Комментари хушас

Пуш уйăхĕн 28-мĕшĕнче вырăссен паллă çыравçи Максим Горький çуралнăранпа 150 çул çитнине уявланă май Шупашкарти К.В.Иванов ячĕллĕ Литература музейĕнче ÿкерчĕксен конкурсĕн çĕнтерÿçисене чысларĕç. Унта хутшăнакансем ĕçĕсене Максим Горький хайлавĕсем тăрăх хатĕрленĕ. Вĕсемпе «Тантăш» хаçат иртнĕ номерсенче паллаштарнăччĕ.
Çĕнтерÿçĕсене Литература музейĕн ертÿçи Ирина Оленкина, «Хыпар» Издательство çурчĕн тĕп редакторĕн заместителĕ, ЧР Профессионал писателĕсен союзĕн ертÿçи Геннадий Максимов саламларĕç. Дипломпа чăваш кĕнекине тата «Тантăш» хаçата тивĕçнĕ ачасем питĕ кăмăллă пулчĕç.
Конкурса хутшăнмалли ĕçсене мĕнле хатĕрленĕ-ши?
— Марина Анатольевна вĕрентекен пире Максим Горькин юмахĕсем çинчен каласа панăччĕ, — терĕ Йĕпреç районĕнчи Чăваш Тимеш шкулĕнче 4-мĕш класра вĕренекен Валерия Раймова. — Конкурс валли эпĕ «Ухмах Йăван» юмаха суйларăм. Йăван алăк йăтнине ÿкерсе пĕрремĕш вырăна тухнăшăн питĕ савăнтăм.
Унсăр пуçне Валерия ытти конкурса та хастар хутшăнать. Нумаях пулмасть «Туслăх хĕлхемĕ» фестивальте «Чăваш наци апачĕ» номинацире çĕнтернĕ. Хĕр ача амăшĕпе пĕрле кукăль пĕçерме кăмăллать, çавăнпах ку темăпа калаçма ăна çăмăл пулнă. Малалла вулас...

Лариса ПЕТРОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.