Чăваш Енри управляющи компанисене çĕнĕ комисси лицензи парĕ
Ÿлĕмрен Чăваш Енри управляющи компанисене çĕнĕ комисси лицензи пама тытăнать. Çакна çирĕплетекен указа паян республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев алă пусса çирĕплетнĕ.
Нумай хваттерлĕ çуртсен управленийĕн ĕç-хĕлне лицензилес енĕпе ĕçлекен Чăваш Республикинчи лицензи комиссийĕ республикăра малтан та пулнă. Анчах 2017 çулта унăн ĕç вăхăчĕ вĕçленнĕ. Хальхи вăхăтра Раççейре хваттер хуçисене хăйсене ресурсемпе тивĕçтерекен организацисемпе тÿрĕ килĕшÿсем тума ирĕк паракан политика çине куçма хатĕрленеççĕ. Апла пулин те управляющи компанисене лицензилемесĕр те май çук. Указ ку сферăна мĕнле çĕнĕлĕхсем илсе кĕрĕ?
Максим ИВАНОВ, Чăваш Республикин строительство, архитектура тата ЖКХ министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан:
— Шел те, управляющи компанисем пурте хăйсен тивçĕсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ теме çук. Хваттер хуçисене хăйсен компанийĕсен ĕçĕ тивĕçтерет тĕк вĕсем коммуналлă пулăшупа тивĕçтерекенсемпе килĕшÿ тумасан та пултараççĕ. Ахăртнех, кунашкаллисем те сахалăнах пулмĕç. Çав вăхăтрах çĕнĕ йĕрке çине куçма та вăхăт кирлĕ. Çак тапхăрта управляющи компанисем малтанхи пекех ĕçлесе пырĕç. Çавна май вĕсен çак ĕç-хĕле пурнăçлама лицензи илмеллех. Паянхи указ çак тĕллевсене тĕп хурать те ĕнтĕ. Лицензи комиссийĕ вăл е ку компание нумай хваттерлĕ çуртсен управленийĕ тĕлĕшпе предприниматель ĕç-хĕлне туса пыма лицензи парассине е памалла маррине татса парать, квалификаци экзаменĕсене йышăнать, лицензи контролĕн мероприятийĕсене хутшăнать, çвăн пекех унăн лицензие пăрахăçлаттарма суда заявленипе тухма та ирĕк пур.
Александр ЮРКИН, Чăваш Республикин Патшалăх çурт-йĕр инспекцийĕн ертÿçин — тĕп патшалăх çурт-йĕр инспекторĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан:
— Республика Пуçлăхĕн паянхи указĕ яланхи лицензи комиссине ĕçĕ уççăнлăх, тĕрĕслĕх, саккунлăх çинче никĕсленессине тĕпе хурса йĕркелессине çирĕплетет. Йыша Чăваш Республикин патшалăх влаç органĕсен, ЧР Общество палатин, çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх сферинчи общество контролĕн «ЖКХ Контроль» наци центрĕн представителĕсем кĕреççĕ. Вĕсем пурте халăхшăн тăрăшакан тытăмсем, çавна май лицензи комиссийĕ республика çыннисен ырлăхĕшĕн тÿрĕ кăмăлпа ĕçлессе шанса тăратпăр. Кашни член кирек епле ыйтăва та хăй тĕллĕн, уççăнлăхпа тĕрĕслĕхе тĕпе хурса татса пама тивĕç.