Комментари хушас

29 Пуш, 2018

Яппунсемпе чăвашсем пĕр чĕлхепе калаçаççĕ

«Яппунсем — ир тăракан халăх, паян Мускавран ирех вĕçсе тухнă - Шупашкара çитрĕç те…» - çапла каласа пуçларĕ Михаил Игнатьев ирхи кÿлĕм Правительство çуртĕнче Япони делегацийĕпе йĕркеленĕ тĕл пулăва. Ун шучĕпе, çак енĕпе кăна мар, ытти енĕпе те яппунсем чăвашсемпе питĕ пĕрешкел. Шăпах çакă Японипе Чăваш Ен ĕçтешлĕхĕшĕн çирĕп никĕс пулма тивĕç.

Делегацие республикăна Японин Раççейри Чрезвычайлă тата Полномочиллĕ Посолĕ Тоехиса Кодзуки ертсе килнĕ. Йышра — посольство ĕçченĕсем кăна мар, çак çĕршывăн тĕнчипе паллă компанийĕсен представителĕсем те. Хăшĕсем Чăваш Енре пирвайхи хут мар ĕнтĕ, посол вара — пуçласа. Тĕл пулăва ЧР Пуçлăхĕпе пĕрле Иван Моторин премьер, Правительство членĕсем, республикăри темиçе предприяти ертÿçисем, ыттисем хутшăнчĕç.

Чăваш çĕрĕ çинче саламланă май Михаил Игнатьев хăнасене республикăна килме май тупнăшăн тав турĕ. Михаил Васильевич 2016 çулта хăй Раççейĕн патшалăх делегацийĕн йышĕнче Японире пулнине аса илтерчĕ. Паян Чăваш Енре çак çĕршыв бизнесĕ йĕркеленĕ предприяти те пур ĕнтĕ — «Фуджикура Аутомотив РУС Шупашкар» ООО ăнăçлă аталанать, «Фольксваген» тата «Шкода» автомобильсем валли кабель çыххисем туса кăларать. Çавăн пекех пирĕн тата темиçе предприяти унти компанисемпе тачă çыхăну тытса ĕçлет. 

Чи кирли — яппунсен пирĕнпе ĕçлес кăмăлĕ пурри. Сăпайлă та кăмăллă çын пулни тÿрех курăнать — Кодзуки сан хăйĕн сăмахне Чăваш Ене килсе курни уншăн пысăк чыс пулнине палăртнинчен пуçларĕ, хăйне тата ĕçтешĕсене тарават йышăннăшăн тав турĕ. Шупашкар пирки ырă сăмах калама та манмарĕ: «Лайăх хула».

Посол Раççейпе, çав шутра Чăваш Енпе çирĕп çыăхнусем йĕркелемелли сакăр çул-йĕре палăртнине çирĕплетрĕ: çĕнĕ йышши технологисемпе хула строительствинчен пуçласа медицина таранах. Кунти предприятисенче пулса курасшăн, Чăваш Енпе çывăхрах паллашасшăн. Ачасен «Кванториум» технопаркĕ, тĕрĕ, сăра музейĕсем питĕ интереслентернине палăртрĕ. Хăй сăра ĕçме юратнине те пытармарĕ. 

Тĕл пулура яппунсем кунта тачă çыхăну йĕркелемелли ĕçтешсем тупас кăмăлпа килнине уççăнах палăртрĕç. Эпир — хаваспах: Михаил Игнатьев республика ку енĕпе уçă пулнине çирĕплетрĕ, влаç енчен пур енлĕ пулăшу пуласса шантарчĕ.

 

Рубрика: