Комментари хушас

21 Çу, 2014

Пулли вылять, тытакан пулинччĕ...

Шур сухалсем тĕслĕх кăтартаççĕ

Йĕпреç районĕнчи Савкка ял варринчи пĕвере пулăсем шыв çийĕн выляççĕ çеç. Вăлта тытса ларсан кун каçипе миçе пулă çакланĕ-ши? Ахăртнех, кунта пурăнакан çынсенчен ытларах. Пĕчĕк пулин те йăшса пырать тееймĕн Савккана. 77 çулти Сергей Петрович Наумов пек пуçаруçă-шур сухалсем, Ольга Васильевна Белова (вăл та пенсионер) пек хастар ĕçченсем тата ытти маттур ватă пур-çук çамрăка хăйсенчен тĕслĕх илме хистеççĕ. Тăван ял малашлăхĕ вĕсенче пултăр теççĕ. Нумай çул депутатра тăрăшнă Сергей Петровичăн обществăлла ĕçне ял халăхĕ суйлавра Валерий Игнатьева шаннă. Малашне çамрăкăн ял пуçĕ пулмалла, ытларах ырă ĕç тума çынсене пĕр тĕвве пуçтармалла.

Лайăх никĕс хывнă аслă ăру: ирхине кĕтÿ хăваланă чух е усламçăсене сĕт пама тухсан ялта йышпа тумалли ĕçсене пĕрле сÿтсе яваççĕ. Нумаях пулмасть урамсене типтерленĕ. "Тасатмасан хамăра лайăх мар вĕт-ха", – тет Ольга Васильевна (унăн çурчĕ ларакан вырăнта паллă çыравçă Николай Теветкел çуралса ÿснĕ).

Ял çыннисем пĕр шухăшлă та туслă пулмасан Савкка çырминче пулăсем те савăнса вылямĕччĕç. Укçа пуçтарса çырмана йĕркене кĕртнĕ вĕсем, ун хыççăн шыва пулăсем янă. Пĕлтĕр ялăн тепĕр пуçĕнче пĕве пĕвеленĕ. Çырмана чавтарса тасатма хăйсем кăна пуçтарнă укçа çитмен. Йышĕ пĕчĕк вĕт. Ялта çуралса ÿснĕ укçаллă çынсем пулăшнă. Кăçал юнашар тепĕр пĕве тăвасшăн. Каллех спонсор шырамалла. "Кирлĕ-и мана ку ĕç?" – тесе никам та турткаланса тăмасть.

Ялсене тирпей-илем кĕртессипе район шайĕнче конкурс йĕркелеççĕ. Виçĕм çул пĕчĕк ялсем хушшинче Савккасем çĕнтернĕ. Пуçарулăх çăл куç пек тапса тăрсан çапла вăл.

Кун пек ялăн вăйĕ пулмалла пек, анчах хальлĕхе мухтанма пултараймасть. 5-6 çамрăк çемье кăна пурăнать ялта. Арçынсем сахал. "Эпĕ тата çав çемьесенчи кил хуçисем кăна. Пĕтĕмпе 7-8 çынран ытла мар", – палăртать Сергей Петрович. Мăшăрĕ виçĕ-тăватă çул каялла çĕре кĕнĕ хыççăн инвалид ывăлĕпе иккĕшех пурăнаççĕ. Кил хуçалăхне арçын тытса пырать тесе те калаймăн: çурт умĕнчи пахчари йăрансем тирпейлĕ, пĕр çум курăкĕ кураймастăн. Йĕри-тавра таса. Ĕне, вăкăр усраççĕ. "Утă-улăмне нумай хатĕрлемелле. Нушаллă мар-и?" – хĕрхенес килчĕ ватăна. Хуравĕпе мана вăл шухă çамрăка аса илтерчĕ: "Мĕн тертленмелли! Уйра гектар ытла çĕр. Утта пĕр-пĕччен хатĕрлеместпĕр вĕт. Йышпа ĕçлетпĕр. Паян пĕрне пулăшатпăр, ыран – теприне".

Ялти кĕтÿре 9 ĕне тата сурăхсем. Эрнерен тенĕн выльăх пăхма çÿреççĕ Савккасем. Анчах çакă вĕсене кулянтармасть е ăна кăтартмаççĕ.

 

Лавкки пур, ĕçлекенĕ çук

Урăххи канăç памасть. Лавккана ĕçлеттерессишĕн юлашки çул мĕн чухлĕ чупман пулĕ пуçлăхсем патне. Çурчĕ çĕнĕ, кирпĕчрен купаланăскер, анчах ĕçлекен çук. Çын тупаймаççĕ. Ялти Ирина Майорова çамрăк пĕр вăхăт ĕçленĕ-ха унта. Халĕ пĕчĕк ачисене пăхать те тухаймасть.

Лавкка тесен Меланья Михайловна Татарин (чылай çул Украинăра пурăннăскер) хăйĕн патне хăнасем нихăçан та пуш алăпа килменнине асăнчĕ. "Пирĕн йывăрлăха пĕлсе çитнĕ вĕсем. Çырткаламаллине пĕрле чиксе тухма манмаççĕ. Ăнсăртран кĕтмен хăна килсен лавкка пит кирлĕ çав", – терĕ.

