Çиччĕмĕшĕ уйрăмах асра юлĕ
Çичĕ çул каялла турĕ вăл хăйĕн пĕрремĕш утăмĕсене Чăваш Ен çĕрĕ çинче. Ун чухне çак пулăма тĕрлĕрен хаклакансем пулчĕç: хăшĕсем иккĕленчĕç, теприсем хавхаланчĕç, Раççей кинолентисене тинех анлă экран çинче пăхма май килнĕшĕн хĕпĕртерĕç. Паян вара унсăр - халăхсен хушшинчи Шупашкар кинофестивалĕсĕр - республика культура пурнăçĕ чăннипех кичем пулĕччĕ. Кинофорум çулленех премьерăсемпе пуян. Унсăр пуçне хула çыннисене паллă артистсемпе тĕл пулусем, «çавра сĕтелсем», ăсталăх класĕсем кĕтеççĕ. Фестивалĕн кăçалхи программи тата та пуян, çу уйăхĕн 19-24-мĕшĕсенче 70 ытла мероприяти иртĕ. Çакна та палăртса хăвармалла: çичĕ çулта Шупашкар кинофестивалĕнче 330 ытла кинокартина кăтартнă, унăн ĕçне Раççейри тата чикĕ леш енчи 220 ытла артист, режиссер, оператор, продюсер хутшăннă.
Виçĕм кун «Çеçпĕл» кинотеатрта халăхсен хушшинчи çиччĕмĕш кинофестиваль савăнăçлă лару-тăрура уçăлчĕ. Ун умĕн маларах Наци библиотекинче кинофорум йĕркелÿçисем журналистсем валли пресс-конференци ирттерчĕç.
Кинофестивалĕн программа дирекцийĕн директорĕ, илемлĕх ертÿçи Сергей Лаврентьев палăртнă тăрăх - ĕç тăвалла хăпарса пырать. Шупашкар фестивалĕн сумĕ ÿснине унта хутшăнакансен ячĕсем лайăх çирĕплетеççĕ. Илемлĕ фильмсен конкурсĕн жюрине ертсе пыма çĕр-шывĕпе çеç мар, тĕнчере те палăрнă Глеб Панфилов режиссер, сценарист килĕшни, Сергей Александрович шухăшĕпе - хăй мĕне тăрать! Раççей халăх артисчĕ, РФ Патшалăх, РФ Президенчĕн премийĕсен лауреачĕ паян 80 çул тултарать. Сумлă çак юбилее Глеб Анатольевич Шупашкарта кĕтсе илĕ. Эпир те, «Хыпар» Издательство çуртĕнче ĕçлекенсем, çавăн пекех пирĕн пин-пин вулавçă ăна юбилейпе чун-чĕререн саламлатпăр, ăнăçу, телей, çирĕп сывлăх сунатпăр.
Жюрире Глеб Панфиловăн мăшăрĕ Инна Чурикова та пур. СССР халăх артисткине, Раççей Патшалăх премийĕн лауреатне куравçăсем вун-вун кинофильм тăрăх лайăх пĕлеççĕ.
Шупашкар кинофестивальне хисеп туса вĕсем «Ленком» театрĕн Израиле гастроле каймалли графикне те улăштарнă.
Жюри йышĕнче чикĕ леш енчи кино ĕçченĕсем те пур. Акă Себастьян Аларкона илер. Вăл - Чили кинорежиссерĕ, сценарисчĕ. Себастьян 1971 çулта Мускава килнĕ, ВГИКра вĕреннĕ, пĕр вăхăт «Мосфильмра» ĕçленĕ. 1977 çулта унăн «Ночь над Чили» фильмĕ Мускав кинофестивалĕн ятарлă премине тивĕçнĕ. 90-мĕш çулсен вĕçĕнче тăван çĕр-шывне таврăннă, режиссер ĕçĕпе пурăнать. Раççей кинематографĕпе халĕ те çыхăну тытать. Сăмах май, унăн мăшăрĕ - Шупашкар пики.
Корея Республикин профессорĕ Сангву Хонг киновед - хăйĕн тăван çĕр-шывĕнче Раççей фильмĕсене çул параканĕ. Вăл палăртнă тăрăх - Корейăра вырăссен классика фильмĕсене юратса пăхаççĕ. Сăмахран, «Война и мир» картинăна питĕ килĕштереççĕ.
Камара Камалова режиссер, сценарист - Узбекистанран. Узбекистан Патшалăх премийĕн лауреачĕ ачасем валли кино ÿкерес енĕпе ытларах палăрнă.
Елена Стишова кинокритик ертсе пыракан жюри наци киностудийĕсем ÿкернĕ фильмсен конкурсне хак парĕ. «Асăннă конкурса йĕркелессине иртнĕ çул ирттернĕ «çавра сĕтел» хушшинчи калаçу «симĕс çутă» пачĕ,- терĕ Сергей Лаврентьев. - Наци библиотекине ун чухне Чăваш Енри хăй тĕллĕн ĕçлекен кинорежиссерсем пухăннăччĕ. Кăçал вара ку енĕпе уйрăм конкурс йĕркелеме те май килчĕ». Палăртса хăварар: фестиваль кунĕсенче вĕсен ĕçĕсемпе те паллашма май килĕ. «Нарспи» илемлĕ фильм вара /режиссерĕ Андрей Васильев/ конкурса хутшăнĕ. Наци кинематографисчĕсен ĕçĕсене Елена Михайловнăпа пĕрле Сергей Анашкин кинокритик, Денис Осокин прозаик тата сценарист пахалĕç.
Кинофорум уçăлнă самант патне таврăнар-ха. Палăртнă вăхăта Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та пырса çитрĕ. Михаил Васильевич хаклă, кĕтнĕ хăнасене ăшшăн тав турĕ, ăнăçу сунчĕ. «Эсир паян пурнăçа кĕртекен ĕç ăс-хакăла, кăмăл-сипете ÿстерме пулăшĕ, Раççей культурин паха енĕсене çамрăк ăрупа çывăхлатма май парĕ», - терĕ.
Глеб Панфилов сăмахĕ кĕске пулчĕ, хăйне жюри ĕçне хаклама шанса панине пысăк чыс вырăнне йышăннине палăртрĕ.
Сергей Лаврентьев та фестивале ăнăçу сунчĕ, илемлĕ фильмăн конкурсне тăратнă 12 картинăран пĕрне - «Она» ĕçĕн режиссерне Лариса Садиловăна тата унта тĕп рольсенчен пĕрне вылянă Наталья Исаевăна - сăмах пачĕ.
Ĕнер тĕп хулара кинофестивальпе çыхăннă 25 мероприяти /вĕсем çавăн пекех Патăрьел, Хĕрлĕ Чутай районĕнсенче те иртрĕç/ пулчĕ, ял çыннисем паллă режиссерсемпе, актерсемпе курнăçрĕç.