Комментари хушас

28 Ака, 2018

«Раççей пики» журналистсемпе тĕл пулчĕ

Çĕршывăн чи илемлĕ пики пулма çăмăл-и? Шупашкарта çуралса ÿснĕ, кăçал Раççей пикин титулне тивĕçнĕ Юлия Полячихина паянхи конференцире нумай вăрттăнлăха уçрĕ. Хăй И.Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУн студентки пулнăран-тăр тĕлпулу çак аслă шкулта иртрĕ.
Юля паян ирхи рейспа Мускавран Шупашкара вĕçсе çитнĕ. Ăна тус-юлташĕсемсĕр пуçне ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та кĕтсе илсе саламланă.
Раççейĕн чи хÿхĕм пикипе тĕл пулма Чăваш Енрен кăна мар, кÿршĕ регионтан та журналистсем килсе çитнĕччĕ. Сăмахран, Чĕмпĕр хулинчи Ринат Валиуллин хĕре саламланă май унăн çĕнтерĕвĕ кÿршĕ регионсемшĕн те пĕлтерĕшлине палăртрĕ. Вун-вун ыйту янрарĕ конференцире. Юлия çĕршыври чи сумлă илем конкурсĕнче çĕнтернĕ хыççăн пурнăçĕ епле улшăннине, ăна Раççей пикин коронине çĕнсе илме мĕн пулăшнине каласа кăтартрĕ: «Мĕнле пур çапла пулмалла. Пите маска тăхăнмалла, такамăн рольне вылямалла мар. Çутçанталăк панă илемлĕхе тытса пымалла. Конкурсра эпĕ палăрмашкăн нимĕн те туман, хама ахаль пурнăçри пекех тытрăм. Паллах «Раççей пикин» титулне çĕнсе илме мана унччен илем конкурсĕсене хутшăнса мала тухни те пулăшрĕ», — терĕ хĕр. Малашне вăл «Тĕнче пики» тата «Уçлăх пики» тупăшусене хутшăнма хатĕрленĕ.
Вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультетĕнче вĕренекенскерĕн кĕçех сесси тытма тивĕ. Юлия 1-мĕш курса тăван университетрах вĕçлессине пĕлтерчĕ. Иккĕмĕш курса пике урăх аслă шкулта пуçлĕ. Вăл журналистика енĕпех аталанас шухăшлине те палăртрĕ. Контрактпа килĕшÿллĕн «Раççей пикин» çулталăк Мускавра пурăнмалла. Университета улăштарасси çакăнпа та çыхăннă. Çавăн пекех Юлийăн çулталăк качча тухма, татуировка тума юрамасть. Çĕршыври чи хÿхĕм пике халĕ ахăртнех нумайăшĕшĕн тĕслĕх пулса тăнă. Унăн вара хĕрарăм идеалĕ пур-ши? Юлия ку ыйтăва тимлĕхсĕр хăвармарĕ, Раççей супермоделĕ Наташа Поли кăмăлне кайнине палăртрĕ.
«Раççей пики» пулни — пысăк ĕç, унăн нумай тивĕç. Ятарлă мероприятисене хутшăнмалла. Конкурс вĕçленнĕренпе икĕ эрне иртрĕ, çак хушăра Юлия телеÿкерÿсене, Питĕре кайса килнĕ, Мускаври кинофестивале хутшăннă... «Пуян графикпа, çак çулталăкпа туллин усă курмалла. Малашне мана тата сумлă конкурссем кĕтеççĕ», — терĕ 18-ти чиперкке.
Паян Юлийăшăн — пĕлтерĕшлĕ кун. Тĕрлĕ мероприятие хутшăннăсăр пуçне вăл Настя йăмăкĕн çуралнă кунне те паллă тăвĕ. Унсăр пуçне «Чăваш Ен пики» конкурсра жюрире ларĕ. Хальлĕхе вăл Шупашкартах, çывăх çыннисемпе пурăнĕ.
 

Рубрика: 
Теги: