Комментари хушас

Ĕçрен кайнă пенсионерсене страховани пенсийĕн индексацине тÿлемелли йĕркене çĕнĕлĕх кĕртнĕ терĕç. Кун пирки тĕплĕнрех ăнлантарса пама ыйтатăп.

Е.ЕГОРОВА, Шупашкар районĕ.

РФ Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕ пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕнче страховани пенсийĕ тÿлемелли çĕнĕ йĕрке вăя кĕнĕ. Пенсионерсене халĕ пенсие индексаципе пĕрле вĕсем ĕçлеме пăрахнă хыççăнхи уйăхăн 1-мĕш числинченех тÿлеме тытăнаççĕ. 2016 çултанпа вĕсем ватлăх укçине инфляцие тĕпе хурса палăртнă хушăмсăр илсе тăнă.
Тивĕçлĕ канăва тухнă çынсем производствăра вăй хунине страховательсем Пенси фондне панă отчетсене тĕпе хурса уйăхсерен çирĕплетеççĕ.
Пенсин индексациленĕ виçине пенсионера вăл ĕçрен кайнă хыççăн, малтанхи виççĕшĕшĕн хушса тÿлесе, тăваттăмĕш уйăхра параççĕ. Ĕçпе тивĕçтерекен çитернĕ кăтартусене йышăнса тишкерме тата тÿлев докуменчĕсене хатĕрлеме шăпах виçĕ уйăх кирлĕ. Саккуна улшăнусем кĕртиччен страховани пенсийĕпе ĕçрен кайнă хыççăн виçĕ уйăх индексацие шута илмесĕр тÿлени çакăнпа çыхăннă ĕнтĕ.
Асра тытăр: енчен те пенсионер 2017 çулхи раштав уй-ăхĕнче ĕçе вырнаçнă хыççăн кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕнче индексацие тивĕçнĕ тĕк, вăл производствăна хутшăннине çирĕплетекен кăтарту пенси органне çитсен пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пенси виçине саккунпа килĕшÿллĕн шайлаштарса хушăма тĕпе хумасăр пама пуçлаççĕ.
Сăмах май, Чăваш Республикинче 2018 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне пенси илсе тăракан 343 пин çынран 71686-шĕ ĕçлеме пăрахман-ха.
 

Валентина СМИРНОВА.
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.