Комментари хушас

2 Пуш, 2018

Лайăх кăмăлпа пуçăнсан ĕç ăнать

Кирек мĕнле йывăрлăха та çĕнтерсе малалла ăнтăлакан, умри тĕллевсене яланах пурнăçа кĕртекен хĕр-хĕрарăм сахал мар пирĕн республикăра. Патăрьел районĕнчи Çĕнĕ Ахпÿрт ялĕнчи Людмила Краснова фермер — шăпах çавăн пек хастарсен йышĕнчен. ХФХ ертÿçи ĕçе йĕркелесе пынипе çеç çырлахмасть, кирлĕ пулсан хăех çум çумлать, пахча çимĕç кăларать тата йăтать, машина е трактор рулĕ умне те ларма пултарать.
Тăван çĕр — чун уççи
Людмила Краснова çак ялтах çуралса ÿснĕ. Вырăнти хуçалăхра вăй хуракан ашшĕпе амăшĕ ăна мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарнă. Хĕрача аслисемпе пĕрле пахчара тăрмашнă, колхоз уйĕсенче пай çумланă. Шкул пĕтерсен райпона вырнаçнă. Ĕçленĕ хушăрах Шупашкарти коопераци техникумĕнче куçăн мар майпа вĕреннĕ. Вăр-варскер райпо тытăмĕнче товароведра, каярахпа склад ертÿçинче тăрăшнă. «Хамăн ĕç килĕшетчĕ. Анчах çĕр ĕçне юратни çĕнтерчĕ, çавăнпа 2009 çулта хресчен-фермер хуçалăхĕ йĕркелерĕмĕр. Тăван çĕр маншăн — чун уççи. Хамăрăн ĕçе 1,5 гектартан пуçласа ятăмăр. Ял тăрăхĕн çĕр лаптăкĕ, арендăна илнĕскер, пурччĕ те — çавăнпа усă курма тытăнтăмăр. Çĕр лаптăкне çулсеренех пысăклатса пытăмăр. Паянхи кун пирĕн 209 гектар çĕр», — каласа кăтартрĕ Людмила Петровна.
Фермер тĕпрен илсен сухан севокне çитĕнтерес енĕпе ĕçлет. Райпора тăрăшнă вăхăтрах пахчинче çак культурăна акса ÿстернĕ вăл, çавăнпа ĕç вăрттăнлăхĕсене ун чухнех лайăх пĕлнĕ. Тĕрĕссипе, Патăрьел районĕнчи çĕр ĕçченĕсем мĕн авалтанпах севок туса илес енĕпе чапа тухнă. Паллах, малтанхи вăхăтра ХФХ ертÿçин тĕрлĕ йывăрлăхпа тĕл пулма тивнĕ. Çапах пуç усман, вĕсене çĕнтерсе малаллах ăнтăлнă. Техникăсăр малалла каяймассине ăнланса Красновсем кредит илнĕ, унпа трактор, тĕрлĕ агрегат туяннă. Хальхи вăхăтра МТЗ трактор 5 таранах, çĕрпе ĕçлемелли машинăсем, кирлĕ ытти техника та пур. Кăçал çĕр улми валли çĕнĕ агрегатсем, тепĕр трактор туянасшăн.
«Хальхи вăхăтра эпир 32 гектар севок, 72 гектар пĕрчĕллĕ культурăсем, 40 гектар çĕр улми, 5 гектар кишĕр, 1 гектар пуçлă сухан, çавăн пекех нумай çул ÿсекен курăксем тата пусă çаврăнăшне лайăхлатма 30-40 гектар горчица акса-лартса çитĕнтеретпĕр», — калаçăва тăсрĕ Людмила Петровна.
Ăна мăшăрĕ Николай тата ывăлĕсем пулăшса пыраççĕ, çавăнпа фермер калаçăвĕнче «эпир» сăмахпа тăтăшах усă курать. Красновсем те хăйсен ачисене мĕн пĕчĕкрен ĕçе вĕрентнĕ. Арçын ачасем ашшĕ-амăшĕпе пĕрле ир те, каç та севок хирĕнче тăрмашнă, канмалли е уяв кунĕсене те пăхса тăман. Аслă ывăлĕ халĕ хулара пурăнать, çапах кашни май тупăнмассерен яла килет. Кĕçĕнни 11-мĕш класра вĕренет. «Ывăлсем — пирĕн тĕп пулăшуçăсем. Пуласлăхăмăр — шăпах вĕсенче», — йăл кулчĕ амăшĕ.
Севок тупăш кÿтĕр тесен
Фермер палăртнă тăрăх — севок ял хуçалăхĕнчи чи «ачаш» культура шутланать. Ăна лайăх ÿсмешкĕн хура çĕр кирлĕ. Севока йĕркеллĕ çитĕнтерсе пухса кĕртнипех ĕç вĕçленмест, ăна тĕрĕс упрама тата вырнаçтарма пĕлмелле. Хиртенех сутса ярсан пысăк тупăш илейместĕн. Çакна шута илсех ĕнтĕ фермер нумаях пулмасть хальхи технологисене пăхăнса çĕнĕ управ тунă. Унта нÿрĕклĕхе те, сывлăш температурине те автомат йĕркелесе тăрать, çавна май севок ытлашши хĕрсе кайса е шăнса юрăхсăра тухмасть.
«Пĕлтĕр севок пĕр гектартан 195 центнер тухрĕ. Кĕркунне 200 тонна сутрăмăр. 400 тонна севока упрама хутăмăр: çав шутран 300 тоннине — çĕнĕ хранилищĕне, ыттине — маларах тунă управа. 2017 çулхи çу çумăрлă тăчĕ, çавăнпа çак культурăн хăй хаклăхĕ 21 тенке çитрĕ. Çапах севок çитĕнтернин усси çук теместĕп. Çĕр пуйса кайма та, выçă вилме те памасть. Куратăр ĕнтĕ: халĕ эпир упрама хунă севока тасататпăр, пĕр калăпăшлисене суйласа сеткăсене тултаратпăр, «тавар сăнĕ» кĕртсе сутлăха хатĕрлетпĕр. Унăн аврине ятарлă машинăпа касатпăр: çанталăк çумăрлă тăнăран вăл вăрăма кайрĕ», — ХФХри ĕçсемпе паллаштарчĕ ÿркенмен хĕрарăм.
Ял хуçалăхăн ытти культури пекех, севока та ÿснĕ вăхăтра нÿрĕкĕ те, ăшши те кирлĕ. Пĕлтĕр çумăр ытлашшипех пулчĕ терĕмĕр, хăш-пĕр çул вара вăл темиçе эрне те çумасть. Шăрăх та типĕ çанталăкра калчасем типсе ан кайччăр тесе фермер вĕсене тумламăн шăвармалли меслетпе усă курнă. Ун пек вырăнта тухăç пысăкрах пулнине палăртрĕ.
Фермер пире, журналистсене, производство базине кăтарт¬рĕ. Вăл чăнласах та çирĕп: акă севок тата çĕр улми управĕсем /иккĕшĕн ĕçне те хальхи вăхăт ыйтнипе килĕшÿллĕн йĕркеленĕ/, юнашарах — складсем, техника валли гараж. Чи тĕлĕнмелли — чăваш ялне продукци туянма килекенсем валли хăна çурчĕ /çÿлти сăн ÿкерчĕкре/ пурри. «Эпир ÿстернĕ севока туянас тесе çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килеççĕ, ытларах — Екатеринбургран, Новосибирскран, Омскран, Томскран, Амур облаçĕнчен, Сахалинтан. Вĕсем кĕркунне пирĕн тăрăхра пĕр эрне пурăнаççĕ. Кунта душ та, кухня та пур. Аякран килекенскерсем питĕ кăмăллă», — калаçăва тăсрĕ Людмила Петровна. Яланхи клиентсем пурри конкуренцие çĕнтерсе пыма пулăшнине пĕлтерчĕ вăл. Туянакансем хăш сортсене ыйтаççĕ — шăпах çавсене ÿстерме тăрăшать фермер.
«Патшалăх пире, ял хуçалăх тытăмĕнче ĕçлекенсене, субсидисем, дотацисем парать. Пĕлтĕр те, виçĕм çул та севокшăн дотаци илтĕмĕр. 450 тонна таран продукци вырнаçакан çĕр улми управне тунăшăн та патшалăх пулăшăвне тивĕçрĕмĕр. Çав хушăрах мана кашни ака вăхăтĕнчех топливо хакланса кайни шухăшлаттарать. Удобрени те йÿнĕ мар. Çавăнпа вĕсене маларах туянма тăрăшатпăр. Килĕшÿсем тунă ĕнтĕ, çак кунсенче илсе килмелле», — чунне уçрĕ ХФХ ертÿçи. 2-3 çул каялла вăл «Районти чи лайăх фермер» ята тивĕçнĕ. «Краснова фермер ĕçри хастарлăхĕпе пĕчченех çĕр-çĕр çынна тăрать», — тенĕ ун чухне маттур хĕрарăм пирки район ертÿçисем.
Фермер хуçалăхĕнче управри çĕр улмине паян-ыран суйлама пуçласшăн. Ăна та сеткăна тултарса сутасшăн.
Тĕп пахалăх — çынлăх
хресчен-фермер хуçалăхĕнче хăйсемсĕр пуçне тата 6 çын ĕçлет. Вĕсем пурте Алманчă ялĕнчен. Çынсене ирхине автобуспа кайса илеççĕ, каçхине леçсе яраççĕ. Хĕрÿ ĕç тапхăрĕнче, паллах, тата ытларах çынна явăçтарма тивет. Хирте тар юхтаракансене çуллахи вăхăтра кăнтăрлахи апат çитереççĕ.
«Эпĕ малтан Ленин ячĕллĕ агрофирмăра вăй хунă. Вăл салансан ĕçсĕр юлтăм. Людмила Краснова фермер хуçалăхĕ йĕркелесен ун патне вырнаçрăм. Çулла çеç мар, хĕлле те ĕç пурришĕн савăнатпăр эпир. Ĕç укçине вăхăтра тÿлеççĕ. Людмила Петровна кирлĕ чухне çирĕп ыйтать, çав хушăрах унпа чуна уçса калаçма та пулать. Ĕçленипе çеç мар, пире канма та условисем туса парать. Хĕлле Шупашкара концерт-спектакль курма илсе каять, ытти уяв та йĕркелет. Эпир унпа питĕ кăмăллă», — пĕлтерчĕ ХФХра ĕçлекен Надежда Антипова фермерăн тĕп пахалăхĕ çынлăх пулнине палăртнă май.
«Хамăн пурнăçа ял хуçалăхĕпе çыхăнтарнăшăн ÿкĕнместĕп. Ĕçе юратмасан нимĕн те пулмасть. Ирхине лайăх кăмăлпа ĕçе пуçăнсан пур çĕрте те ăнать. Ыран мĕн тумаллине эпир мăшăрпа каçхинех планласа хуратпăр. Мĕнле канатăп тетĕр-и? Тĕрĕссипе, пушă вăхăт çукрах. Ĕçлесех канатпăр темелле-ши? Тĕслĕхрен, уй-хире тухсан манăн чун уçăлсах каять. Акнă культурăсем лайăх шăтнине, вĕсем симĕс те пĕр тикĕс пулнине курсан чĕре савăнăçпа тулать. Çакăн пек самантсем ĕçлеме хавхалантараççĕ те», — пĕтĕмлетрĕ Людмила Краснова.
Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.
Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕсем

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.