Комментари хушас

Укçа енне шапа та аллине тăсать тенĕ. Право хуралĕнче вăй хуракан çын та укçа курсан чă-тайман, саккуна пăссах преступниксене хÿтĕлеме тытăннă.
2017 çулхи çурла уйăхĕнче Иванов /хушаматне улăштарнă\ право органне çитнĕ çăхава — Шупашкарти Мичман Павлов урамĕнчи пĕр çуртра астармăш вăйă йĕркеленине — тĕпчеме тытăннă. Чăн та, çăхавра çырни тĕрĕсех пулнă. Саккуна пăсни куç умĕнчех темелле. Йĕрке хуралçи вăрттăн бизнес çулне пÿлес, вăйă автомачĕсене туртса илес, хуçисене явап тыттарма ĕç пуçарас вырăнне вĕсене пулăшнă темелле. Ара, бизнесменсем пĕлĕшĕсем пулсан мĕнле ура хурăн?
Йĕркесĕрлĕх вара ăнсăртран çиеле тухнă. Право органĕнче вăй хуракансем пĕрле тĕрĕслеве тухсан хайхи пайтаçăсем те капкăна çакланнă. Тĕпчевре Шупашкарта пурăнакан 4 çынна уголовлă майпа явап тыттарма ĕç пуçарнă. Çав шутра çÿлерех асăннă 47 çулти бизнесмен-преступника та.
Ĕçе тишкернĕ май çакă палăрнă. 2017 çулхи çу уйăхĕнче юлташсем Шупашкарта тăватă çĕрте астармăш вăйăсен салонне уçнă. Çавна май саккуна пăсса 6,5 млн тенкĕ тупăш "хăйпăтнă". Вăйă автомачĕсене тытса илнĕ. Преступниксене айăплама ĕç пуçарнă.

Л. АЛА хатĕрленĕ.
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.