Комментари хушас

27 Ака, 2018

Алексей Попов: "Çемье ĕçне тăснăшăн савăнатăп"

«Çамрăксене шанмалла!» – тенĕччĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă пĕр Çырăвĕнче. Акă Красноармейски районĕнчи «Таябинка» агрофирмăн директорĕ Алексей Попов çамрăк-ха. Пĕлтĕрхи çĕртме уйăхĕнче ертÿçĕ должноçне йышăннăскер хуçалăх ĕçне хăюллăнах çĕнĕлĕхсем кĕртет, тĕрлĕ сăнав ирттерет. Çак самантсем «Таябинкăна», ытти чухне те йĕркеллĕ ĕçлесе пынăскере, республикăри ял хуçалăх предприятийĕсен рейтингĕнче позицие пушшех лайăхлатма май панă. Тулли мар яваплă обществăри улшăнусем тата çывăх вăхăтри тĕллевсем пирки Алексей Попов директорпа калаçрăмăр.

Алексей Юрьевич, ял хуçалăх ĕçченĕсен хальхи вăхăтри тĕп тĕллевĕ — çуракине йĕр-келлĕ ирттересси. Яваплă çак тапхăра сирĕн хуçалăх хатĕр-и?
— Ака уйăхĕн 9-мĕшĕнче кĕрхи тулла апатлантарма пуçларăмăр. Хăш-пĕр çĕрте шыв тăнине пăхмасăрах пурнăçлатпăр ку ĕçе. Пирĕн пĕчĕк давлениллĕ урапаллă техника пур, унпа çавнашкал лаптăксене те кĕме пулать. Тулли приводлă «вездеходсем» эппин, вĕсемпе удобрени сирпĕтетпĕр. Акана пĕтĕм техника хатĕр. Таса та пахалăхлă, чи лайăх сортлă вăрлăхпа çеç усă куратпăр. Çакăншăн патшалăх субсиди парать. Вăрлăха ют регионтан та туянатпăр, хамăр çитĕнтернине те акатпăр. Кăçал пĕрчĕллĕ /тулă, урпа/ тата пăрçа йышши культурăсене 3,5 пин гектар акасшăн. Çавăн пекех рапс, горчица çитĕнтересшĕн. Экономика тишкерĕвĕ турăм та — техника культурисем, пĕрчĕллисемпе танлаштарсан, чылай пысăкрах тупăш пама пултараççĕ. Вĕсене ăçта вырнаçтарасси пирки калаçса татăлнă теме те юрать. Эпир тĕрлĕ сăнав ирттеретпĕр. Пĕлтĕрхине шутласан 2 çул севокран мар, вăрăран /чернушкăран/ сухан çитĕнтерсе пăхрăмăр. Сухан енĕпе пирĕн опыт сахалрах паллах, çапах вăл майĕпен пухăнса пырасса шанатпăр. Куккурус та акатпăр. Пĕтĕмпе 6 пин гектар лаптăкра тĕрлĕ культура ÿстеретпĕр.
— Вĕсене акма тата пухса кĕртме техника кирлĕ. Эсир ăна çĕнетсех пыратăр пулас. Паркра пултăмăр та — унта тĕрлĕ машина- трактор, агрегат нумай.
— Çапла, çĕнетсех пыратпăр. Пĕлтĕр хальхи йышши пысăк 1 трактор тата 1 комбайн туянтăмăр. Халĕ 6 комбайн, пысăк 3 трактор: «John Deere», «Glaas» йышшисем. Вĕсемпе ĕçлеме питĕ меллĕ: уйра ĕçлетĕн — ниçта та сиктермест, хăвна «Мерседесри» пекех туятăн, кондиционер пуртан пăчă мар, нимĕнле тусан та кĕмест. Çĕнĕ техникăна хам та тĕрĕслесе пăхатăп: паркра çеç мар, уй-хирте те. Кăçалхи нарăс уйăхĕнче Германире «John Deere» заводра пултăм, вĕсен ĕçĕпе паллашрăм. Унта асăннă маркăллă трактор-комбайна винтсем таранах хăйсем пуçтараççĕ-хатĕрлеççĕ. Паллах, çакнашкал техникăна татах туянасшăн. Манăн тĕллев — хамăрăн пĕтĕм машина-трактора хальхи йышшисемпе улăштарасси. Ĕçпе ытти региона та тăтăшах кайса çÿретпĕр. Мари Элта, Тутарстанра, Ярославльте, Мускавра пултăмăр. Пирĕн пата та тĕрлĕ çĕртен килеççĕ, тĕпрен илсен — поставщиксем. Вĕсем сĕнекен продукципе сăнавсем те ирттерме килĕшетпĕр, çакăншăн пире çăмăллăхсемпе тивĕçтереççĕ.
