Комментари хушас

7 Пуш, 2018

Çутă кÿлĕ

Хамăр тăрăхри кÿлĕ пирки вулакансене те çырса пĕлтерес терĕм. Вăл калăпăшĕпе пысăках мар пулсан та /6 га/ Чăваш Енре чи тарăнни /14,2 м/ шутланать. Ял çамрăкĕсем виçсе пăхнă тăрăх, унта 18 м ытла тарăнăш вырăнсем те пур. Ăна çын алтса пĕвелемен, вăл хăй тĕллĕн пулнă. Кÿлле ниçтан та шыв юхса пымасть. Тĕпĕнчен çăл куçсем тапса тăнипе типмест. Çавăн пиркиех шывĕ тăрă та сивĕ.
Маларах кÿлĕ пулăпа пуянччĕ. Халĕ уланкă ĕрченĕ пирки вĕсен йышĕ чакрĕ. Пĕр вунă çул каялла 12-13 кг таякан карпсем те тытатчĕç унта.
Кÿлĕ питĕ илемлĕ вырăнта вырнаçнă. Кăнтăр енче — хурăнлăх, çурçĕр тĕлĕнче — улма-çырла сачĕ. Унтах культура çурчĕ, лавкка, фельдшерпа акушер пункчĕ, шкул. Шел те, хальхи вăхăтра клубпа вĕренÿ çурчĕ хупăннă ĕнтĕ.
Кÿлле истори палăкĕ шутне кĕртнĕ пулин те унăн шăпи пирки шухăшлакан çукпа пĕрех. Çуркунне татса каять. Çавна май çыранта шыв сахалланать. Ăна бетонпа пĕвелесен аван пулмалла та. Анчах вăл никама та кирлĕ мар. Ял тăрăхĕн укçа çук, хуçалăх саланчĕ. Пуçлăхсем те кăсăкланмаççĕ унпа. 6 га лаптăкра ешерекен сад та пĕтсе пырать. Мĕншĕн тесен ăна пăхса тăма хуçа çук. Çак ĕçсене йĕркелесе пыма мал ĕмĕтлĕ çын тупăнсан тем пекехчĕ. Пĕлсе ĕçлесен кунта пысăк тупăш та илме пулать.
Кÿлĕ пирки халапсем те нумай. Вăл тĕпĕнчен Атăлпа çыхăннă имĕш. Ĕлĕк-авал унта суха пуç кÿлнĕ лаша путнă пулать. Вĕсене вара Атăлта тупнă теççĕ.
Маларах та, халĕ те нумай вăхăт хушши çумăр çумасан ял халăхĕ кÿлĕ хĕрринче пăтă пĕçерсе чÿк тăвать, Турăран тархасласа ыйтать. Çак ăнлавра тĕрĕслĕх те пур-тăр. Эпĕ хам ача чухнехине астăватăп: пăтă пĕçерсе чÿкленĕ вăхăтра çумăр çума пуçлатчĕ.
Мĕн авалтанах унта хĕрарăмăн шыва кĕме юраман. Вăл шыва кĕрсен питĕ вăйлă пăр çуса ÿсен-тăрана çапса, хуçса пĕтерет. Ĕлĕкрех хĕрарăмсем унта ура та çуман, пит-куçне çеç йĕпетнĕ. Çавăн пекех кĕпе-йĕм çума та юраман. Халĕ ватă çынсем вăрçнине пăхмасăрах çамрăксем ку йăла-йĕркене пăхăнсах каймаççĕ.
Тепĕр кăсăклă пулăмпа палăрса тăрать кÿлĕ: халиччен унта хамăр ялтан пĕр çын та путса вилмен, ют ялтан вара — путнă.
Ĕлĕк пирĕн ял Анчăккасси ятлă пулнă. Çак кÿлле пула каярах ăна Çуткÿл теме пуçланă.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.