Комментари хушас


Районсен администрацийĕсен пуçлăхĕсен АПК енĕпе ĕçлекен çумĕсем, ял хуçалăх продукцийĕ туса илекен, хими им-çамĕ, бензин-дизтопливо, техника сутакан предприятисен, банксен ертÿçисем ака уйăхĕн 12-мĕшĕнче Вăрнар районĕнче пухăнчĕç. Унта çуракине хатĕрленес, ял хуçалăх культурисене акас-лартас ыйтупа семинар-канашлу иртрĕ.

Çавăн пекех Патшалăх сорт комиссийĕн, Россельхознадзор тата Россельхозцентр управленийĕсен, «Агро-Инноваци» ХУ, Чăвашгидрометеоцентр, ЧР патшалăх технадзорĕн, ЧР Апат- çимĕç фончĕн ертÿçисем хутшăнчĕç. Николай Аливанов генеральнăй директор «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» агрохолдинг çурхи ĕçсене пурнăçлама еплерех хатĕрленни çинчен каласа пачĕ.
ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов докладра аграрисем куллен çĕклекен ыйтусене хуравларĕ. Тĕш тырă культурисен структурине йĕркелессине тишкернĕ чухне тĕшĕлĕх хĕвел çаврăнăшĕ çинчен çапла каларĕ:
— Унăн пĕр пайĕ пĕлтĕр уй-хиртех юлчĕ. Вăл Чăваш Ен культури мар. Унпа çĕре чухăнлатассине пĕлсе тăрса темиçе çул çеç усă курма пулать. Тăпрана пулăхлатмасăр ăна çуллен акма юрамасть. Шăмăршă районĕнче çĕре тара илнĕ арендаторсем кашни çул çак культурăна çеç акаççĕ, удобрени хывмаççĕ. Усă куракан лаптăксене кирек хăçан пăрахса чухăнлатĕç. Патшалăхăн тивĕçлĕ органĕсем пире çакăншăн айăплама пултараççĕ.
Тĕшĕлĕх хĕвел çаврăнăшне республикăра 2016 çулта — 2864, пĕлтĕр 3194 гектар акнă. Кăçал 2079 гектар /2017 çулхипе танлаштарсан 65,1%/ çинчен пухса кĕртесшĕн. Иртнĕ çул çанталăк чăрмантарнăран ăна çĕршывра 1456,6 пин, çав шутра Чăваш Енре 1,5 пин гектар çинчен пухса кĕртеймен. Чылай уйрин тĕшши хĕл каçиччен тăкăнса пĕтнĕ. Министерство çĕр улми лаптăкне иртнĕ çулхинчен сахалтан та 3 пин гектар ытларах лартма ыйтать. Унăн рентабельноçĕ лайăх: 2013 çулта — 22,1%, 2014 ç. — 49,6%, 2015 ç. — 39,3%, 2017 çулта 27,4%. 2016 çулта çанталăк «иккĕмĕш çăкăра» йĕркеллĕ пухса кĕртме паман пирки вăл 8,6% çеç танлашрĕ. Аграрисем асăннă çулсенче çĕр улмирен пысăк тупăш илнĕ.
— Ăна лартмалли, пухса кĕртмелли агрегатсемпе малашне те усă курар. Камсен вăрлăх çук? Министерствăпа пĕрле шыраса тупăпăр, — терĕ С.Артамонов. — Кашни хуçалăхра миçе гектар лартассине ертÿçĕсемпе пĕрле халех уçăмлатăр. Малалла вулас...

Юрий МИХАЙЛОВ. CAP.RU порталти сăн ÿкерчĕк.
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.