Комментари хушас

27 Ака, 2018

«Потребкоопераци пикине» палăртрĕç


Суту-илÿ ĕçне лайăхлатаççĕ çеç мар вĕсем. Кирлĕ тĕк юрлаççĕ, ташлаççĕ, артистран та ирттереççĕ! Çакна йăлана кĕнĕ «Потребкоопераци пики 2018» конкурса хутшăннă чиперккесем çирĕплетрĕç.

Икĕ çулта пĕрре иртекен тупăшăва тĕрлĕ кооператив организацийĕнче ĕçлекен пикесем кăçал та хастар хутшăннă. Суйлав тапхăрĕнче пултарулăхĕпе паллаштарнă 11 хĕртен 7-шĕ çеç финала лекейнĕ. Паян çĕнтерÿçĕн ятне тивĕçессишĕн «Чăвашпотребсоюзра», Красноармейски, Калинин, Етĕрне райповĕсенче, Етĕрнери аш-какай комбинатĕнче, «Шупашкарти универбаза» организацире тăрăшакан, тĕп хулари кооператив техникумĕнче вĕренекен чиперккесем тупăшрĕç.

Жюри членĕсем /вĕсен йышĕнче Чулхуларан килнĕ хăнасем те пулчĕç/ конкурса хутшăнакансен илемĕпе пултарулăхне çеç мар, хăйсене сцена çинче тытма пĕлнине те хакларĕç. Малтанах чиперккесем сцена çине чăваш тумĕпе тухрĕç. Иккĕмĕш тупăшура вĕсен хăйсен кооперацийĕсемпе ĕçĕ пирки тĕплĕнрех каласа кăтартмаллаччĕ. Ун пирки юрласа кăтартакансем те пулчĕç, ятарлă видео ÿкернисем те тупăнчĕç. Калинин райповĕн ĕçченĕ Александра Петрова жюри членĕсене ĕçтешĕпе пĕрле хатĕрленĕ тортпа сăйланма сĕнчĕ. «Фанера патшисем» пултарулăх конкурсĕнче те çамрăксем хăйсене тивĕçлипе кăтартрĕç. 

Хĕрсем мĕнле юрланипе ташланине кăна мар, çÿçе çивĕтлеме пĕлнине те кăтартрĕç. Кун валли 10 минут уйăрчĕç. Юлашкинчен пикесем сцена çине туй кĕпипе тухни пуриншĕн те кĕтменлĕх пулчĕ. «Чăвашпотребсоюзĕн» канашĕн председателĕ Валерий Павлов кооператив организацийĕсенче тăрăшакан пикесем лайăх специалистсем çеç мар, пултаруллă çынсем пулнине ахальтен палăртмарĕ. Анчах кашни конкурсра пĕр çĕнтерÿçĕ кăна. Кашни пике ятарлă номинацире палăрчĕ, вĕсене хаклă парнесемпе чысларĕç. «Потребкоопераци пики 2018» ята вара «Чăвашпотребсоюзĕн» ĕçченĕ Татьяна Сергеева çĕнтерчĕ. «Чи малтан ĕçтешĕсемсене тав тăвас килет. Эпĕ чи лайăх организацире тăрăшатăп», — терĕ пуçне йăлтăртатакан корона тăхăннăскер. Сумлă наградăсăр пуçне ăна планшет тата тĕп хулари пĕр фотостудире фотосесси ирттермешкĕн сертификат парнелерĕç.