Комментари хушас

5 Çу, 2018

Пĕччен юласран шикленчĕ…

Сергей салтакран таврăннăччĕ ун чухне. Наташа университетран вĕренсе тухса ĕçе вырнаçнăччĕ. Çуралнă кунра паллашма тÿр килчĕ вĕсене. Пĕр-пĕрне килĕштернине пытармарĕç çамрăксем. Час-часах курнăçрĕç. Каçсерен уçăлса çÿрерĕç, кино пăхрĕç. Часах каччă хăйне килĕшекен ĕç тупрĕ. Пурнăç хăй еккипе малаллах шурĕ. Юрату та амалансах пычĕ.
Часах çĕнĕ çемье чăмăртанчĕ. Пĕр хваттерте пурăнакан кинпе хуняма та /Сергей хула каччиччĕ/ килĕштерчĕç, тÿрех пĕр чĕлхе тупрĕç. Çулталăкран Павăл çуралчĕ. Вăл çемьене телейлĕ çĕнĕ варкăш кĕртрĕ.
Ывăлĕ виççе кайсан Наташа ĕçе таврăнчĕ. Чаплă вырăнне çухатасшăн пулмарĕ — тăрăшрĕ. Тепĕр чухне киле те кая юлса таврăнма тиветчĕ. Мăшăрĕ куншăн кăмăлсăрланатчĕ-ха, анчах хунямăшĕ кинĕн хутне кĕчĕ, ăна амăшĕ пекех ăнланчĕ. Çавăнпах мăнукне те хăех пăхрĕ. Тăрăшса ĕçленине кура Наташăна ют хулара уçăлакан çĕнĕ уйрăма куçма шанчĕç пуçлăхсем. Шаннине хирĕçлеймерĕ ăста специалист. Çемйинчен уйрăлсах кайрĕ. Çур çул иртрĕ çапла. Асламăшĕ Павăлшăн амăшĕ вырăнĕнче пулма тăрăшрĕ. Çемьен расна пурăнма юраманнине тĕпе хурса, мăшăрĕ таврăнмасса пĕлсех Сергей ывăлне илсе арăмĕ патне куçрĕ. Анчах виçĕ уйăхран арçын каялла таврăнчĕ.
Наташăпа иккĕшĕн хушшинче мĕн пулчĕ? Хăйсем çеç пĕлеççĕ. Анчах тавлашу сĕвĕрĕлеймерĕ, ют хула арçын чунне тивĕçтермерĕ. Çапла çемье икĕ пая уйрăлчĕ. Хĕрарăм ĕçне пăрахасшăн пулмарĕ, Шупашкара таврăнма килĕшмерĕ. Сергей темле пулсан та тăван тăрăха туртăнчĕ.
Тăватă çул иртрĕ унтанпа. Арçын амăшĕпе пурăнчĕ. Çуллахи вăхăта Павăл та Шупашкара килчĕ. Сергей ют хулана текех каймарĕ.
Вăхăт иртнĕ май юрату та сĕвĕрĕлчĕ-тĕр. Ара, вут хумасан кăвайт та сÿнет. Чечек-курăк вара çутă еннелле туртăнать. Хĕрарăм та çаплах. Наташа та урăх арçынна кăмăлларĕ. Арçынна та юрату ăшши кирлĕ. Çавăнпах Сергей те тепĕр арăм тупасси çинчен шухăшларĕ. Хутпа уйрăлманскерсене ку утăма тăвасси çинчен калаçса татăласси те йывăрлăх кăларса тăратмарĕ.
Вăтăр урлă каçнă арçын часах арăм шырама пуçларĕ. Каçхи клубсенче, кафе- кинора куçламарĕ вĕсене. Чаплă машинăпа çÿрекенĕн мăйĕнчен çакăнас текен майрасем пулчĕç-ха, анчах вĕсен еккипе чупмарĕ арçын. Çирĕп кăмăллине шырарĕ. Çапла Машăпа паллашрĕ. Икĕ ачаллăскерне хăйĕн хÿттине илчĕ. Упăшкинчен лешĕ хĕненĕрен уйрăлнăскер лайăх арăм пуласса шанчĕ. Лăпкă та сăпайлă пек туйăнчĕ хĕрарăм арçынна.
Анчах кăмăлĕ пĕрле пурăнма тытăнсан çеç палăрчĕ çав... Хунямăшĕпе те пĕрремĕш кунтанах килĕштереймерĕç. Çемйипе ахаль те урăх хваттере уйрăлса тухма шухăшланăччĕ-ха кил хуçи. Икĕ хĕрарăм килĕштерейменни çак утăма тума васкатрĕ. Апла пулин те çĕнĕ арăмăн чăркăшмалли тупăнсах пычĕ. Е мăшăрĕ ĕçре тытăнса тăни килĕшмерĕ, е арçын ачисем çине хăяккăн пăхнăн туйăнчĕ ăна. Павăл килсен пушшех асар-писер çĕкленчĕ. Ара, вăл каникулсенче малтанхиллех асламăшĕпе ашшĕ патне килчĕ. Кун пек чухне мăнукĕ асламăшĕпе пурăннăран, паллах, ашшĕ те килне таврăнмарĕ, вăхăта тăван тĕпренчĕкĕпе май пур таран ытларах ирттерме тăрăшрĕ. Машăна килĕшмерĕ ку. Ытла та чунсăрланчĕ вăл.
Пĕррехинче Сергей уйрăмах тарăхрĕ, япалисене пуçтарса килĕнчен тухса кайрĕ. Амăшĕ патĕнче уйăх ытлах пурăнчĕ. Анчах Маша таврăнма йăлăнчĕ... Мĕн тăвăн, чăтасах пулать. Ытла та васкарĕ çав тепре авланма, пĕччен юласран шикленчĕ. Çавăнпах Машăна виçĕ уйăхранах качча илчĕ. Кăмăлне тавçăрса ĕлкĕреймерĕ…
 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.