Комментари хушас

3 Ака, 2018

Израильти госпитале çитнĕ

Пуш уйăхĕн вĕçĕнче Израильти çар госпиталĕнче кардиохирурги уйрăмĕнче ĕçлекен медицина сестрисен пĕтĕм тĕнчери съезчĕ иртнĕ.
Съезда Мускав, Краснодар, Чулхула, Пенза, Самар, Томск хулисенчи медицина ĕçченĕсем хутшăннă. Чăваш Енрен унта республикăри кардиологи диспансерĕн медсестри Анна Ильина кайнă. Анна Геннадьевна каланă тăрăх — съезд вăхăтĕнче вĕсем лекцисем итленĕ, практика занятийĕсенче пĕлĕве тарăнлатнă. «Кашни кун кăсăклă мероприятисем иртрĕç. Эпир çар госпиталĕпе тĕплĕн паллашрăмăр», — тенĕ ентеш. Пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятие хутшăнакансене çĕр айĕнче вырнаçнă госпиталь уйрăмах тĕлĕнтернĕ. Инкек-синкек пулсан е вăрçă тухсан ку медучреждени çĕр-çĕр пациента йышăнма пултарать.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.