«Ман халăх, ман Тăван çĕршыв!» ача-пăча пултарулăхĕн конкурсĕ
ЧНК вĕренÿ комитечĕ, «Хыпар» издательство çурчĕ И.Я. Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине халалласа «Ман халăх, ман Тăван çĕршыв!» регионсен хушшинчи ача-пăча пултарулăхĕн конкурсне пуçарнă.
Конкурс тĕллевĕ — чăваш чĕлхипе литературине, хутшăнупа пуплев культурин çыхăнăвĕсене аталантарасси, илемлĕхе туякан пултаруллă шкул ачисемпе çамрăксене тупса палăртасси, литературăпа тата ал ĕç ăсталăхĕпе кăсăкланма хавхалантарасси. Пултарулăх ăмăртăвĕ тăватă номинаципе иртет: чи лайăх сăвă; чи лайăх калав, очерк, тĕрленчĕк; чи лайăх пьеса; алăпа тунă чи лайăх япала.
Конкурс ака уйăхĕн 10-мĕшĕччен пырать. Комисси тĕрлĕ жанрпа чăвашла çырнă, компьютерпа пичетленĕ хайлавсене тата алăпа ăсталанă япаласене Чăваш наци конгресĕ йышăнать.