Комментари хушас

22 Пуш, 2018

Ачана çăлавçăсем пулăшнă

Пуш уйăхĕн 21-мĕшĕнче 16 сехетре çăлав службине пулăшу ыйтса шăнкăрав çитнĕ. Ача чукун батарея хушшине урине чикнĕ те туртса кăларайман. Инкек Шупашкарти Университет урамĕнче пулса иртнĕ.

ЧР Шыравпа çăлав службинче пĕлтернĕ тăрăх, çăлавçăсем пăтăрмаха çакланнă ачана пулăшма васканă. Хайхискерсем ăна ятарлă хатĕрсен пулăшăвĕсĕрех çăлнă. «Вĕсем унăн меллештерсе çавăрса кăларнă», — пĕлтереççĕ ведомствăра.

 

Рубрика: 
Теги: