«Халăх хăй хутшăннă ĕçе ытларах хаклать»
Елчĕк районĕнчи Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхне 6 ял кĕрет, 1865 çын пурăнать. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Валерий Петров, ку должноçа суйлав пĕтĕмлетĕвĕсемпе 2012 çулта йышăннăскер, халăх пурнăçне лайăхлатас тата çăмăллатас тесе нумай тăрăшать. Ертÿçĕ çакнашкал ĕçсене вырăнти çынсене хăйсене те явăçтарма ăнтăлать.
Акă 2013 çулта Таяпа Энтри ялĕнчи Арманкас урамне вак чул сарса хытарнă, ятарлă программăпа усă курнă. Шел, бюджет укçи ĕçе вĕçлемешкĕн çитеймен. Урам вĕçне хытармасăр хăварас темен, халăхпа пуху ирттернĕ. Çынсем çав урамри 20 килтен 2-шер пин тенкĕ пуçтарма йышăннă. 1 хуçалăх ку ĕçе хутшăнма килĕшмен, паллах, вĕсене никам та ирĕксĕрлемен. «Укçа-тенкĕ пухас енĕпе ял старости Владимир Чудаков асли пулчĕ, ăна Иван Морозов депутат пулăшса пычĕ. Укçа хывнисене пурне те квитанци патăмăр. Ку нухратпа стройматериал туянтăмăр. Çул тăвакан организаци юлнă лаптăкшăн укçа илмерĕ, эпир ыйтнипе çеç ĕçе вĕçлеме килĕшрĕ. Унсăрăн техника ăçтан тупăттăмăр? Тепĕр самант: пĕр-пĕр çĕрте çул тусан çав адреспа вăхăт самаях иртмесĕр те тепĕр хут çаврăнса çитейместпĕр. Эпир никама та кÿренмелле ан пултăр тесе кашни çул пĕрер ялта çул тăвăпăр-юсăпăр тесе йышăнтăмăр. Таяпа Энтринчи урама пĕлтĕр вак чул сартăмăр, тепĕр 3 çул иртмесĕр унта ку енĕпе ĕçлеймĕпĕр. Эпир сарман /грунт/ çулсене юсамалли программăна пăхăнса /софинансировани мелĕпе/ ĕçлетпĕр. Ял тăрăхĕ çак тĕллевпе 150 пин тенкĕ уйăрчĕ тĕк - патшалăх тепĕр 250 пин тенкĕ хушса парать. Çавăнпа асăннă тĕллев валли кашни çулах нухрат тупма тăрăшатпăр, урамсенчи юхăнса кайнă вырăнсене чи малтан юсатпăр», - каласа кăтартать Валерий Владимирович.
Çак калаçăва ахальтен хускатмарăмăр. Хăшĕсем çул тумашкăн халăхран укçа пуçтарнăшăн кăмăлсăр иккен. «Хыпар» хаçат редакцине те çавăн пирки пĕлтерсе çыру çитрĕ. Чăн та, авторĕсем хăйсен ят-шывне палăртман, «Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕнчи çынсем» тенипех çырлахнă. Маларах асăнтăмăр ĕнтĕ, укçине çынсем хăйсен ирĕкĕпе панă, вĕсем çакна çирĕплетсе ятарлă журнала алă пуснă, квитанци илнĕ. Кăмăл çуккисем ку ĕçе хутшăнман. «Чылай çĕрте çак меслетпе усă кураççĕ. Пирĕн районти Аслă Елчĕкре, тĕслĕхрен, 5 çул çапла ĕçлеççĕ ĕнтĕ: çул сарма укçа çитмесен халăхран пуçтараççĕ. Вĕсем халĕ урамра тротуарсем тума пуçланă. Пысăк ĕçе патшалăх та, ял тăрăхĕ те, вырăнти граждансем те хутшăнни аван. Çынсем хăйсем хутшăннипе пурнăçланă ĕçе ытларах хаклаççĕ, хăйсен укçипе тунă çула ватса-çĕмĕрсе пĕтерме тăрăшмаççĕ, - калаçăва тăсать Валерий Петров. - Таяпа Энтринчех масар патне каймалли урамра çуркуннепе кĕркунне пылчăк çăрăлать, унта кĕрсе тухма та май çук. Хĕлле хырса-тасатса тăратпăр-ха ăна. Ку çула хытă сийлĕ тăвас тесе ятарлă нихăш программăна та хутшăнаймастпăр, çавăнпа ял пухăвĕнче çынсем хăйсен ирĕкĕпе кашни килтен 1 пиншер тенкĕ пуçтарма калаçса татăлчĕç, ку енĕпе икĕ уполномоченнăя суйларĕç. Укçа паракансем ведомоçа алă пусаççĕ, квитанци илеççĕ. Пĕлтĕр çулталăк вĕçĕнче 60 пинлĕх стройматериал туянтăмăр. Масар патне каймалли çула кăçал кĕске вăхăтрах сарса пĕтерес тетпĕр».
