Диплом сутакан сайта хупнă
Пăрачкав районĕн прокуратури интернетра вырнаçтарнă информацие тишкернĕ чухне аслă пĕлÿ илнине ĕнентерекен дипломсене, аттестатсене тата ытти документа сутакан сайт тупнă. Унта кирек кам та кĕрейнĕ: регистрациленмелле мар, пароль ыйтмаççĕ.
«Информаципе информаци технологисем, вĕсене сыхласси пирки» федераци саккунĕ тăрăх, уголовлă е административлă майпа явап тыттарма пултаракан информацие вырнаçтарма юрамасть. Çакна шута илсе район прокурорĕ суда тавăç тăратнă. Çĕмĕрле районĕн сучĕ диплом сутни çинчен пĕлтерекен сайта хуптарнă.