Комментари хушас

30 Пуш, 2018

Пушарта хĕрарăм пурнăçĕ татăлнă

Паян 7 сехет тĕлĕнче Çĕнĕ Шупашкарти Коммунистсен урамĕнчи общежитире пушар тухнă. Иккĕмĕш хутра вырнаçнă хваттер тĕппипе çунса кайнă.

Шел те, кил хуçи инкекрен хăтăлайман — 65-ри хĕрарăм пурнăçĕ татăлнă. Пĕлĕшĕсем каланă тăрăх, вăл сусăр пулнă, вырăн çинчен тăрайман. Кÿршисем каланă тăрăх, хĕрарăм тăтăшах пирус туртнă. Пушар çав сăлтавпа тухма пултарнă. Халĕ çак версие тĕрĕслеççĕ.

Раççей МЧСĕн Чăваш Енри тĕп управленийĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăррăх, пушар вырăнне 3 техникăпа 1 автокартлашка çитнĕ. Çуртран 5 çынна эвакуациленĕ.

 

Рубрика: 
Теги: