Комментари хушас

24 Ака, 2018

«Хыпар» издательство çурчĕн «Çамрăксен хаçатĕнче» Пушкăртстанри чăвашсем пулчĕç

Чăваш чĕлхи кунне тата И.Я.Яковлев çуралнăранпа 170 çул тултарнине паллă тума Шупашкара Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан йăхташăмăрсем килеççĕ. Акă Пушкăртстанран 23 çынран тăракан делегаци çитрĕ. Ăна чăвашсен культура обществин ертÿçи Юрий Михайлов ертсе килнĕ.

Пушкăртстанри чăвашсен пĕр ушкăнĕ «Хыпар» издательство çурчĕн «Çамрăксен хаçачĕн» редакцине кĕрсе курчĕ. Стерлитамакри 5-мĕш, 6-мĕш гимназисенче вĕрентекен Геннадийпе Валентина Даниловсем, Ауркас районĕнчи Çĕньял шкулĕн директорĕ Николай Глухов /вăл пирĕн Елена Атаманова корреспондентăн шăллĕ/ хаçат ĕçĕ-хĕлĕпе кăсăкланчĕç. Аякра пурăнсан та вĕсем чăвашлăха аталантарма, пирĕн хаçатсемпе туслашма май тупаççĕ. Акă хальхинче вĕсем электрон майпа «Çамрăксен хаçатне» çырăнчĕç. «Капла эпир ăна вăл тухнă кунах вулма пултаратпăр. Почта урлă çырăнсан хаçат пирĕн пата 10 кунран çеç килет», — пĕлтерчĕç якри тăвансем.

Рубрика: 
Теги: