Комментари хушас

13 Пуш, 2018

Тăван тавралăхшăн пăшăрханать

Вăрнар районĕнчи Ершепуç ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ А.Максимов тăван тавралăх илемĕшĕн тăрăшмасть, экологие хирĕçле ĕçсем тăвать.

Ун пирки экологи сăтăрçи тесе шухăшлатăп. Акă, сăмахран, администраци пуçлăхĕнче ĕçлеме пуçласанах Хураçырма ялĕнчи ФАП çывăхĕнче ÿсекен пилĕк йăмрана йăвантарттарчĕ. Çавăн пекех масар тавра хÿтлĕх тума лартнă йывăçсене субботник тусах кастарчĕ. Хăрнисен вырăнне шăтса тухнă çамрăк йывăçсене те тасаттарчĕ, тавралăха çап-çара туса хăварчĕ. Йывăç лартма та чарать вăл.
Хам эпĕ çут çанталăка юратма, уншăн чуна парса тăрăшмах çуралнă пулĕ. Мĕн ачаран тавралăхпа киленме кăмăллатăп. Хам ĕмĕрте сахал мар йывăç лартнă. Халĕ те, 80 çула çитрĕм пулин те, ку ĕç-хĕле пăрахмастăп. Çулсерен çĕр-çĕр тĕп йывăç-тĕм лартатăп, вĕсене пăхса-тирпейлесе тăратăп. 7-8 çул каялла ял вĕçĕнчи çырмара, çăл куçсем тапраннă вырăнта, пĕчĕк вăрман ÿстерме пуçларăм. Халĕ унта 2 пин ытла тĕм ÿсет. Тата та лартасшăн-ха.

Эпĕ çут çанталăка юратман, экологи тасалăхĕшĕн тăрăшман, ăна сиен кÿрекен çынсене — вăл камне пăхмасăр — пурне те сивлетĕп. Ахаль çынсем мар, çак ĕç-хĕлшĕн яваплă чиновниксем тăван тавралăха хÿтĕлеме тăрăшманни уйрăмах пăшăрхантарать, чуна ыраттарать…

Анатолий АЛЕКСЕЕВ.
Вăрнар районĕ, Хураçырма ялĕ
.
 

Ершепуç ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕшĕн Александр Максимовшăн çырура çырса кăтартни çĕнĕлĕх тата кĕтменлĕх пулмарĕ.
— Мана Анатолий Алексеевич мĕншĕн айăпланине лайăх пĕлетĕп. Кун пирки унпа темиçе хутчен те калаçнă, — терĕ Александр Нестерович телефонпа. — Тепĕр хут çирĕплететĕп: эпĕ экологие хирĕçле нимĕнле усал ĕç те тумастăп. Пĕр йывăçа та халăхпа калаçмасăр кастарман. ФАП çывăхĕнчи йăмрасене те çынсем ыйтнипе йăвантартăмăр. Ватăскерсем çил-тăвăллă çанталăкра хуçăлса анас, кама та пулин инкек кÿрес хăрушлăх питĕ пысăкчĕ. Вĕсене касмалли çинчен ял-йыш та, фельдшер пунктĕнче ĕçлекенсем те пĕрре мар каланă.
Масар пирки сăмах хускатнăран… Таса, тирпейлĕ, ирĕклĕ çăва çине кĕрсе тухма кăмăллă мар-и вара? Чăнах та, халăхпа унта вил тăприсене хупласа, çулсене пÿлсе тăракан ватă йывăçсене касрăмăр, тасатрăмăр. Çамрăк хунавсене каснă тенĕрен… Вĕсем — хăйсем тĕллĕн шăтса тухнă Америка вĕренисем, масар çумĕнчи лаптăка çеç мар, уй-хире те ярса илнĕскерсем. Çак йывăçсемпе ял хуçалăх предприятийĕн ĕçченĕсем те çулсерен «çапăçаççĕ».
Никама та йывăç лартма чармастăп. Тархасшăн! Анчах пĕр вырăна кăна лартмалла мар вĕсене. Анатолий Алексеевича темиçе те каланă: «Пĕлтер, ăçта ытларах йывăç ÿстермелле?» Анчах вăл вĕçĕмсĕр хăй темиçе çул каялла йывăç лартма пуçланă çырма пирки сăмах хускатать. «Унти йывăçсем ÿсчĕр-ха пĕр тăватă-пилĕк çул. Йăл илейменнисем вырăнне вара çĕннисене лартăпăр», — тенине шута илмест.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.