Комментари хушас

18 Ака, 2018

Ватă çын пилĕ — ĕмĕре

Валентинăпа Валерий Уткинсем Çĕнĕ Шупашкарта пурăнатчĕç. Пĕри — аптекăра, тепри «Химпром» предприятире ĕçлетчĕç. Хĕрĕ Оля шкулта вĕренетчĕ, ывăлĕ Дима икĕ çул та тултарманччĕ.

Хула пурнăçне хăнăхнăччĕ Уткинсем. Анчах Валерин ашшĕ вилнĕ хыççăн амăшĕ ялта пĕччен юлни шухăшлаттарчĕ çемьене. «Валя, яла куçса каяр пулĕ. Аннене пулăшмалла, пăхмалла», — терĕ арçын пĕррехинче мăшăрне. Çапла вара çемье тăван ялне, Каçал тăрăхĕнчи Тукая, таврăнчĕ.
Ачисем ял пурнăçне питĕ килĕштерчĕç: урамра вылярĕç, шыва кĕме çÿрерĕç. Ашшĕ-амăшне пу-лăшма та вăхăт тупрĕç. Кил хуçи колхозра тăрăшрĕ. Валентинăн та ĕç хушăнсах пычĕ: ватă хунямăшне пăхрĕ, пахча çимĕç çитĕнтерчĕ, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетрĕ. Пур çĕре те ĕлкĕрчĕ.
Вăл фармацевт профессине алла илнĕ. Шел те, Тукайра ку енĕпе ĕç пулмарĕ ун валли. Çавна май хĕрарăм Çĕнĕ Мăратри ваттисен çуртĕнче ĕçлеме пуçларĕ. Унтанпа чылай çул иртрĕ, хунямăшĕ те тахçанах çĕре кĕнĕ ĕнтĕ. Хăйне лайăх пăхнăшăн ывăлĕпе кинне пил парса хăварчĕ вăл. Ватă çын пилĕ вара — ĕмĕре.
Уткинсен ачисем те çитĕнчĕç. Оля мăшăрĕпе Тукайра кун кунлать, вĕсем виçĕ ача ÿстереççĕ. Дима хальлĕхе çемье çавăрман-ха. Шупашкарта пурăнать, тăван яла час-часах килет.
Валентина Карповна хăнăхнă йăлапа ирех вăранать. Выльăх-чĕрлĕхне пăхать, ĕнине сăвать, ирхи апат пĕçерме лартать. Паллах, ĕçе кайман чухне ăна мăшăрĕ те пулăшать. Килти ĕçсене вĕçлесен хĕрарăм автобус чарăнăвне васкать. 22 çул такăрлатать вăл çак çула. Халĕ Шурутри ваттисен çуртĕнче тăрăшать. Хăйĕн ĕçне яваплă пурнăçлать. Ватă çынсемпе ăшшăн калаçать вăл, вĕсене пур енĕпе те пулăшать. Çавăнпах аслă ăру кăмăллать ăна.
«Эпир пĕччен мар», — теççĕ кунта пурăнакансем. Вăй питти чухне вĕсем пурте тĕрлĕ çĕрте ĕçленĕ, çурт-йĕр тытнă, çемйипе пурăннă. Вăхăт иртнĕ май ачисем тăван йăваран вĕçсе тухса çĕршыв тăрăх саланнă. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.