Комментари хушас

18 Пуш, 2018

Чăваш Ен Пуçлăхĕ РФ Президент суйлавне çемйипе кайнă

Паян пирĕн республикăра пурăнакансем те паян çĕршыв ертÿçин суйлавне хутшăнаççĕ. Сасăлав участокне Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев мăшăрĕпе Лариса Юрьевнăпа тата ывăлĕпе Иванпа кайнă. Вĕсем Шупашкарти Петĕр Хусанкай ячĕллĕ Культура керменĕнче йĕркеленĕ участокра сасăланă.

"Раҫҫейре паян чăн-чăн уяв.  Эпир çĕршывăн Президентне суйлатпăр.  Вăйлă аталанакан Раҫҫейшĕн, ҫĕршывшăн, ачасен пуласлăхĕшĕн сасăларăм",  —  тенĕ  Михаил Васильевич журналистсен ыйтăвне хуравланă май.

Çĕршыв шăпишĕн яваплăха туйса суйлава пыракан мĕнпур çынна вăл тав тунине палăртнă.