Комментари хушас

2 Çу, 2018

Шыва кĕмелли ятарлă вырăн кашни муниципалитетрах пулмалла

Кăçал Чăваш Енре 14 пляж тата шыва кĕмелли ятарлă 14 вырăн уçма хатĕрленеççĕ. Кун пирки Республикăри ГКЧС председателĕ Вениамин Петров Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе иртнĕ республикăри Чрезвычайлă лару-тăрăва асăрхаттарас тата сирес, пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен комиссийĕн ларăвĕнче пĕлтернĕччĕ.

Аса илтерер, 14 пляжпа ятарлă 14 вырăн, Вениамин Иванович шухăшĕпе, сахал. Шыва кĕмешкĕн ятарлă вырăнсем тата йĕркелемелли пирки вырăнти тÿре-шарапа калаçса ун пеккисене татах йĕркелесшĕн. «Кашни муниципалитетра çакнашкал 1 вырăн та пулин пулмаллах», — тенĕччĕ вăл. 

 

Теги: