Комментари хушас

30 Пуш, 2018

Чăваш Енре — яппунсен станокĕ!

Вăл усă панăшăн хăнасем питĕ савăнчĕç

Паян Японин Раççей Федерацийĕнчи чрезвычайлă тата полномочиллĕ посолĕ Тоехиса Кодзуки тата унти ĕçлĕ çынсен ушкăнĕ Шупашкарти «Чувашторгтехника» акционер обществине çитсе курчĕ.

Суту-илĕве йĕркелемелли, апат-çимĕç хатĕрлемелли тата упрамалли технологи рынокĕнче предприяти 60 çул ытла ăнăçлă ĕçлесе вун-вун тĕрлĕ продукци туса кăларать. 99 процентне Раççейре тата чикĕ леш енче сутать.

Европăри çĕршывсем пире санкци пĕлтернĕ хыççăн чылай предприятин производство калăпăшĕ тата укçа çаврăнăшĕ пĕчĕкленнĕ.

— Пирĕн ĕç кăтартăвĕсем начарланман, — пĕлтерчĕ Наиль Хайрутдинов генеральнăй директор. — Пачах тепĕр майлă — самай лайăхланчĕç. Çакна чи малтанах Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче тата ют патшалăхсенче çĕнĕ рынок шыраса тупнипе ăнлантаратăп.

Общество Японипе те çыхăнса ĕçлет. Сăмахран, тутăхман тимĕр листинчен апат пĕçермелли тĕрлĕ савăт калăпласа кăлармалли пресс-станок унта туннă. Вăл 5-6 çеккунтра 50 литр шыв кĕрекен хуран туса хучĕ. Хăнасем хăйсен оборудованийĕпе Чăваш Ен çыннисене, продукцие туянакан çĕршывсене усă панăшăн савăнсах алă çупрĕç. Предприятире ăсталакан таварпа тĕплĕн паллашрĕç.

CAP.RU порталти сăн ÿкерчĕк.

Рубрика: 
Теги: