Комментари хушас

11 Ака, 2018

Вĕрентекен пур чухне – вĕренмелле!

Куславкка районĕнче çеç мар, республикăра та «Эткер» пек ватă ансамбль çуках пулĕ. Вăл йĕркеленнĕренпе 51 çул çитет кăçал. Иртнĕ çул юбилей тĕлне «Эпир пурăнатпăр Энĕш хĕрринче» кĕнеке кун çути курнă. Унта ансамбль кун-çулĕпе, унăн репертуарĕнчи юрă-кĕвĕпе паллаштарнă.

Улахран — ушкăн

Çак ансамбле 51 çул ертсе пыракан Людмила Ефимова пирки сăмах хускатас килет манăн. Вăл çак ĕçре çур ĕмĕр ытла тăрăшать. Çавах «ывăнтăм» тенине илтместĕн унран. «Ачасемпе «Пĕчĕк çеç путене» конкурса хутшăнасчĕ-ха. Хам пурăннă чухне вĕсене вырăнти йăла-йĕркене ытларах вĕрентсе хăварас килет», — тет Людмила Георгиевна малашлăх пирки ĕмĕтленсе.
Культура тĕнчине епле пырса кĕнĕ-ха вăл? Ăнсăртран иккен. Кун пирки хаваспах паллаштарчĕ. «Вунă класс пĕтернĕ хыççăн комсомол путевкипе Павлодар тăрăхне 5 хĕр тухса кайрăмăр. Унтан таврăнсан Сĕнтĕрвăрринче механизаци училищинче вĕренме тиврĕ. Кайран вара направленипе Оренбург облаçне ĕçлеме ячĕç. Унта нумаях пурăнман эпĕ. Анне чирленĕрен отпуск илсе яла таврăнтăм. Ял совет председателĕ сĕннипе Хурамал клубĕнче ертÿçĕре ĕçлеме тытăнтăм. Мĕнрен пуçламаллине пĕлмерĕм малтан. Аннесем улах ларнине аса илтĕм. Çапла вара ушкăн чăмăртаса улах ларма тытăнтăмăр», — иртнине куçĕ умне кăларчĕ Людмила Георгиевна.
Малтанах ансамбле «Волга» ят панă. Ăна вырăнти совхоз ячĕпе çыхăнтарнă пулас. Кайран — «Эткер».
Ансамбль репертуарĕнче паян — вырăнти халăх юрри-ташши. Вĕсене пĕтĕмпех ял халăхĕнчен пĕрчĕн-пĕрчĕн пуçтарнă. «Пĕр вăхăт кÿршĕ ялта, Елчĕкре, ĕçлеме тиврĕ. Ун чухне касси-кассипе улах лараттăмăр. Шăпах çавăн чухне чылай юрă вĕрентĕмĕр. Ташăсене те вырăнтисене çеç ташлатпăр. Халăх «туприне» упраса хăварма тăрăшатпăр. Ытти ушкăн вĕсене «çĕмĕрме» хăтланать. Пирĕн тăрăхра хĕрарăмсем вĕттĕн-вĕттĕн пусса ташланă, халĕ сикеççĕ. Унсăр пуçне тум та улшăнма пуçларĕ», — пăшăрханăвне пытармарĕ Людмила Георгиевна.

Трактор-машина çÿретнĕ

Сĕнтĕрвăрринче механизатора вĕреннĕ вăхăтра шофер профессине те алла илме тÿр килнĕ ăна. «Техникăна питĕ юрататтăм, — тет Людмила Ефимова. — Трактористра питех нумай ĕçлеймен çав, çулталăк ытларах çеç. Оренбург тăрăхĕнче шурлăхлă вырăн нумай. Çур-куннерен пуçласа хура кĕркуннечченех уйра тăрăшнă. Путса ларсан вара сÿресене çĕклесе типĕ вырăна кăлараттăм. Ун чухне механизаторсем питех пулман. Çавна май уйра пĕчченех ĕçлеме тиветчĕ. Яла таврăнсан пĕр вăхăт Сталин ячĕллĕ колхозра çăк турттаракан машинă-па ĕçлерĕм. Кайран председателе лартса çÿрерĕм».
Хастар хĕре амăшĕ «Жигули» те парнеленĕ иккен. Людмила Георгиевна каланă тăрăх, вăл вăхăтра хуçалăхра хăмла çитĕнтерсе тупăш илнĕ. Шăпах çав укçапа ăна амăшĕ машина илсе панă. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.