Комментари хушас

24 Ака, 2018

Сесси: экономика аталанăвĕ пурнăç шайне çĕклетĕр

Патшалăх Канашĕн паян иртнĕ 19-мĕш сессийĕнче республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Конституципе çирĕплетнĕ йĕркепе килĕшÿллĕн ЧР Министрсен Кабинечĕн ĕçĕ-хĕлĕн 2017 çулхи кăтартăвĕсем çинчен отчет турĕ.

Михаил Игнатьев иккĕленмест: социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса парассин, регион аталанăвĕн никĕсĕнче — экономика çирĕплĕхĕ. Çавна май иртнĕ çул промышленноç, ял хуçалăхĕ ÿсĕмлĕ ĕçленин пĕлтерĕшĕ чăннипех пысăк.

Отрасльсен кăтартăвĕсемпе пайăррăн паллаштариччен Михаил Игнатьев умри тĕллевсене асăнчĕ. Чи малтанах — çынсен пурнăç тăршшĕне ÿстересси. Унтан — ачасен сывлăхне упрасси. Бюджет — аталану никĕсĕ. Республикăн пĕрлехи бюджетне пурнăçласси пĕлтĕр 52 миллиард тенке кăшт кăна çитеймен. 2016 çулхипе танлаштарсан — 110% ытла. Инвестици климатне лайăхлатас тĕлĕшпе пурнăçлакан ĕç те пысăк. 

Михаил Васильевич тÿрремĕнех яла пырса тивекен ыйтусем çинче те тĕплĕ чарăнса тăчĕ. Çапла, Чăваш Ен пысăк ĕç укçипе мухтанаймасть — «пире нефтьлĕ, газлă регионсемпе танлашма йывăр. Анчах ĕç укçин ÿсĕмĕн хăвăртлăхĕпе республика Атăлçи округĕнче малти вырăнта». Çакă шанăç кÿрет. 2017 çулта уйăхри вăтам ĕç укçи 24,5 пин тенкĕпе танлашнă.

Отчет хыççăн парламентри фракцисен представителĕсем ыйтусем пачĕç: чăваш чĕлхин шăпи, бюджет укçипе тирпейлĕ усă курасси, «Трактор завочĕсем» концерн предприятийĕсенчи лару—тăру тата ытти те — Михаил Васильевич кашни темăна уçăмлăх кÿчĕ.

Алесандр ОСИПОВ, Комсомольски районĕн администрацийĕн пуçлăхĕ:

- Тĕпрен илсен влаç ĕçне ырласа кăна хаклатăп. Паян пурнăçлакан ĕç — пĕтĕмпех халăх валли, республикăра пурăнакансемшĕн, çынсен пурнăç шайне çĕклессишĕн. Ялсенче çакна ăнланаççĕ.

Республика ертÿлĕхне пуçаруллă бюджет мелĕпе суйласа илекен проектсене пурăнçлама пулăшнăшăн уйрăммăн тав тăвас килет. Ку енĕпе тăвакан ĕç паян чăннипех пысăк. Пирĕн районта 2017 çулта çак программăна 6 ял тăрăхĕ хутшăннăччĕ, кăçал вара 12 ял тăрăхĕ проектсем тăратнă — вĕсене пурне те пурнăçламашкăн суйласа илнĕ.

Асăннă программăна хутшăннине кура çынсен пурнăç, кану условийĕсене лаăхлатма, Асанкассинчи çăл куçа, масара тирпейлеме, çулсене юсама пултартăмăр, \çынсен хăрушсăрлĕхне тĕпе хурса урама каçсерен çутатса тăмалла турăмăр.

Рудольф СЕЛИВАНОВ, Патăрьел районĕн администрацийĕн пуçлăхĕ:

Республика Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн общество инфратытăмне аталантарасси çинчен калакан указĕ, ман шутпа, питĕ вăхăтлă пулчĕ. Патăрьел районĕнче эпир общество канашĕсем урлă маларахах граждансен пуçарăвĕсене пухма, кĕперсем тума, çулсене йĕркене кĕртме пуçлăнччĕ. Халь кирлĕ укçан 60% республика уйăрать.

2017 çулта пирĕн муниципалитет территорийĕнче пуçаруллă бюджет мелĕпе пурнăçланă проектсен хакĕ 18 миллион тенкĕпе танлашнă, çав шутран çурри ытла, каларăм, республика бюджечĕн тÿпи. 2018 çул валли вара тата 7 проекта пурнăçлама палăртнă. Çĕртме уйăхĕн 15-мĕшĕ тĕлне эпир пĕтĕм ĕçе вĕçлесшĕн.

 

 

Рубрика: 
Теги: