Комментари хушас

27 Пуш, 2018

Сăлтавсăр çăхавсем çухату кÿреççĕ

Патшалăх Канашĕн паян ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннипе иртнĕ черетлĕ 18-мĕш сессийĕнче çут çанталăк пуянлăхĕпе усă курасси çинчен калакан саккуна улшăнусем кĕртессипе çыхăннă ыйту кĕтмен çĕртен хивре калаçу çуратрĕ тени те вырăнлă.

Улшăнăвĕсем пирки, тĕрĕссипе, вак-тĕвек кăна темелле. Анчах депутатсенчен пĕрне каяшсен ыйтăвĕ кулянтарать — Çĕрпÿ районĕнче вăрманта темле цехсем пур, карта тытнă, йытăпах сыхлаççĕ. Шалта вара темле флягăсем, хăшĕ-пĕринчен темле шăршлă хутăшсем юхса тухнă-мĕн. «Унта хими каяшĕсене турттараççĕ пулас, район администрацийĕнче вара çакăн пирки нимĕн те пĕлмеççĕ», — пăшăрханать депутат. «Сирĕн ыйтăвăра çырсах хутăм. Кун пирки информаци пур, анчах ăна тĕрĕслемелле — çавăн хыççăн тĕплĕ хурав парăпăр», — пĕлтерчĕ çут çанталăк министрĕ Александр Коршунов.

Анчах депутат лăпланмарĕ-ха — Тăвай районĕнче çĕр лаптăкне Мускав бизнесменне саккуна пăсса панă имĕш. «Хушша кĕресшĕн марччĕ…» — хăй ирĕксĕртен сăмах илнине палăртса трибуна умне ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Юрий Васильев тухрĕ. Сăмах шăпах вăл Тăвай райадминистрацийĕн пуçлăхĕ пулнă вăхăтра уйрăм харпăрлăха панă çĕр лаптăкĕ пирки пырать те — çавăнпа апла-капла калаçу ан пултăр тесе ыйтăва уçăмлатас терĕ ĕнтĕ. Çав лаптăка, «Победа» хуçалăхăн ял хуçалăх тĕллевлĕ çĕрĕ пулнăскере, 2007 çултах йĕркеленĕ. «Вăл пĕр 20 çул юхăнса усăсăр выртнă. Мускав бизнесменĕ вара унта инвестици проектне пурнăçланă — 70 миллион тенкĕ хывнă», — пĕлтерчĕ Юрий Егорович. Хайхи депутат вара унта та кунта çăхавсем çырса çав бизнесмена ĕçлеме чăрмантарать, акă мĕншĕн Администраци ертÿçи ăна питĕ вирлĕ сĕнÿ пачĕ: «Кĕçĕтмен вырăна ан хыçăр!»

Сăмах май, «кĕçĕтменнине хыçни» тепĕр чух республикăшăн пысăк çухатупа та çаврăнса тухать. Çакна çирĕплетекен тĕслĕх пирки шалти ĕçсен министрĕ Сергей Неяскин каласа пачĕ. Пĕлтĕр Мускав вăхăтлăх тытса чарнисене хупса усрамалли изоляторсене юсама Чăваш Ене 9 миллион тенкĕ панă — Çĕнĕ Шупашкарти изолятора юсанă. Кăçал та асăннă тĕллев валли укçа унтан кая мар пуласса кĕтнĕ. Анчах хайхи «хастар» депутат генпрокуратурăна Чăваш Ен ШĔМĕн изоляторĕсенчи условисем япăххине сăнлакан çыру шăрçаласа ăсатнă иккен. Мĕн тетĕр, çав çырăва илсе тишкернĕ хыççăн Мускав изоляторсене юсама Чăваш Ене памалли укçа виçине… чакарнă — 4 миллион тенкĕ кăна хăварнă.

Теги: