Комментари хушас

Кашни çулах çапла: çурхи ейÿ иртсе кайсанах пушар хăрушлăхĕн тапхăрĕ çитет. Кăçал çак тапхăр Чăваш Енре ака уйăхĕн 23-мĕшĕнчен пуçланчĕ (ЧР Правительствин йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн). Ака уйăхĕн 28-мĕшĕнчен вара республикăра пушара хирĕçле ятарлă режим çирĕплетнĕ.

Вăрман пушарĕнчен сыхланар

Çанталăк ăшăтсан нумайăшĕ сад-пахчана тасатать, çÿп-çапа çунтарать. Теприсем вăрмана кайса шашлăк ăшалаççĕ. Шăпах çак тапхăрта вут-çулăм алхасас хăрушлăх ÿсет. Çуркуннехи тата çуллахи тапхăрта вăрман пушарĕсенчен сыхланас тĕллевпе Чăваш Енре мĕн тăваççĕ? Ку ыйтăва республикăри Чрезвычайлă лару-тăрăва асăрхаттарас тата сирес, пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен комиссийĕн ларăвĕнче сÿтсе яврĕç. Ăна Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пычĕ.
ЧР çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕ Александр Коршунов çак тапхăра ведомство мĕнле хатĕрленнипе паллаштарчĕ. Лесничествăсенче асăннă тапхăр пуçланнă тĕле вут-çулăма сÿнтермелли хатĕрсене, ятарлă техникăна (пушар автомобилĕсене, вăрмана хуралламалли комплекссене, тракторсене), ытти инвентаре хатĕрленĕ. Çу уйăхĕнче вăрман пушарĕсене вăхăтра асăрхас тата сÿнтерес тĕлĕшпе ятарлă тактика вĕренĕвĕ ирттерме палăртнă. Михаил Игнатьев çак вĕренÿсене ячĕшĕн мар, питĕ тĕплĕн ирттермеллине аса илтерчĕ.
«Раççейĕн ытти регионĕнче вăрман пушарĕсем алхаснине пĕлетпĕр. Унран сыхланас тесе эпир службăсене техникăпа, ытти ресурспа тивĕçтертĕмĕр, çакăншăн яваплă çынсене вĕрентрĕмĕр. Эпир хатĕрленĕ пĕрлехи планра палăртнă мероприятисене, пунктсене пĕрне те пурнăçламасăр хăвармалла мар. Кашнинех хăйĕн ĕçне яваплăха туйса пурнăçламалла», — палăртрĕ регион Пуçлăхĕ.

Ятарлă вырăнсем кирлех

Республикăри ГКЧС председателĕ Вениамин Петров палăртнă тăрăх — кăçал Чăваш Енре 14 пляж тата шыва кĕмелли ятарлă 14 вырăн уçма хатĕрленеççĕ. Çакă, Вениамин Иванович шухăшĕпе, сахал, çавна май халĕ вырăнти влаç представителĕсемпе шыва кĕмешкĕн ятарлă вырăнсем тата йĕркелемелли пирки калаçаççĕ. «Кашни муниципалитетра çакнашкал 1 вырăн та пулин пулмаллах», — терĕ вăл. Инкексен пысăк пайĕ шăпах шыва кĕме ятарласа хатĕрлемен лаптăксенче пулнине аса илтерчĕ. Путса вилнисен 80% шыва кĕрес умĕн е маларах эрех ĕçнине систерчĕ. Статистикăпа та паллаштарчĕ. 2017 çулта пĕве-юхан шывра 25 çын путса вилнĕ, виçĕм çул — 48. Шел, кăçал та инкексем пулма ĕлкĕрнĕ. Ака уйăхĕн 25- мĕшĕ тĕлне республикăри шыв объекчĕсенче 4 пăтăрмах пулнă, вĕсенче 4 çын путнă, çав шутра — 1 ача. ГКЧС председателĕ ачасем аслисем сăнаса тăманран шар курнине пĕлтерчĕ. Комитет шыв объекчĕсенче инкексем ан пулччăр тесе профи-лактика ĕçне тата вăйлатма палăртнă. Çу уйăхĕнче ГКЧСăн, Раççей МЧСĕн Чăваш Енри тĕп управленийĕн тата Муниципалитет йĕркеленĕвĕсен канашĕн правленийĕн анлă ларăвĕнче те çак ыйтăва, çав шутрах — пляжсемпе шыва кĕмелли ятарлă вырăнсем йĕркелемелли пирки те — тишкерессине палăртрĕ.
Ларура çавăн пекех ача-пăча сывлăхне çирĕплетмелли лагерьсем çуллахи кампание еплерех хатĕрленнине сÿтсе яврĕç. Кун пирки ЧР вĕренÿ министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Сергей Кудряшов тата ĕçлев министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Виктор Ковалев каласа кăтартрĕç. Ачасен канăвĕн тата вĕсен сывлăхне çирĕплетекен организацисен реестрне 452 учреждение кĕртнĕ. 2018 çулта шкул ÿсĕмĕнчи ачасен 65% канма тата сывлăхне çирĕплетме пултарĕ. Пĕрремĕш смена пуçланиччен асăннă организацисенче тĕрĕслевсем ирттерĕç. Вăрмансемпе юнашар вырнаçнисене уйрăмах çирĕп сăнаса тăрĕç.

Тĕрĕслевсем малашне те пулĕç

Комисси членĕсем суту-илÿпе кану центрĕсенче тата халăх йышлă пухăнакан ытти вырăнта пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес тĕлĕшпе мĕнле мерăсем йышăннине тишкерчĕç. Патшалăх пушар надзорĕн ĕçченĕсем прокуратура ĕçченĕсемпе пĕрле çакнашкал 178 объектра тĕрĕслев ирттернĕ, пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркине пăснă 1851 тĕслĕхе тупса палăртнă. Суту-илÿпе кану центрĕсене кунсерен пин- пин çын çÿрет, канмалли кунсенче пушшех те йышлăн. Эппин, асăннă учрежденисен хуçисен вĕсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси пирки шухăшламаллах!
Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ — надзор тата профилактика ĕçĕн управленийĕн пуçлăхĕ Николай Петров суту-илÿ центрĕсенче ирттернĕ тĕрĕслевсем вăхăтĕнче тупнă çитменлĕхсем пирки каласа кăтартрĕ: проект йышăнăвĕсене тумасăрах пÿлĕмсемпе урăх тĕллевсемпе усă курни, эвакуаци çулĕсем йĕркепе килĕшсе тăманни, пушартан хÿтĕленмелли тытăмсем çукки е юсавсăр пулни, ача-пăча вăйă пÿлĕмĕсене иккĕмĕш хутран çÿлерех вырнаçтарни. Вăл халăх йышлă пухăнакан объектсен «хура списокне» хатĕрленине, ăна тĕп управленин сайтĕнче çу уйăхĕнчи уявсем хыççăн вырнаçтарма планланине пĕлтерчĕ.
«Пирĕн тĕп тĕллевсен шутне халăхăн хăрушсăрлăхĕшĕн тăрăшасси те кĕрет. Çавăнпа тĕрĕслевсем малашне те пулĕç», — пĕтĕмлетрĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ.
 

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.