Комментари хушас

5 Пуш, 2018

Елчĕксен çулĕ ÿсěмлĕ

Паян Елчěк районěн социаллă пурнăçěпе экономикин 2017 çулхи аталанăвне тишкерчěç. Çак ыйтупа ирттернě канашлăва ял тăрăхěcен пуçлăхěсем, ял тата район депутачěcен Пухăвěceн депутачěсем, предприяти-организаци ертýçисем, общество представителěсем хутшăнчĕç.

Район администрацийěн пуçлăхě Николай Миллин кун йěркине кěртнě ыйтупа доклад турě. Пěлтĕр район бюджечĕн тупăшсен пайне укçа палăртнинчен кăштах ытларах, çав шутра налук тата налук шутланман тупăш кăшт нумайрах пырса кĕнĕ. Хăйсем ĕçлесе илнĕ тупăш енĕпе Елчĕксем республикăри районсен хушшинче тăххăрмĕш вырăнта. 2017 çулта вĕceм муниципалитетăн 13 проектне пурнăça кĕртнĕ. Кăçaл 15 пурнăçламалла. Докладçă пĕлтĕрхи ĕçри ýcĕмсем çинчен тĕплĕн каласа пачĕ. 2017 çулта ял хуçaлăх продукцийě виçĕм çулхинчен 2,6% нумайрах туса илнĕ. Выльăх тата кайăк-кĕшĕк 2016 çулхинчен 9,6% ытларах çитĕнтернě (чĕрĕ виçепе), мĕн пур харпăрлăхлă хуçалăхсенче сĕт 0,3% нумайрах суса илнĕ, мăйракаллă шултра выльăх шутне 2% ÿстернĕ.

Докладçă ял хуçaлăхĕнчи çитĕнÿсем çинчен тĕплĕн каларĕ. Район 2017 çулта республикăн кăнтāр зонинче пĕрремĕш вырăна тухнă. Ытти енĕпе тунă лайăх кăтартусене палăртрĕ. Çакăнпа пĕрлех хăш-пĕр ял хуçaлăх предприятийĕ производствăна чакарни пирки пăшăрханса пĕлтерчĕ. Районăн кăçалхи тĕллевĕcемпе паллаштарчĕ.

Республикăн финанс министрĕн çумĕ Фарида Муратова район бюджетĕнче пуçтарăнакан укçапа усă курас тухăçлăх шайне тишкерчĕ. Район больницин тĕп врачĕ Надежда Уркова сывлăха сыхлас ĕçри çивĕч ыйтусене çутатрĕ.

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Елчĕксен ял хуçалăхĕнчи ÿсĕмĕcене ырăпа палăртрĕ. Сывлăха сыхлас ĕç учрежденийĕcен тухăçлăхне ÿстерме ыйтрĕ. Ял тăрăхĕcенче çынсен вырăнти пуçaрăвне тĕпе хурса пурнăçлакан кăçaлхи проектсене еплерех хатĕрленипе кăcăкланчĕ.

CAP.RU порталти сăн ÿкерчĕк.