Пĕлтĕрех «Комсомольски-Елчĕк»-Кĕçĕн Таяпа» автоçула, юхăннăскерне, тĕпрен юсаса асфальт сарас ĕçе пуçăннă. 4,11 км тăршшĕскерне 2 çулта çĕнетсе пĕтермелле, çакăн валли 57 млн тенкĕ кирлĕ, укçине федераци бюджетĕнчен те уйăрнă. Автоçул сарлакăшне те пысăклатасшăн: 4,5 метртан 6 метра çитересшĕн - автобус маршручĕ уçмашкăн çакăнтан кая мар кирлĕ. Яка çул Кĕçĕн Таяпара тĕпленнисемшĕн çеç мар, çывăхри Каркалар, Петровка, Кĕçĕн Патреккел ялĕсенче пурăнакансемшĕн те меллĕ пулĕ. Автобус çÿреме пуçласан вĕсем те кирлĕ çĕре хăвăртрах çитĕç. Çăмăл машина, ытти техника хуçисем те савăнĕç паллах.
Çÿлерех асăннă çыру авторĕсем сулăм укçи пама, пушар хуралне тытса тăнăшăн çулталăкра 200 тенкĕ тÿлеме тивнĕшĕн те кăмăлсăр. Çакна палăртмалла: сулăм укçине /самообложение/ ытти ял тăрăхĕнче те пуçтараççĕ. Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕнче вăл 100 тенкĕ, юлашки 5 çулта ăна пĕрре те ÿстермен. «Ку укçана граждансен пухăвĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн пуçтаратпăр. Асăннă кĕмĕлпе йăлари хытă каяша, çÿп-çапа свалкăна турттарса тухма усă куратпăр. Çак енĕпе район центрĕнчи ЖКХ предприятийĕпе килĕшÿ тунă. Пĕлтĕр сулăм укçи 50400 тенкĕ пухăнчĕ. Çав шутран 45 пинĕ çÿп-çап турттармашкăн кайрĕ. 3 пин тенкĕпе Таяпа Энтринчи выльăх масарне, 2 пин тенкĕпе Кĕçĕн Таяпари кĕпере юсамашкăн усă куртăмăр. Урамри çутă хунарĕсене туянмашкăн 400 тенкĕ тăкакларăмăр», - ăнлантарать ял тăрăхĕн пуçлăхĕ. Паллах, халăх укçипе мĕн тĕллевпе усă курни пирки вăл çулталăк пуçламăшĕнче йĕркелекен граждансен пухăвĕнче отчет тунă вăхăтра та тĕплĕн каласа панă.
Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕ ирĕклĕ пушар хуралне тытса тăрать. Колхоз саланнă хыççăн вăл ял тăрăхĕн шутланать. Депо та пур, унти 2 специалист икĕ пушар машинипе инкек вырăнне туххăмрах çитме хатĕр. Ирĕклĕ пушарнăйсене патшалăх укçа тÿлемест, ял тăрăхĕ уйăхсерен 4,5 пиншер тенкĕ шалу парать. Унсăр пуçне машинăсем валли саппас пайсем, çунтармалли-сĕрмелли материал туянмалла, депора çутă çутнăшăн та тÿлемелле... Ирĕклĕ пушар хуралĕ валли халăхран пĕлтĕр пĕтĕмпе 104 пин ытла тенкĕ пухнă, ку нухратпа пĕтĕм тăкака саплаштармалла. Паллах, ытти чылай çĕрти пек колхоз саланнă тесе пушар хуралне пĕтерме те пулать, çапах вăл пурри ял çыннисемшĕнех лайăх-çке. Вут-кăвар кирек камăн килĕнче те алхасма, 200 тенкĕлĕх /çулталăкра кашни килтен шăп çавăн чухлĕ пуçтараççĕ/ çеç мар, 200-300 пин тенкĕлĕх тăкак кÿме пултарать. Этем пурнăçĕн хакне вара нимĕнле виçепе те палăртаймăн. Ирĕклĕ пушар хуралĕ юнашарах тăк вăл вут-кăвара малтанхи тапхăртах лăплантарать, ăна вăй илсе алхасма памасть. Валерий Петров унти специалистсем опытлă пулнине палăртрĕ. Акă Вениамин Сергеев колхозра хăрушсăрлăх техники енĕпе ĕçлекен инженер пулнă, халĕ - ирĕклĕ пушарнăй. «Питĕ шанчăклă çын, ыттисене кирек хăш вăхăтра та пулăшма хатĕр», - терĕ ун пирки Валерий Владимирович.
Материала пичете хатĕрленĕ вăхăтра савăнăçлă хыпар пĕлтĕмĕр: Вениамин Сергеева служба тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн Раççей МЧСĕн «Василий Чуйков маршал» асăну медалĕпе наградăланă. Апла тăк Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕнче пурăнакансен хăйсен территорийĕнче ирĕклĕ пушар хуралĕ пурришĕн, унта чăн-чăн ăстасем тăрăшнăшăн хĕпĕртемелле.
«Хытă сийлĕ çулсем туни те, пушар хуралне тытса тăни те - йăлтах пирĕншĕн, ял çыннисемшĕн вĕт. Пурнăç условийĕсене лайăхлатасси пирĕнтен хамăртан та килет. Акă Кĕçĕн Таяпа ялĕнче масар патне каймалли çул та йĕпе-сапа çанталăкра çăрăлать, машинăпа кĕме çук. Эпир шăпах çав урамра пурăнатпăр. Ăна чул сармашкăн бюджет укçи çитмесен эпир çакăн валли хамăр та кĕмĕл пуçтарма хирĕç мар. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Валерий Петров халăх пурнăçне май килнĕ таран лайăхлатма тăрăшать. Тĕслĕхрен, унăн пуçарăвĕпе Кĕçĕн Патреккел ялĕнче çăл куçа хăтлăлатрĕç, юнашарах шыва кĕмелли вырăн турĕç», - шухăшне пĕлтерчĕ Кĕçĕн Таяпа ялĕнче пурăнакан Алина Витальевна Петрова.
Ырă тепĕр ĕç пирки те асăнса хăварар. Каркаларта пĕве е кÿлĕ çукки тĕрлĕ йывăрлăх кăларса тăратнă. Ял çывăхĕнче Çарăмсан шывĕ юхать-ха, анчах çуллахи вăхăтра вăл та типсе ларать. Çакна шута илсех ял тăрăхĕн администрацийĕ Андрей Севриковпа, хресчен /фермер/ хуçалăхĕн ертÿçипе, унта пĕлтĕр плотина тума пуçланă. 2013 çултах çуртсене пĕр çĕререх компактлăн лартассипе çыхăннă конкурсра çĕнтерсе Таяпа Энтри ялĕнчи культура çуртĕнче 1 млн тенкĕлĕх тĕплĕ юсав ирттерме май килнĕ. Кăçал Кĕçĕн Таяпара çĕнĕ фельдшер-акушер пункчĕ тăвас енĕпе документсем хатĕрлеме пуçланă, кивви ытла юхăнса кайнă, çавăнпа хальхи вăхăт ыйтнине тивĕçтерекенни кирлех. Унсăр пуçне территорисене тирпей-илем кĕртес, хăтлăлатас енĕпе те малалла ĕçлесшĕн. Ял тăрăхĕн администрацийĕ халăх пуçарăвĕсене çул пама, вĕсен ĕмĕт-тĕллевне пурнăçа кĕртмешкĕн пулăшма яланах хатĕр.