Комментари хушас

12 Ака, 2018

Килти çÿп–çапа урама кăларма юрамасть тесе нуша курмалла–и?

Темле йывăр лару-тăрура пурăнакан та пур. Арçын арăмне хĕнесен, ырă кун кăтартмасан ăçта кайса кĕмелле хĕрарăмăн, камран хÿтлĕх кĕтмелле? Çак ыйтăва уçăмлатас тĕллевпе Шупашкарти халăха комплекслă майпа социаллă пулăшу паракан центр çумĕнчи йывăр лару-тăрăва лекнĕ хĕрарăмсене пулăшакан уйрăма çитрĕм.

Çывăрса тăранас килнĕ

Йывăр шăпаллă хĕрарăмсен пурнăçĕ пирки чи малтан кризис центрĕн директорĕпе калаçу пуçартăм. «Шел, çемьере мĕн пулса иртнине каласа кăтартма шикленеççĕ, аванмарланаççĕ. «Хĕнет — апла юратать», — паянхи кун та çак каларăшпа килĕшсе пурăнаççĕ. Хĕрарăмăн ăшĕ вăркать пулин те çын çинче хăйсене йĕркеллĕ те телейлĕ çемье пек кăтартасшăн. Çакă пурпĕр уçăмланать, анчах та кая юлсан йăнăша тÿрлетме йывăр. Çамрăксене пулăшас тĕллевпе малашне ЗАГС уйрăмĕсемпе çыхăнса ĕçлесшĕн», — палăртрĕ кризис центрĕн директорĕ Ренада Федорова.
Хĕрарăмсене пулăшу кÿрекен уйрăм 2009 çултанпах ĕçлет. Малтан консультаци парса çеç пулăшайнă, 2013 çулхи чÿк уйăхĕнчен центр йĕркеленнĕ. Пурĕ кунта 6 койка-вырăн. Пÿлĕмре сĕтел-пукан, вырăн таврашĕ, çăвăнмалли условисем, кĕпе-йĕм çумалли машина пур. Кухньăна апат пĕçерме кирлĕ хатĕр-хĕтĕрпе тивĕçтернĕ. Апат-çимĕç таврашне хĕрарăмсем хăйсем туянаççĕ. 3 çулчченхи ачаллисем валли — уйрăм пÿлĕмсем. Çак ÿсĕмринчен аслăраххисем ку çуртра вырнаçнă социаллă реабилитаци центрĕнче пурăнаççĕ.
Иринăн упăшки иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче пысăк предприяти пуçлăхĕ пулнă, лайăх шалу илнĕ, кайран ĕçсĕр юлнă. Çакăн хыççăн унăн рабочи специальноçĕпе ниçта та вырнаçас килмен, ĕç çухатнăскер ĕçкĕпе иртĕхме тытăннă. Икĕ хĕрĕ çитĕннĕ ĕнтĕ, Мускавра пурăнаççĕ. Пысăк должноçри хĕрарăм укçа-тенкĕ аван ĕçлесе илет. Упăшки ĕçсе тарăхтарнăран мăшăрĕнчен тахçанах уйрăлнă, анчах та иккĕшĕ те пĕр хваттертех юлнă. Çĕрлесерен пачах та çывăрманни, пĕр вĕçĕм хваттер тăрăх утни ĕçрен ывăнса таврăннă хĕрарăма йăлăхтарсах çитернĕ. Ирина чăтайман, вăхăтлăха кризис центрне вырнаçнă. «Эпĕ упăшкапах пурăнасшăн, анчах та вăл улшăнасшăн мар», — тенĕ вăл кунти специалистсене. Çак хушăра кунти специалистсемпе пĕрле арçынна наркологи диспансерĕнче сипленме ÿкĕте кĕртнĕ. Çакăн хыççăн упăшки ĕçлеме тытăннă, икĕ çул пачах та алла черкке тытман. Кайран каллех «симĕс çĕленпе» туслашнă. Килти йывăр лару-тăрăва чăтаймасăр хĕрарăм кризис центрне тепĕр хутчен пулăшу ыйтма çитнĕ. «Ман çывăрса тăранас килет», — тенĕ алăк урати урлă каçичченех. Упăшки ăна ăçта шырамаллине пĕлнĕ, арăмĕ хыççăнах центра вĕçтерсе килнĕ. Çĕнĕрен наркологи диспансерне сипленме çул тытнă. «Нумай пулмасть троллейбусра куртăмăр, ĕçекен сăнлă марччĕ, лайăх калаçрĕ. Ĕçе кайма тухнă-мĕн. Çемье йĕркеленсе кайни пире те савăнтарать», — палăртрĕç кризис центрĕнче тăрăшакансем.

Амăшĕн правинчен хăтарасшăн

Пусмăрта пурăнакан виçĕ ачаллă хĕрарăм кризис центрĕнче хÿтлĕх тупма шухăшланă. Упăшки килте çук чухне вăрттăн тухса тарма сумка пуçтарнă, хăйне тата хĕрачи валли сим-карта туяннă. Пĕр кунхине, пусмăрçă ĕçе кайсан, вăл хăй ĕмĕтне тинех пурнăçланă: тĕпренчĕкĕсене илсе килтен тухса тарнă. 33 çулти хĕрарăм ачисене умлă-хыçлă çуратнăран чылай çул декретра ларнă. Ачисем 3, 7, 10 çулсенче. «Çиелтен пăхсан вĕсен пурнăçĕ йĕркеллĕ пек. Кермен пек çурт. Анчах унта мĕн пулса иртнине хăйсемсĕр пуçне никам та пĕлмест. Хĕрарăма сăмах вĕççĕн мĕскĕнлетнипе çырлахман арçын, картишĕнче ачисен куçĕ умĕнче арăмне çÿçĕнчен сĕтĕрсе хĕненĕ. Мăшăрне кухньăра питĕрсе илнĕ те çĕçĕпе тирнĕ — хĕрарăма ыраттарни ăна киленĕç кÿнĕ. Кайран кашни хĕнемессерен чĕркуçленсе арăмĕнчен каçару ыйтнă арçын. Вăл психика тĕлĕшĕнчен чирлĕ мар. Хĕрарăмăн ял çине сас-хура кăларма юраман. Мал ĕмĕтлĕ, ĕçкĕпе иртĕ-хмен, лайăх укçа-тенкĕ ĕçлесе илекен арçын çакнашкал хăтланма пултарасса никам та ĕненмест-мĕн. Тăван амăшĕ те хĕрĕн хÿттине кĕрес вырăнне: «Эсĕ пыл та çу пурăнатăн, хăв ытлашши иртĕхетĕн. Упăшку лайăх çын», — тенĕ. Çывăх çынни те хÿтĕлемест пулсан ял çыннисемпе тăванĕсенчен мĕн кĕтмелле? Пирĕн пата икĕ ачипе килчĕ вăл. Йывăр çемьерен пулни тÿрех курăнчĕ, ашшĕ пĕчĕкскерсене хăратса çитернĕ. Пĕр-пĕринпе алăран çавăтăнса çеç çÿреççĕ, çав тери пусăрăнчăк, хăйсене ирĕклĕ тытма хăраççĕ. Светлана тÿрех ĕç шырама пикенчĕ, пĕр эрнеренех унта вырнаçрĕ. Нихăçан та, ниçта та çухалса çÿресе курман, центртан — ĕçе, ĕçрен центра васкать, ывăнса çитнĕскер тÿрех çывăрма выртать. Ачасене шкула, ача садне вырнаçтарма Çĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕпе калаçса та татăлнăччĕ ĕнтĕ. Амăшĕ ĕçре чухне ашшĕ тĕпренчĕкĕсене реабилитаци центрĕнчен килне илсе кайрĕ, пирĕн ăна хирĕçлеме ирĕк çук. Виçĕ ачаллă амăшĕ упăшкинчен уйрăлмашкăн ыйту çырчĕ, кĕçех суд пулмалла. Ачасене кампа хăварас-си хальлĕхе паллă мар: килтен тухса кайнă амăшĕн пурăнмалли кĕтес çук, ашшĕ вара пысăк та хăтлă çуртра пурăнать, ĕçлет, ĕçкĕпе ашкăнмасть. Калама çук йывăр лару-тăру, хĕрарăм ачасемсĕр пĕр кун пурăнма пултараймасть, путсĕр упăшкине пула еплерех асапланать. Арçын хăй умне пысăк тĕллев лартнă: вăл арăмне ашшĕ-амăшĕн правинчен хăтарттарасшăн, унсăр пуçне алимент шыраса илесшĕн», — чунтан пăшăрханса каласа кăтартрĕ йывăр шăпаллă хĕрарăм пурнăçĕ пирки кризис центрĕн заведующийĕ Людмила Иванова.
Качча кайиччен Светланăн Шупашкарта хваттер те пулнă. Телейлĕ те çирĕп çемье пирки ĕмĕтленнĕ. Вăл ăна сутса укçа-тенке йăлтах çурт тунă çĕре хывнă, амăшĕн капиталне те ун валлиех тăкакланă. Виççĕмĕшне çуратнăшăн панă 100 пин тенкĕ те темшĕн упăшкин перекет кĕнеки çинех куçнă. Кермен евĕр çурт упăшкин харпăрлăхĕ шутланать халь. «Мĕншĕн çуратрăн виçĕ ача таран, хăв айăплă», — тесе ятлаççĕ ăна пĕлĕшĕсем. Чĕре айĕнче тĕвĕленнĕскере Светлана ниепле те вĕлерме пултарайман, ытти мĕн пур хĕрарăм пекех упăшки тÿрленессе, ыррине шаннă. «Вăйлă çыншăн яланах вăйсăрри айăплă теççĕ-и-ха? Шăпах хĕрарăмăн вăйсăрлăхĕпе усă курать те арçын. Упăшки алă çĕкленĕрен хĕрарăм килне таврăнма хăрать, арçын çав самантпа усă курса ялта арăмĕ пирки усал ят сарса çÿрет. Унăн шухăшĕпе, мăшăрĕ ачисене пăрахса хулара арçынсемпе аскăнса пурăнать-мĕн. Упăшки çав вăхăтрах арăмĕ хăвăртрах килне таврăнасса кĕтет, шанать: алли кĕçĕтет, тахçантанпах арăмне хĕнемен, пусмăрламан-çке вăл. Светланăн упăшки патне курайманлăх çук, ăна çемьере лăпкăлăх çеç кирлĕ. Юлашкинчен хĕненине вăл каçарайман, ним хăрамасăр полицие ыйту çырнă. Упăшки тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă», — Светланăна никамран ытла ăнланаççĕ, унăн хуйхине хăйсенни пек йышăнса пулăшу кÿме тăрăшаççĕ кризис центрĕнче тăрăшакансем.

Укçа выляса янă

Центр ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă хушăра Александра Константинова специалист патне Шупашкарта пурăнакан 32 çулти хĕрарăм шăнкăравларĕ. Пусмăрçă упăшкинчен тухса тарайсан çывăх вăхăтра çитесси пирки пĕлтерчĕ. Канашра хĕрарăма та юрист пулăшăвĕ кирлĕ пулчĕ. Мăшăрĕпе иккĕшĕ ипотекăпа хваттер туяннă, вăл поручитель пулнă. Çăмăлт-тай упăшки çак кунсенче виртуаллă казинора 600 пин тенкĕ выляса янă, ăна тÿлеменрен кашни кун процент хушăнса пырать-мĕн. Унсăр пуçне уйăхсерен кредит тÿлемелле. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.