Комментари хушас

5 Ака, 2018

Хăлат пек вăр-вар вĕсем — çамрăк каратистсем

«Пирĕн шкулта çакăн пек йĕрке: 1-4-мĕш классенче вĕренекенсен пурин те спортпа туслă пулмалла», — тренировка вăхăтĕнче калаçма кăмăл турĕ Шупашкарти 38-мĕш шкулта каратэ клубне ертсе пыракан Владимир Иванов. Ачасем каникулта та алă усса лармаççĕ, урамра йытă хăваламаççĕ. Владимир Васильевич вĕсене тĕнче шайĕнчи ăмăртăва каймашкăн хатĕрлетчĕ. Республикăра çĕнтернĕскерсем çитĕнÿ тар кăлармасăр пулмассине аван пĕлеççĕ. Тренер çирĕп ыйтни, тачă çыхăнура пулни вĕсене хавхалантарать те.

Клуба ашшĕ илсе пынă

«Коршун» каратэ клубĕ 2001 çулта йĕркеленнĕ. Коршун чăвашла — хăлат. Çак кайăкпа танлаштармах çуралнă клуб ячĕ. Хăлат та хурчка пек тапăнакан кайăк. Спортăн çак тĕсĕнчи хусканусем хăлат пек хăвăрт, вăр-вар пулмалла.
Каратэ клубне тĕрлĕ шкулти ачасем çÿреççĕ. Нумайăшĕ пуçламăш класранах килнĕ Владимир Васильевич патне.
— Пуçламăш класра вĕренме тытăнсан атте манран хăш секцие е кружока çÿреме кăмăл туртнине ыйтрĕ. Вăл тĕрлĕ кружок-секци сĕнсен каратэне суйларăм. Пĕрремĕш тренировкăра ыттисене пăхса лартăм, киле таврăннă чухне аттене кунта каятăпах терĕм. Унтанпа 10 çул хыçа юлчĕ. Ку клубран кайма пĕрре те шухăшламан. Пачах тепĕр май, ал-урана амантни пулсан та пуç усман, малаллах тапаланаттăм. Ума лартнă тĕллеве пурнăçлас килни йывăрлăхсене парăнтарма ялан хавхалантарать, — хăйĕнпе паллаштарчĕ тухăç кĕрешĕвĕсен енĕпе спорт мастерĕн кандидачĕ Шура Зверева. Нумаях пулмасть шкулпа сыв пуллашнăскер хулари пĕр техникумра вĕренет пулсан та каратэне пăрахмасть. Хĕр тренировкăсене сиктермесĕр хăйне аталантарать, ăмăртусене хутшăнать.

Кăмăлĕ хуçăлни çĕнтерме вăй хушнă

— Эпĕ малтан 38-мĕш шкулта 1-мĕш класра вĕренеттĕм. Юлташ каланипе «Коршун» клуб пирки пĕлтĕм. Аннепе атте çак секцие яма хирĕç пулмарĕç. 44-мĕш лицее куçсан та каратэне пăрахма шухăшламан. Лицейре математика класĕнче вĕренетĕп. Тĕрлĕ олимпиадăна хутшăнса малти вырăнсене йышăнатăп. Каратэ мана вĕренÿре кансĕрлемест. Тренировкăсене сиктермесĕр çÿреме тăрăшатăп. Нумаях пулмасть шăллăма Артема та илсе килтĕм кунта, — хавхаланса калаçрĕ Артур Портнов.
Артемпа Артур Портновсем клуб чысне хÿтĕлесе наградăна пĕрре мар тивĕçнĕ. Асли Федерацин Атăлçи округĕн шайĕнче иртнĕ ăмăртусенче 2 хут «бронза» призерĕ пулнă. Шăллĕ те юлмасть, Артуртан тĕслĕх илсе пырать. Кĕркунне вăл каратэ енĕпе Раççей кубокĕнче 2-мĕш вырăн йышăннă. Чемпион пулма кăшт кăна вăй çитереймен. Кăштах кăмăлсăрланнă арçын ача татах тăрăшма тĕллев тытнă. Çур çултан вара Раççей чемпионатĕнче çĕнтернĕ. Пиччĕшĕ секцие çÿренĕ чухне Артем садик хыççăн амăшĕпе ăна илме 38-мĕш шкула час-часах пынă. Çавăн чухнех вăл спортăн çак тĕсне юратнă. Артурпа Артем вĕренÿре те «4» тата «5» паллăсемпе ĕлкĕрсе пыраççĕ.

«Пушă вăхăт манăн çук»

Виктор Иванов çак шкулта 7-мĕш класра вĕренет. Вăл та пуçламăш класранпах «Коршун» клубра.
— Пĕррехинче уроксем хыççăн аннепе коридорти стендра каратэ клубне йыхравлакан пĕлтерÿ куртăмăр. Анне унта кайма сĕнсен килĕшрĕм. Вăл пĕрремĕш тренировка хыççăн манăн кăмăл мĕнлине ыйтрĕ, Владимир Васильевич патĕнче килĕшнине каларăм. Çавăнтанпа эпĕ кунта. Вĕренÿ ударникĕ. Пушă вăхăт манăн çук. Мĕншĕн тесен тренировкăсене сиктерместĕп. Тата искусствăсен шкулне 5-мĕш çул çÿретĕп, ÿкерме юрататăп, — каласа кăтартрĕ Виктор. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.