Комментари хушас

7 Пуш, 2018

Çиччĕ виçсе пĕрре касать

«Хĕрарăмăн çÿçĕ вăрăм, ăсĕ кĕске», — тенĕ авалтан. Паянхи кун ун пирки апла калаймăн. Хĕрарăм халĕ арçынпа тан тĕнче уçлăхне вĕçет, предприяти-организацие ертсе пырать, вăйлă техникăна алла илет. Çав вăхăтрах вăл юратнă анне, ăш пиллĕ кил хуçи, савнă мăшăр.
Маларах илсе кăтартнă ăнлава республикăри паллă хĕрарăмсем паян епле йышăнаççĕ-ши? Çулсем иртнĕçемĕн хĕрарăм хастарлăхĕ, пултарулăхĕ вăйланса пыни палăратех.

Лариса ПЕТРОВА, Шăмăршă районĕнчи Анат Чаткас ял тăрăхĕн пуçлăхĕ:
— Хĕрарăма пурнăç хăй хистет вăйлăрах пулма. Чăн та, çулсем иртнĕçемĕн вăл çирĕпленсе, аталанса пыни куç кĕрет. Паян хĕрарăм кăмака умĕнче тапăртатса тăмасть, арçынпа тан машинăпа çÿрет, кирлĕ пулсан — самолет штурвалне те тытать.
Районти ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен хушшинче эпĕ пĕчченех, ыттисем арçынсем. Çавна май хама хĕрарăм пек туйма манатăп тепĕр чух. Арçынсен хушшинче ĕçлесе ĕмĕр иртрĕ.
Арçын вăл — ача евĕр. Тепĕр чухне ушкăнпа пĕрле ларса калаçмалли, уявламалли самантсем пулаççĕ. Вĕсем мана анне вырăнĕнче туяççĕ. Сăмахран, уявра мĕн туянмалли пирки канашлаççĕ. Çакă мана савăнтарать паллах.
Елизавета ХРИСАНФОВА, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистки:
— Ĕлĕк хĕрарăма питех хисеплемен, çĕр те паман. Юрать, халĕ çав вăхăтсем иртсе кайрĕç. Çулсем иртнĕçемĕн хĕрарăм хăй те вăйланса аталанчĕ. Халĕ вăл арçын ĕçне те пурнăçлама пултарать. Чăн та, ăс-пуçран та катăк мар. Çавна май арçынсем те сумлама пуçларĕç. Ĕçре те, килте те эпир яланах хисепре.
Улькка ЭЛЬМЕН, Вăрнар районĕ, çыравçă:
— Ĕлĕкрех çемьене арçын тăрантарнă май арăмне вырăна хуман. Халĕ вăл вăхăт иртрĕ. Хĕрарăм пĕлтерĕшĕ те ÿсрĕ. Вăл арçынран кая мар ĕçлесе илет, яваплă должноçсене йышăнать. Çав хушăрах çемье вучахне тытса пыма та, ачи-пăчине пăхма та вăхăт тупать. Ăнланакан, лайăх арăм упăшкине карьера тума, çĕкленме пулăшать. Халĕ вăл ăсĕпе арçынран кая мар. Хам пулсан влаçа ăна шанса парăттăм. Мĕншĕн тесен вăл кашни утăма тĕплĕ шутласа тăвать. Çиччĕ виçсе пĕрре касать.
Ольга ИВАНОВА, Вăрмар районĕнчи фермер:
— Чăн та, халĕ ĕлĕкхипе танлаштараймăн. Пурнăç аталанать, улшăнать. Хĕрарăм та тĕпелтен тухса арçынпа тан вĕренет, ĕçлет. Анчах ача-пăча çуратса ÿстересси, çурт-йĕрти хăтлăха тытса пырасси халĕ те уншăн тĕп вырăнта юлнă. Çемьере эпир иксĕмĕр те лидерсем. Çапах хĕрарăм тепле вăйлă, ăслă пулсан та ăна хÿтĕлекен кирлех. Маншăн вăл — мăшăр. Упăшка çемьере — йĕппи, эпĕ — çиппи. Фермер хуçалăхне те пĕрле тытса пыратпăр. Йывăр ĕç — çĕре сухаласа акасси, пуçтарса кĕртесси — ун çине тиенет. Унпа юнашар хама тата вăйлăрах туятăп.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.