«Таябинка» — республикăри çĕр улми туса илекен пысăк хуçалăхсенчен пĕри. «Иккĕмĕш çăкăра» кăçал миçе гектар лартасшăн?
— 400 гектар лартма палăртнă. Çĕр улмин элита вăрлăхĕпе çеç усă куратпăр, вĕсене вăрлăх туса илекен хуçалăхсенчен туянатпăр: «Гала», «Бриз», «Ред Скарлетт»… Пĕлтĕр Тюменьтен кÿрсе килтĕмĕр. Çак вăрлăх пирĕн тăрăхра лайăх ÿсрĕ: шултра пулчĕ, ăна чир-чĕр çыпăçмарĕ. Хамăр туса илекен çĕр улмин 70-80 процентне çуркуннеччен, тепĕр чухне çу пуçланичченех упратпăр. Пирĕн хранилищĕсем пысăк, унта çĕнĕ йышши оборудовани вырнаçтарнă. Хальхи вăхăтра çĕр улмине суйлаççĕ. Клиентсем тĕлĕшĕнчен йывăрлăх çук. Пирĕн вăрлăхлăх тата çимелĕх çĕр улмине Мускавран, Хусантан, Чаллă Çыртан, Белгородран тата ытти çĕртен килсе илеççĕ. Эпир ăна ÿстернĕ чухне Голланди технологийĕпе усă куратпăр, сăтăрçăсенчен сыхланмашкăн çĕнĕ те хăрушлăхсăр меслетсене суйласа илетпĕр. Кăçал çĕр улмине упрамашкăн тепĕр хранилище тума планлатпăр.
Сирĕн хуçалăх сысна та ĕрчетет. Çав отрасль енĕпе мĕнлерех плансем?
— Сысна шутне çулталăкра тата тепĕр 1 пин пуç пысăклатма май килчĕ. Производство хăвачĕсемпе туллин усă куратпăр. Аша тĕпрен илсен Вăрнарти аш-какай комбинатне ăсататпăр. Сысна комплексĕ çĕнех тееймĕн, çавăнпа вăхăт иртнĕçемĕн ăна хăтлăрах тата çутăрах тăвас килет. Эпĕ çамрăк ертÿçĕ пулнă май алăпа пурнăçламалли ĕçсенчен майĕпен хăтăлса пырасшăн. Малашлăхра сысна çурисем валли ÿт хушмалли цех тума плансем пур.
Çынсен ĕç условийĕсене çăмăллатсах пыратăр эппин.
— Çапла, çăмăллатма тăрăшатпăр. Ĕç укçи тивĕçлĕ, ăна 10-15% ÿстертĕмĕр. Механизаторсем вырма вăхăтĕнче 100 пин тенкĕ таранах ĕçлесе илме пултараççĕ. Пурне те хамăрăн столовăйра тÿлевсĕр апатлантаратпăр. Столовăя пĕлтĕр тĕпрен юсаса çĕнетрĕмĕр. Вырма вăхăтĕнче апата хире илсе кайса çитереççĕ. Эпир «техника пушă тăмалла мар» принципа тĕпе хуратпăр. Пирĕн патра тĕрлĕ ялти çынсем ĕçлеççĕ, вĕсене ирхине хамăрăн автобуспа кайса илеççĕ, каçхине леçеççĕ. Халĕ агрофирмăра 120 яхăн çын вăй хурать. Эпĕ кунта килнĕренпе коллективăн 40% улшăнчĕ. Питĕ çирĕп ыйтатăп, республика прокуратуринче 5 çул ĕçлени витĕм кÿрет ахăртнех. Дисциплина çирĕппи пĕлтерĕшлĕ маншăн. Хăшĕсем чăтаймарĕç, тухса кайрĕç. Халĕ агрофирмăра çамрăк нумай. Елчĕк, Патăрьел, Комсомольски тăрăхĕсенчен те килсе ĕçлеççĕ. «Мускава кайиччен кунта вăй хуратпăр», — теççĕ. Вĕсем питĕ кăмăллă.
Вĕсем ăçта пурăнаççĕ? Е пурăнмалли кĕтес ыйтăвне татса пама та пулăшатăр-и?
— Ытти районтан килнисене хальлĕхе пĕр çурт уйăрса патăмăр. Аякран килекенсем валли общежити тума пуçланă, унта 5 пÿлĕм /2-шер çын валли/, душ, кухня — урăхла каласан, пĕтĕм услови — пулĕ. Ăна тепĕр уйăхран туса пĕтерсе хута ярăпăр. Хамăр ĕçченсене те хваттер туяннă чухне, çамрăк специалистсене кредит тĕлĕшĕнчен пулăшатпăр. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.