Юнашар Пучинке ялĕ ларать. Кунти пурнăç Савккарипе танлаштарсан çĕрпе пĕлĕт хушшинчи пекех. Лавккасен шучĕ вуннăран иртет. Анчах пĕри те хăйсен тăрăхне кĕрекен пĕчĕк ялсене эрнере пĕрре те пулин тавар сутма пымасть. Савккапа кÿршĕллĕ Çĕнĕ Кĕлĕмкассине (вăл та пĕчĕк ял) автолавкка Канашран çÿрет-мĕн.

Савкка ялĕн урамĕпе утатăн та ĕлĕкхи пурнăç паллине асăрхатăн. Акă йывăçран тунă çурма ишĕлчĕк кивĕ лавкка çурчĕ. Инçех мар ларакан хуралтă фельдшерпа акушер пункчĕ пулнине пĕлетĕн. Ку çеç-и? Клуб, шкул та пулнă. Колхоз, ял администрацийĕ ĕçленĕ. Машинăпа трактор паркĕнче чылай техника кĕрленĕ. Паян нихăшĕ те ĕçлемест. Самана яла кутăн-пуçăн çавăрнă, анчах вăйне тăнчах пĕтереймен. Туслăхра юлнă вăл. Унтан çутă хĕмленсе ялкăшма хевте çитерĕ-и? Кун çинчен Савккасем татса калама хăяймарĕç. Чунĕсенче иккĕленÿ çуралчĕ ахăртнех. Ав, Ирина Майорова ачисене лайăхрах пурнăçпа пурăнтарас килнине пытармарĕ. Хулари пурнăçа шута илчĕ-ши çамрăк?

Пурнăçа колхоз ĕçĕнче ирттернĕ Ольга Васильевна ялта та, çывăхра та ĕç çукки çамрăксене тăван кĕтесрен пистернине палăртрĕ. Канаш хулине çÿрес – çул укçишĕн çур шалу кăларса хумалла.

Сергей Петрович шухăшĕпе – ялти пурнăç Мускава пула нумай улшăнать. Çамрăксене унти вăрăм укçа илĕртет. Ватăн чунĕ ыратать тăван ялĕшĕн. Мĕншĕн вĕсенни пек пĕчĕк ялсене район пуçлăхĕсем, аслă депутатсем сайра пырса çÿреççĕ? Вырăнти нуша-терт, татса памалли ыйтусем çинчен калаçас килет вĕсемпе. Вырăнти ял тăрăх администрацийĕн пуçлăхне мар, аслăраххисене пырса тиврĕç унăн сăмахĕсем. Лешĕ вĕсем патĕнче час-часах пулать. "Эсир килни мĕн тери аван. Лайăх пуплерĕмĕр. Чун уçăлчĕ. Малалла тăрăшма хавхалантарчĕ", – терĕ вăл пирĕнпе сыв пуллашса.

 

Тепре «çунтарас» марччĕ

Çĕнĕ Кĕлĕмкасси – Савкка кÿрши. Кунта та тавралăх илемлĕ, уçă та таса сывлăш, машина сасси тата тĕтĕмĕ пуçа минретмест. Савккасенни пекех ялта çут çанталăк газĕ çунать, шыв ыйтăвĕ аптăратмасть: кашни килте çăл. Клавдия Волкова пенсие тухсан тăван ялне Çĕнĕ Шупашкартан куçса килнĕ. Питех те килĕшет ăна кунта.

Урама тухса ларнă вăй питти арçынсемпе калаçрăм. Шел, Савккари пек "ăна турăмăр, кăна юсарăмăр" тенине илтме тÿр килмерĕ. Ытти енпе маттур. Тĕслĕхрен, Сергей Николаевич Николаев 6 тĕрлĕ хаçат-журнал çырăнса илет. Унашкалли урăх çук.

Ĕлĕк ялта лаша чылай тытнă. Тен, çакна курах Çĕнĕ Кĕлĕмкассинчен паллă юлан утçă тухнă. Илья Москов спорт лашисемпе чупса нумай наградăна тивĕçнĕ. Халĕ ют çĕр-шывра ĕçлесе пурăнать. Паян ялĕпе те пĕр лаша кăна: Юрий Орехович Кузьминăн вăл. Ĕне те ялта пĕрре çеç, пăрушĕ те. Тата 3 килте сурăх, 2 çемьере качака усраççĕ.

Ялан апла пулман. Хăй вăхăтĕнче çамрăксем икĕ футбол командилĕх пуçтарăннă. Халĕ Савккапа Çĕнĕ Кĕлĕмкассире шкула çÿрекен ачасем те вун пĕрĕн кăна.

Çĕнĕ Кĕлĕмкассине ял çыннисем çуннă çĕр теççĕ. Ĕлĕк кунта вăрман кашланă-мĕн, куçса килнĕ çынсем ăна çунтарса çĕр тунă. 90 çул (ял кăçал хăйĕн юбилейне паллă тăвасшăн) иртсен çунтармасăрах пĕтерес марччĕ çав ялсене...

 

Сергей ЖУРАВЛЕВ сăн ÿкерчĕкĕсем.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.