Комментари хушас

16 Пуш, 2018

Паян Шупашкарта «Тĕнче — пирĕн алăра» ачасемпе çамрăксен конференцийĕ иртрĕ

Пуш уйăхĕн 16-мĕшĕнче пушар хăрушсăрлăхĕпе Пĕтĕм Раççейри конкурсăн «Тĕнче — пирĕн алăра» ачасемпе çамрăксен наукăпа практика конференцийĕн республикăри тапхăрĕ иртрĕ. Районта çĕнтернĕ вĕренекенсем паян Чăваш наци музейне пухăнчĕç. Конкурса Ырă тăвакансен çулталăкне, Раççейри чрезвычайлă лару-тăрусен министерствин хăрушсăрлăх культурин çулталăкне, Совет пушар хуралĕ 100 çул тултарнине халалланă.

Жюри членĕсем: Чăваш Республикири чрезвычайлă лару-тăрусен министерствин хыпарпа тивĕçтерес уйрăмĕн ертÿçи Ольга Нягина, Шупашкари 2-мĕш вĕрентÿ центрĕн психологĕ Татьяна Баранова, Чăваш Енри чрезвычайлă лару-тăрусен министерствин Пуçлăхĕн çумĕ Александр Игнатьев, Пĕтĕм Раççейри ирĕклĕ пушар хуралĕн социаллă ĕçĕн председателĕн çумĕ Галина Кулагина.

Конкурса уçма МЧС тĕп управленийĕн Пуçлăхĕн çумĕ Юрий Антонов, Республикăри ВДПО совечĕн председателĕ Светлана Сергеева, Чăваш наци музейĕн директорĕ Ирина Меньшикова килнĕ. Вĕсем ачасене ăшă сăмахсемпе хавхалантарчĕç, «Нектарин» ташă ушкăнĕ илемлĕ ташă парнелерĕ. Конференцире Улатăр, Шупашкар, Çĕмĕрле, Сĕнтĕрвăрри, Çĕрпÿ, Куславкка, Канаш, Пăрачкав районĕсенчен килнĕ шкул ачисем тĕпчев ĕçĕсемпе паллаштарчĕç. Маттурскерсенчен нумайăшĕ ÿссен пушар хуралĕн ĕçченĕ пулма ĕмĕтленет иккен.

Ăс уявĕ тесе палăртрĕç паянхи конкурса. Чăнах та çапла. Ачасем çав тери ăслă та пултаруллă. Ахальтен мар вĕсем муниципаллă тапхăрта мала тухма пултарнă. Кашнин тĕпчев ĕçĕ палăрăмлă.

Конференцири çĕнтерÿçĕсем пуш уйăхĕн 26-27-мĕшĕсенче Атăлçи тата Урал тăрăхĕнчи наукăпа практика конференцийĕне хутшăнĕç.

Рубрика: