«Тăван ял илемĕ хамăртан килет»
Елчĕк районĕнчи Тÿскел ялĕнче çуралса ÿснĕ Дмитрий Судаков çамрăк-ха, апла пулин те вăл ялти çынсен хушшинче тахçанах ырă ят çĕнсе илнĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ пуçаруллăскере, умне лартнă тĕллеве яланах пурнăçлама хăнăхнăскере халăх 2010 çулта Елчĕк ял тăрăхĕн депутатне суйланă, 2013 çулта вара ял старости пулма шаннă.
Ĕçлеме пултарнине кăтартнă та…
Тĕрĕссипе, Дмитрий Николаевич хăйне депутата тата старостăна суйличченех тăван кĕтес аталанăвĕшĕн тăрăшма пуçланă. 2001 çултанпа унăн тата хастар темиçе çыннăн пуçарăвĕпе Çимĕкре юрă-ташăпа спорт уявĕ ирттерме тытăннă: ун чухне çак ялта çуралса ÿснĕ çынсем те, çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесне саланнăскерсем, тăван тăрăха килеççĕ-çке. «Ырă çак йăлана 17-мĕш çул ĕнтĕ пăрахмастпăр. Уяв программи питĕ анлă. Унта хамăр ялти «Шуçăм» ансамбль, район центрĕнчен тата ытти çĕртен килнĕ коллективсем концерт лартаççĕ. «Шуçăм» пирки калас тăк — вăл иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче хамăр районта çеç мар, республикăра та ырă ят çĕнсе илнĕ. Пĕр хушă ĕçлеме пăрахнăскере ялти пуçаруллă çынсем тăрăшнипе 2012 çулта тепĕр хут чĕртсе тăратрăмăр. Ун валли хăш-пĕр инструмента, тĕслĕхрен, баян, икĕ гитара тата ыттине хамăр укçапа туянтăмăр. Çимĕкре иртекен уяврах футболла вылятпăр, кире пуканĕ йăтатпăр, канат туртатпăр, чупатпăр, ытти енĕпе ăмăртатпăр… Çапла мĕн каç пуличченех савăнатпăр. Юлашкинчен питĕ пысăк салют яратпăр. Çак уява ирттерме пултарнине кура-тăр халăх мана шанма тытăнчĕ, старостăна суйларĕç. Пирĕн çынсем питĕ хастар. Пушă вăхăт тупăнсан хапха умне тухса лариччен ял аталанăвĕшĕн мĕнле те пулин ырă ĕç тума тăрăшаççĕ. Чăн та, тахçан вĕсем ун пек марччĕ. Çынсене малтан хăв мĕн тума тата ĕçлеме пултарнине кăтартса памалла, ун чухне кăна вĕсене пĕрлехи ĕçе явăçтарма май килет», — каласа кăтартрĕ Дмитрий Судаков, Елчĕк районĕнчи электричество сечĕсен мастерĕ.
Тÿскелсем чÿк уйăхĕн 4-мĕшĕнче, Хусан Турă Амăшĕн турăшĕн кунĕнче, Ял уявне паллă тăваççĕ. Çакна шута илсех ĕнтĕ ял старостин пуçарăвĕпе Тÿскелсем ниме мелĕпе Хусан Турă Амăшĕн турăшĕн чиркÿ-часавайне хăпартнă. «Пирĕн ялта нихăçан та чиркÿ пулман, тĕне ĕненекенсем православи уявĕсенче кÿршĕ яла çÿретчĕç. Çавăнпа часавай тăвас шухăша пурте ырласа йышăнчĕç. Çынсем укçа пухрĕç, палăртнă кунсенче ĕçлеме тухрĕç. Тÿскелте çуралса ÿснĕ, халĕ Мускавра, Санкт-Петербургра, пысăк ытти хулара пурăнакансем те укçа енчен пулăшрĕç. Вĕсен патриотизм туйăмĕ вăйлă, тăван кĕтес пирки ытти чухне та манмаççĕ. Çапла пĕрлехи вăйпа чиркĕве 2 çулта туса пĕтертĕмĕр. Ăна 2014 çулхи утă уйăхĕн 8-мĕшĕнче сăвапларĕç», —\ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ Дмитрий Николаевич.
Çав хушăрах вăл Тÿскел ялне кĕнĕ çĕрте хĕрес лартас енĕпе те нумай тăрăшнă. 2016 çулта унтах «Тÿскел» стела вырнаçтарнă. Староста çине тăнипех хăйсен тата кÿршĕ ялсен хушшинчи кĕпере юсанă. Шкул урамĕнче вак чул сарнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче вилнисене асăнса лартнă палăка та тĕпрен юсаса çĕнетнĕ. Унăн территорине кĕмелли алăка улăштарнă, хÿмене сăрланă, брусчатка сарнă, кăвак чăрăшпа туя, клумбăсене чечек лартнă. Çак палăк таврашне кашни çулах тирпейлеççĕ, Çĕнтерÿ кунĕнче чечек хураççĕ.
Дмитрий Николаевич тирпей-илемшĕн нумай тăрăшать. Вăл староста тивĕçĕсене пуçăнсанах ял çыннисем юраман çĕрти çÿп-çап куписене пуçтарнă. Халĕ халăх çулсеренех субботниксене хутшăнать, урамсене, парксене, пĕве-кÿлĕ хĕррисене ăпăр-тапăртан тасатать. Ялта кашни уйăхра çÿп-çапа турттарса тухассине йĕркеленĕ. Тÿскелсем масара та тасалăхра тытаççĕ, çуркунне тата кĕркунне субботник ирттереççĕ. Унта ÿсекен курăка çулаççĕ. Масар сăваплă вырăн пулнине манмаççĕ.
Патриот, спортсмен, ырă тăвакан
Тÿскелте кивĕ йывăç клуб пулнă, ишĕлес патнех çитнĕскерĕн çуртне 2009 çулта салатнă. 2016 çултанпа ял çыннисем уявсене, паллă ытти мероприятие çутă та хăтлă нумай функциллĕ культура центрĕнче ирттереççĕ. Ăна Чăваш Ен Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн ялсенче культура-кану учрежденийĕсен сетьне аталантарасси пирки калакан указне тĕпе хурса тунă. Республикăри нумай функциллĕ çакнашкал пĕрремĕш центра шăпах хăйсен ялĕнче уçнăшăн Тÿскелсем савăнаççĕ. «Пирĕн проект малтанах хатĕр пулнă, çакă культура центрĕн строительствине хăвăртлатма май пачĕ», — ăнлантарчĕ староста.
Дмитрий Николаевич тĕрлĕ уявпа мероприятие йĕркелесе ирттерме хутшăнать: Мăнкун, Çăварни, Çимĕк, Амăшĕн, Ватă çынсен, Пулăç кунĕсем тата ытти те. «Эпир ĕçре те, уявра та пĕрле», — тет староста. Вăл сĕннипе Сергей Нягин видеооператор çак уявсене, ялшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăма /чиркÿ никĕсне хывни тата ăна хăпартас ĕç мĕнле пыни, купол вырнаçтарни, уçни; палăка юсаса çĕнетни, стела хатĕрлени т.ыт.те/ нумайлăха асра хăварас тесе видеороликсем ÿкерет. Старостăн архивĕнче Чăваш наци телекуравĕ 2013 çулта Тÿскелте ял йăли-йĕрки /вĕсене «Шуçăм» ансамбле çÿрекенсем кăтартнă/ пирки ÿкернĕ 4 фильм та тирпейлĕн упранать: «Вăййа тухни», «Вăйă пăрахни», «Пыл сăпасĕ», «Хур пусни». Вĕсене пăхсан Тÿскелсем ĕçлеме те, савăнма та пĕлнине, чăвашсен авалтан пыракан йăлисене упраса малалла аталантарма ăнтăлнине ăнланатăн.
2017 çулта Тÿскелте «пуçаруллă бюджетировани» программăпа культурăпа кану паркĕ тунă. Çак парк валли ача-пăча площадки туяннă, ăна çĕр типсенех вырнаçтарĕç. Унта аслисем валли те кану вырăнĕ пулĕ, чечексемпе йывăçсем ешерĕç. Асăннă проект хакĕ — 1404 пин ытла тенкĕ. Халăхран 150 пин тенкĕ пухнă, çав шутран çуррине староста хăй панă. Ытти чухне те спонсор пулăшăвĕ кÿрет вăл. Тĕслĕхрен, «Шуçăм» ансамбле тĕрлĕ концерта, конкурса илсе каймалла чухне.
Дмитрий Судаков сывă пурнăç йĕркине тытса пырать. Мĕн пĕчĕкренех спортпа туслăскер çăмăл атлетикăна кăмăллать, çав хушăрах кире пуканĕ, штанга йăтать. Юлашкинчен асăннă спорт тĕсĕсемпе çамрăксене туслаштарас тесе тренировкăсем те ирттерет. Тÿскелте «Шуçăм» футбол команди пур, унта вылякансене староста ятарлă тум туянса панă. Вăл районти футбол командисен хушшинче Туслăх кубокĕ ирттерес ĕçе те хутшăнать. Пушă вăхăт тупăнсан хăй те футболла вылять. Ку ялта хоккей команди те пур. Спорта юратакан староста çине тăнипе 2014 çулхи нарăс уйăхĕн 7-мĕшĕнче Сочире хĕллехи Олимп вăййисене уçнă ятпа Тÿскелте уяв иртнĕ. Унта хутшăнакансем Олимп çулăмне йăтса утнă, чупнă.
Çамрăксене патриотизм воспитанийĕ парас ĕçе те хутшăнать староста. Вăл — ирĕклĕ халăх дружинин хастар членĕ те.
Пĕр минут та ахаль ларасшăн мар
«Эпир хамăр мĕн тунипе лăпланса ларасшăн мар, малаллах ĕçлесшĕн. Ял илемĕ хамăртан килет. Ял малаллах аталанса пытăр, унти условисем хуларинчен кая ан пулччăр. Çамрăксем ялта юлччăр, кунтах çемье çавăрса ача-пăчаллă пулччăр тесе тăрăшатпăр», — калаçăва тăсрĕ Дмитрий Николаевич. Вăл ваттисен халалне туллин пурнăçланă: йывăç-тĕм лартнă, çурт хăпартнă, мăшăрĕпе хĕрпе ывăл ÿстерет. Малалла вулас...