Комментари хушас

26 Пуш, 2018

Илемлĕ, илемлĕ чăваш юрри юрлама пĕлсен кăна…

Пуш уйăхĕн 23-мĕшĕнче Шупашкарта çамрăк юрăçсем юрлас ăсталăха кăратас енĕпе тупăшрĕç: Культурăпа ÿнер искусствисен институтĕнче Тĕнчери чăваш эстрада юррисен XIX «Кĕмĕл сасă — 2018» фестиваль-конкурсĕ иртрĕ.

Пултарулăх тупăшăвне вăтăр ытла çамрăк хутшăнчĕ. Вĕсем Чăваш Ен тĕп хулине Чăваш, Тутар, Пушкăрт республикисенчен, Мурманск, Пенза, Оренбург, Тюмень, Иркутск хулисемпе облаçĕсенчен килнĕ. Вĕсем халăхра анлă сарăлнă юрăсене те, çĕннисене те шăрантарчĕç.

Камсем-ха вĕсем «Кĕмĕл сасă — 2018» çĕнтерÿçисем? Пултарулăх ушкăнĕсен хушшинчи тупăшура Шупашкар районĕнчи «Ентеш» дуэт /Анастасия Николаева, Марина Павлова/ 3-мĕш вырăн йышăнчĕ. Оренбург облаçĕнчи Грачевски районĕнчен килнĕ «Нарспи» ушкăн /Оксана Таляева, Василина Трофимова/ 2-мĕш вырăна тухрĕ. Çĕнтерÿçĕ — Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищин «Ăраскал» ансамблĕ /Дарья Макарова, Александра Кошкина/.

Уйрăм юрлакан юрăçсем хушшинче «Куракансем килĕштернĕ юрăç» ята Пенза облаçĕн пики Татьяна Штурмина тивĕçрĕ. Хĕрлĕ Чутай хĕрĕ Татьяна Ефремова «Чи çепĕç сасăллă юрăç» пулса тăчĕ. «Хăйне евĕр ăста юрлакан юрăç» — Мурманскран килнĕ Дина Агеева. Дипломант ятне Пенза облаçĕнчи Виктория Серафимова тата Тюмень хулинчи Ксения Маслова тивĕçрĕç.

Виççĕмĕш вырăна виçĕн — Самар хулинчи Ольга Сурикова, Муркаш каччи Евгений Тимофеев тата Элĕк хĕрĕ Людмила Засыпкина — пайларĕç. Иккĕмĕш вырăна конкурса Питĕр хулинчен хутшăннă Наталья Васильева тухрĕ. Сумлă пĕрремĕш вырăна Тутар Республикинчи Аксу районĕнчен килнĕ Вера Кожеманова тивĕçрĕ. Гран-прие Шупашкарти И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче вĕренекен Екатерина Мурайкина çĕнсе илчĕ. Ăна фестивалĕн тĕп спонсорĕ Павел Вязов 20 пинлĕх профессиллĕ микрофон парнелесе чысларĕ. Çавăн пекех конкурса хутшăннă çамрăк юрăçсене пурне те парнесемпе, дипломсемпе хавхалантарчĕç.

Зоя ЯКОВЛЕВА сăн ÿкерчĕкĕсем.

Рубрика: