Пăрăмсем тăнăçлăха ан хавшатчăр
Владимир Путина Президента суйларăмăр, халь вăл лартнă тĕллевсене пурнăçлас енĕпе çине тăрса ĕçлемелле. Çапларах пулчĕ республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев паян право хуралĕн органĕсен ертÿçисен координаци канашлăвĕн ЧР прокуратуринче иртнĕ анлă ларăвĕнче сăмах илнĕ май палăртнă шухăш.
Президент лартнă тĕллевсене пурнăçлас тĕлĕшпе, иккĕленмест Михаил Васильевич, право хуралĕн органĕсен пĕлтерĕшĕ чăннипех пысăк: халăх хăрушсăрлăха туйтăр, бизнес чăрмавсăр ĕçлетĕр, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелетĕр…
Ларăвăн кун йĕркинчи тĕп ыйту та çынсен тупăшĕпе тÿрремĕнех çыхăннă — ĕç укçине вăхăтра тата туллин тÿлессине тивĕçтересси. Василий Пословский прокурор пĕлтĕр шалу парăмне 66 миллионран 16 миллион тенкĕ таран чакарма пултарнине палăртрĕ. Анчах парăм виçи татах ÿсни курăнать. Паян 22 предприяти хăйсен ĕçченĕсене 89 миллион тенкĕ ытла тÿлесе татман. Çав шутра 72 миллиона яхăн тенкĕ — 14 панкрут-предприятин. Чăвашавтотранспа Шупашкарти 1-мĕш типографи парăмĕсем уйрăмах пысăк — 31 миллион тенкĕ ытла.
Прокурор заместителĕ Александр Григорьев çынсен тупăшĕпе çыхăннă ыйту республикăри тăнăçлăх никĕсĕнче пулнине палăртнă май ĕç укçин парăмĕсене татасси тăсăлса кайни, ĕç кал-кал пыманни çинчен уççăнах каларĕ. Шупашкарти районсен, Çĕнĕ Шупшкар, Улатăр прокурорĕсене ку енĕпе çирĕп пулманшăн сăмах тиврĕ — парăмсен пысăк пайĕ шăпах çак хуласенче капланнă. Чылайăшĕн çынсене ĕçшĕн тÿлеме укçа пур, анчах енчĕке çÿхетме васкамаççĕ.
Ахальтен мар ĕнтĕ пысăк, çĕр-çĕр çын ĕçлекен предприятисен ертÿçисем тĕлĕшпе те ĕç укçи тÿлеменшĕн уголовлă ĕçсем пуçарма тивнĕ. Çав шутра — «Чăваш бройлерĕ», «Юрма», Улатăрти пĕчĕк температурăллă холодильниксен завочĕ, ыттисем.
Патшалăх ĕçлев инспекцийĕн ертÿçин заместителĕ Раиса Павлова та ыйту çивĕчлĕхне çирĕплетрĕ.
Ларура прокуратурăпа полици, Следстви комитечĕ, Суд приставĕсен служби, ытти тытăм алла-аллăн ĕçлемелли мерăсене палăртрĕç. Вĕсем çынсен ĕçшĕн вăхăтра тата туллин укçа илмелли правине хÿтĕлеме кирлĕ.