Комментари хушас

11 Ака, 2018

Вăтам вырăс ăрачĕллисене усрасшăн...

Çак кунсенче Томск облаçĕнче ял хуçалăх отраслĕнче вăй хуракансен 6-мĕш слечĕ (сельский сход) иртнĕ. Унта Чăваш Енрен ЧР ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, паллă хурт-хăмăрçă, Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи Турханта пурăнакан Николай Пирожков та хутшăннă. Унта вăл вĕлле хурчĕсене искусствăлла мелпе пĕтĕлентерессипе ĕçлекен Кирилл Богомоловпа кайнă.

Николай Пирожков каласа панă тăрăх, асăннă канашлăва Красноярск, Алтай крайĕсенчи, Томск, Новосибирск облаçĕсенчи хурт-хăмăрçăсене пуçтарнă. Çĕпĕрте пыл /таежный мед/ туса илес тĕллевпе çулла 200-300 çухрăм куçса çÿрекен утарçăсем те хут-шăннă унта. «Эпĕ Чăваш Енрен килтĕм терĕм те мана вĕлле хурчĕ тытакансем сырса илчĕç. Пĕри — Йĕпреç, тепри — Вăрнар, виççĕмĕшĕ Етĕрне районĕнчен пулнине каларĕç. «Чăвашран куçса килнисем эсир кунта пурте хурт-хăмăр енĕпе ĕçлетĕр иккен», — тĕлĕнтĕм эпĕ. Пытармастăп, ентешсене курни мана питĕ савăнтарчĕ. Маншăн савăнмалли тата акă мĕн пулчĕ. Красноярск крайĕнчи Енисей районĕнче авалхи тĕнпе пурăнакансем пыл хурчĕсем тытаççĕ. Кирилл Богомолов çав хуртсене илсе килсе тишкернĕ. Вăтам вырăс ăрачĕллĕ вĕлле хурчĕсем иккен вĕсем! Нимĕнле ăратпа та хутшăнман вăл. Мĕнле пур — çапла упранса юлнă. Çут çанталăкпа килĕшÿре пурăнакансенчен «ылтăн хуртсен» 5 çемйине туянма калаçса татăлтăмăр. «Çул пĕтиччен вĕсене буранпа вăрмантан илсе тухăпăр, Хусана илсе çитерĕпĕр», — терĕç вĕсем.
Çакна та каласа хăвармалла: Николай Пирожков вĕлле хурчĕсен ăрачĕсемпе тахçантанпах ĕçлет. Маларах вĕсем вăтам вырăс ăрачĕллĕ пыл хурчĕсене Пушкăртстанран та кÿрсе килнĕччĕ. «Раççейре çак ăрат ăçта упранса юлнă — кашни икĕ çулта унтан хурт çемйисене илсе килме, хамăр патра ĕрчетме тăрăшатпăр. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.