Комментари хушас

18 Ака, 2018

Выртан чул мăкланать, çÿрекенни...

Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче биотехнологи тата агрономи факультетĕнче вĕренекен Оксана Пыркина иртнĕ çул ятарлă программăпа Германире сакăр уйăхлăх практикăра фермер хуçалăхĕнче пулнă. Вăрнар районĕнчи Çĕрпел хĕрĕ ют çĕршывра курниилтнипе хаваспах паллаштарма килĕшрĕ.

Шмукер çемйи

— Академи ятарлă программăпа Германие практикăна яма ушкăн пуçтарнине пĕлсен тÿрех çырăнтăм. Шкулта акăлчан чĕлхине кăна вĕреннĕрен малтанах хăратрĕ. Аслă шкул çумĕнчи виçĕ уйăхлăх курсра тăрăшсах нимĕç чĕлхине ăса хыврăм. Малтанхи тапхăрта практикăна каяс текен нумайччĕ. Майĕпен йыш чаксах пычĕ. Чăваш Енрен пурĕ тăваттăн çула тухрăмăр. Раççейри 83 аграри студенчĕ йышне лекнишĕн савăнтăм.
Германире Баден-Вюртемберга çитсе чарăнтăмăр. Виçĕ кун семинарта пултăмăр. Пире Германи çĕршывĕпе, нимĕçсен йăли-йĕркипе, культурипе паллаштарчĕç. Хамăра ют çĕрте мĕнле тытмаллине те асăрхаттарчĕç. Унтан практика вырăнĕсене салантăмăр. Эпĕ Шмукер çемйине лекрĕм. Кама ăçта ярассине малтанах палăртса хураççĕ. «АграрКонтактеИнтернациональ» /АКI/ представителĕсем Германие икаяс кăмăллă кашни студентпа тĕл пулса калаçаççĕ. Шмукер çемйи Баден-Вюртембергри Альб-Дунай районĕнчи пĕр пĕчĕк ялта пурăнать. Унта 20 кил кăна. Пилĕк çухрăмрах — Мундеркинген хули. Ытти хула та юнашарах темелле. Ялта асфальт çул, каçсерен хунарсем çунаççĕ. Пур çĕрте те таса, симĕс газон, чечексем ешереççĕ. Кашнин çурчĕ 2-3 хутлă. Ялта мĕн кирли йăлтах пур — пĕчĕк хула тейĕн. Хушма хуçалăхра пахча çимĕç, çĕрулми çитĕнтермеççĕ, чăх-чĕп, выльăх-чĕрлĕх усрамаççĕ. Мĕн кирлине йăлтах лавккаран, пасартан туянаççĕ. Ялта яш-кĕрĕм сахал, ытларах шкул ачисем. Вырăнти халăх чылайăшĕ хуласене ĕçлеме çÿрет.

Витере таса, хăтлă

— Шмукер çемйи виçĕ хутлă çуртра пурăнать. Унтах — апатланмалли, çăвăнмалли, çывăрмалли пÿлĕмсем. Вĕсен пĕр хĕрĕпе икĕ ывăлĕ пурнăç çулĕ çине тăнă ĕнтĕ. Тĕп килте арăмĕпе упăшки кăна юлнă. Ман валли уйрăм пÿлĕм уйăрчĕç. Вĕсем патне студентсем практикăна час-часах килеççĕ иккен. Малтанхи тапхăрта чĕлхене йĕркеллĕ пĕлменни ура хучĕ. Кĕсье телефонĕ урлă ăнланман сăмахсене куçарса пытăм. Пĕр уйăхран лайăхах ăнланакан, калаçакан пултăм. Ялан пĕрле ĕçленĕ май фермера çур сăмахранах ăнланаттăм.
Ĕç кунĕ ирхи 6.30 сехетре пуçланатчĕ: сыснасем валли бункера апат тултараттăмăр, пĕтĕлентереттĕмĕр, аçисене кастараттăмăр тата ытти те. Каçхи çичĕ сехетсенче тин пушанаттăм. Паллах, апат çинĕ май канса та илнĕ. Ферма ялтан 1 çухрăмра вырнаçнăччĕ. Унта «ландрас» тата шурă та шултра ăратлисене ĕрчетсе сутаççĕ. Виçĕ пине яхăн сыснана çемйипе пăхаççĕ. Ĕç ытларах фермерпа мăшăрĕ çине тиенет. Хăш чухне хĕрĕ е ывăлĕсем пулăшма килеççĕ. Ĕçе йăлтах механизациленĕ. Сысна тăракан бокссене час-часах çуса дезинфекцилеççĕ. Таса, çутă витесенче шăршă та çук. Çакă выльăха чирлесрен сыхлать. Мана Шмукер селекци, искусствăлла майпа пĕтĕлентерес ĕçе тата ыттине те тĕплĕ ăнлантарса, кăтартса паратчĕ. Кайран хам та ăна пулăшма тытăнтăм.
Фермер хуçалăхĕн 100 гектар
çĕр, çав шутра сухаласа акаканни — 94. Унта пĕрчĕллĕ культурăсем, тритикале туса илеççĕ. Хăйсемех выльăх апачĕ хатĕрлеççĕ, çитмесен ытти фермертан туянаççĕ. Фермăри шĕвек тислĕке ÿсен-тăран речĕ хушшине удобрени вырăнне сирпĕтетчĕç.
Германире пĕчĕк хуçалăхсен продукцие вырнаçтарассипе чăрмав çук. Уншăн хуçасем чупса çÿремеççĕ, нушаланмаççĕ. Палăртнă вăхăтра машинăпа килсе сыснасене тиесе каяççĕ. 120 кг таяканни 100 европа сутăнать. 12 эрнерен çăвăрламалли ама — 350 евро. Вĕсем фермăра выльăх пусмаççĕ — саккунпа юрамасть. Хăйсене аш кирлĕ пулсан кÿршĕ ялти усламçă патне илсе каяççĕ. Унăн ятарлă цех пур. Ăратлă выльăх ĕрчетекен фермерсем пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçлеççĕ. Пĕррехинче сысна ами икĕ пуçлă çура çăвăрласа пачĕ. Фермер ветеринара чĕнтерсе сыснана тĕрĕслерĕç — малашне те çапла пуласран асăрханчĕç. Сусăр çурасене вара тÿрех тÿрех тĕп турĕç. Малалал вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.