Комментари хушас

26 Пуш, 2018

Çурт-йĕр строительстви пулăшу кĕтет

Республика Пуçлăхĕ ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен планеркăра ку хутĕнче Чăваш Енĕн кăрлач-нарăс уйăхĕсенчи социаллă пурнăçпа экономика аталăнăвне пĕтĕмлетесси тĕп ыйту пулчĕ. Анчах кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусене тишкериччен Михаил Игнатьев чылай темăна çĕклерĕ — тивĕçлĕ хушусем пачĕ.

Михаил Бабич полпред çак кунсенче ирттернĕ канашлура пурăнмалли çурт-йĕр строительствин ыйтăвĕсене тишкернĕ. Михаил Васильевич строительсем, хваттер туянас кăмăллă çынсем валли лайăх условисем йĕркелес тĕлĕшпе мерăсем палăртма хушрĕ. Пĕлтĕр ипотека кредичĕсемпе усă курасси республикăра самай пысăкланнă, кредитсен вăтам ставки 11% танлашнă. Çак виçе регион ертÿçине тивĕçтермест. Президент та ипотека виçине 7-8% шайне антармаллине пусăм тусах çирĕплетнине кура ку енĕпе улшăнусем кирли куç кĕрет — тивĕçлĕ инструментсене тупмалла.

Хваттер туянма пая кĕнисем вăхăтра пурăнмалли кĕтеслĕ пулайманни пирки те сăмах пулчĕ. Киревсĕр тĕслĕхсенчен сыхланма çĕршыв шайĕнче çурт-йĕр страхованийĕн институтне туса хунăччĕ, анчах вăл шанăçа тÿрре кăлармарĕ. «Страхлакан фирмăсем укçа пухнă та — арканнă, çынсен çухатăвне саплаштарман», — терĕ вăл. Паян патшалăхăн компенсаци фондне йĕркелес ĕç пырать. Унта укçа хывмалли тарифа кашни регион хăй çирĕплетĕ. Пирĕн те унăн виçине палăртас ыйтăва татса памалла.

Хваттер илейменнисене пулăшас тĕллевпе Мускав усă курма сĕнекен мелсен шутĕнче — предпринимательсене федераци харпăрлăхĕнчи çĕр лаптăкĕсене строительство валли парасси. Çакăншăн вĕсен вăхăтра хута ярайман çуртсене туянмалла, вĕсене туса пĕтерсе çынсене пурăнмалли лаптăкпа тивĕçтермелле. Михаил Игнатьев çавнашкал çĕр лаптăкĕсем Шупашкарта та пуррине аса илтерчĕ, калăпăр, Гремячево таврашĕнче, çавăнпа та ку ыйтупа та çине тăрса ĕçлемелле.

Теги: