Комментари хушас

20 Ака, 2018

Кинозал пулĕ

25-30 çул каялла кашни ялта кино кăтартатчĕç. Тем амакне пула лайăх ĕç путланса ларчĕ. Халĕ çак ĕç çĕнĕрен вăй илни пирки калаçаççĕ. Тĕрлĕ хула-салара кинозалсем уçăлнине пĕлтереççĕ. Пирĕн тăрăха çак ырлăх хăçан çитĕ-ши?

Ял çыннисем ыйтнипе – Хĕрлĕ Чутай салин старости Зоя КУЗНЕЦОВА.

Вулакан ыйтăвне Чăваш Республикин культура министрĕ Константин ЯКОВЛЕВ хуравлать:

— Чăваш Республики çĕнетнĕ кинозалсем уçас енĕпе Раççейре чи лайăх вунă регион шутне кĕнĕ. Çĕршыври кинематографие пулăшас енĕпе ĕçлекен фондпа çыхăну тытни республикăри культура учрежденийĕсене хальхи йышши техникăпа тивĕçтерме май парать. Программăна пурнăçа кĕртнĕ тапхăрта /вăл 2016 çултанпа ĕçлет/ Чăваш Енри 13 культура учрежденийĕнче çĕнĕ кинозалсем уçнă. Вĕсене республикăра пурăнакан кашни 10-мĕш çын çитсе курнă.
Асăннă фонд 2018 çулта та кинозалсем уçас ĕçе малалла тăсĕ. Кăçал унашкал чаплă зал шăпах Хĕрлĕ Чутай салинче уçăлĕ. Унсăр пуçне Йĕпреçсен те тахçанхи ĕмĕчĕ пурнăçланĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.