Комментари хушас

4 Ака, 2018

Çурхи призыв пуçланчĕ

Ака уйăхĕн 1-мĕшĕнче çĕршывра çурхи призыв пуçланчĕ. Вăл утă уйăхĕн 15-мĕшĕччен пырать.

Çар ретне Раççейре 18-27 çулсенчи 128 пин çамрăк тăмалла. Çав шутра Чăваш Енрен — 1349 яш. Ку иртнĕ çулхинчен 10 процент сахалрах. Куçăн майпа вĕренекенсене, аспирантсене, чирлĕ тăванне пăхакана, арăмĕ ача кĕтекен çамрăка, 3 çула çитеймен сусăр ача пуррисене çар службине илессине каяраха хăвараççĕ. Ялта ĕçлесе пурăнакансене те ака-суха вăхăтĕнче, арçын учительсене, вăраха кайнă чир-чĕрпе аптăракансене, ытти категорири çынсене çара каясран вăхăтлăх хăтараççĕ.

Кăçалхи кăрлач уйăхĕ тĕлне Раççейре 1 млн та 14 пине яхăн çар çынни шутланать. Вĕсенчен ытларахăшĕ — службăра контракт мелĕпе тăракансем. РФ Оборона министерстви 2020 çулччен салтаксен, матроссен, сержантсен, старшинасен, контракт мелĕпе службăра тăракансен йышне 499,2 пин çынна çитересшĕн.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.