайăх 300 шкулсен шутĕнче — 11, предмет олимпиадисен кăтартăвĕсем тăрăх палăртнă чи лайăх 200 шкул йышĕнче — 3.
Конкурсăн чи пысăк наградине — ЧР Пуçлăхĕн 150 пин тенкĕ премине — «Çулталăкри чи лайăх вĕрентекен» ята тивĕçнĕ Татьяна Андреевăна /Шупашкарти 12-мĕш вăтам шкулти математика учителĕ/ пачĕç. «Чи лайăх воспитатель» номинацире çĕнтернĕ Елена Михайлова /Çĕмĕрлери 19-мĕш «Родничок» садикри педагог-психолог/ 100 пин тенкĕ укçана тивĕçрĕ. «Чи лайăх класс ертÿçине» Александр Малькова /Çĕмĕрле районĕнчи Улхашри вăтам шкул/, «Çулталăкри чи лайăх социаллă педагога» Ирина Сладковăна /Канашри транспортпа энергетика техникумĕ/ тата «Çулталăкри чи лайăх педагог-психолога» Александра Го-реловăна /Шупашкарти хевтесĕр ачасене пуçламăш пĕлÿ паракан 2-мĕш шкул/ 50-шар пин тенкĕ парса хавхалантарчĕç. «Педагогикăри дебют» ята Ксения Михайлова /Шупашкарти транспортпа строительство технологийĕсен техникумĕнчи ют чĕлхе вĕрентекенĕ/ тивĕçрĕ.
Çĕнтерÿçĕпе те сăмах хушса илме май килчĕ. Татьяна Андреева Елчĕкре çуралса ÿснĕ. Унăн педагогикăри ĕç стажĕ — 11 çул.
— Ачасемпе çеç мар, И.Я.Яковлев ячĕллĕ педагогика университечĕн шкулчченхи вĕренĕвĕн студенчĕсемпе те ĕçлетĕп, — терĕ Татьяна Юрьевна. — Конкурс маншăн педагогикăри çĕнĕ тапхăр пулчĕ. Çĕнтеретĕп тесе пĕрре те шухăшламан, пултаруллă вĕрентекенсемпе паллашма тивнĕшĕн чун-чĕререн савăнатăп. Кашнин уçă урокне, ăсталăх класне çитсе курма тăрăшрăм. Çак çĕнтерĕве Елчĕкре пурăнакан аннен аппăшне Вера Борисовăна халаллатăп. Вăл пире, шăллăмпа иксĕмĕре, аттепе анне вилнĕ хыççăн пăхса çитĕнтерчĕ. Манăн ăнăçура чи хаклă çыннăмăн тÿпи те пур.
Раççейри ăмăртура Чăваш Ен чысне тивĕçлĕ шайра хÿтĕлеме шантаратăп.
 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.