Комментари хушас

15 Çу, 2014

«Тантăш» хаçат манăн пурнăçра

Хаçатăн çамрăк корреспонденчĕ-сен слечĕн делегацийĕн йышĕн-че хамăр шкул ачисен хушамачĕсене курсан чунтанах савăнтăм. Вĕренекенсем те хĕпĕртерĕç, çу уйăхĕн 15-мĕшĕ хăвăртрах çиттĕрччĕ тесе ĕмĕтленме пуçларăмăр.

Хама илес пулсан, «Пионер сасси» хаçатпа тахçанах туслă эпĕ. Атте, Вячеслав Александрович Александров, пире валли Мускавра тухакан пур ача-пăча хаçат-журналне те çырăнса паратчĕ: "Веселые картинки", "Мурзилка", "Пионерская правда", "Комсомольская правда". Ачасем валли чăвашла хаçат тухассине пĕлсен пире пилĕксĕмĕре çийĕнчех хаçат çырăнса пачĕ. Юратнă кăларăм эрнере икĕ хутчен тухатчĕ, эпир ăна пĕр- пĕринпе тупăшсах вулаттăмăр. Çиччĕмĕш класра вĕреннĕ чухне пĕрремĕш хут хаçата çырса пăхрăм. «Июлĕн 25-мĕшĕ» конкурса заметка çырса ятăм. Вăл пичетленчĕ, çав тери хĕпĕртерĕм, кайран тепре çыртăм, вăл та хаçатра кун çути курчĕ. Тепрехинче вара пичете юрăхлă пулаймарĕ. "Материал кая юлнă", – тесе хурав пачĕç. Тем сăлтавпа пĕр тапхăр çыхăну тытаймарăм. Кÿршĕ ялти Нина Спиридонова çав çул хаçат лауреачĕ ята та тивĕçрĕ.

Хаçатпа тепĕр хут туслашасси пĕлÿ çуртĕнче ĕçлеме тытăнсан пуçланчĕ. Мана тÿрех шкулти интернациллĕ туслăх клубне ертсе пыма хушрĕç. Шăп çавăн чухне «Пионер сасси» ирттерекен тĕрлĕ акцие хутшăнма пуçларăмăр. Хамăр ĕçсем пирки хаçата çырма тытăнтăмăр. Шкул ачисене те туслаштартăм. Штанашри вăтам шкулăн çĕнĕ çурчĕ хута кайсан «Пионер сасси» хаçатран та кĕçех корреспондентсем килчĕç, пирĕн шкул пирки материал пичетленчĕ. Вĕсем ун чухне пурне те хаçатпа туслашма чĕнсе каларĕç.

«Пионер сасси» хаçат пулăшнипех «Кăвакарчăн» туслăх клубĕн икĕ президенчĕ Галя Федорова «Артек» пионер лагере, Наташа Ишмейкина «Орленок» лагере кайма тивĕçлĕ пулчĕç. Хĕр ачасем иккĕшĕ те аслă пĕлÿ илсе пурнăçра хăйсен вырăнĕсене тупрĕç, Наташа Ишмейкина аспирантурăра та вĕренчĕ.

1980 çултанпа шкулта вăй хуратăп, акăлчан чĕлхи вĕрентетĕп, пушă вăхăтра чăваш хаçат-журналĕпе çыхăну тытатăп.

Хаçатри материалсемпе класс сехечĕ-сем ирттернĕ чухне те час-часах усă куратăп. Чăваш Республикин писателĕ-сен Союзĕн, Чăваш халăх ăс-хакăлĕпе ÿнер академийĕн членĕ, Хисеплĕ тавра пĕлÿçĕ ята та тивĕçме пултартăм. Йăлтах «Пионер сасси» («Тантăш») хаçата пула. Тĕрлĕ тема хускатнă, викторинăна хутшăннă, альбом хайланă, заметка шăрçаланă, ачасене хаçатпа туслаштарнă шкулта ĕçлеме пуçланăранпа! Пурнăç улшăннăçемĕн ачасем те улшăнсах пыраççĕ, çавăнпа вĕсемшĕн ытларах вăй хума тивет. Кашни ачан талант пур, ăна вăхăтра уçма пĕлмелле-çке. Ан тив, вăл çыравçă пулаймĕ, пурăна киле çырма та пăрахĕ, анчах та ачалăхри хаваслă самантсене манса каймĕ. «Еплерех юмахсем çырнă эпĕ, нивушлĕ хамах тăрăшнă?» - тĕлĕнет хăшĕ-пĕри тĕл пулсан сăмах çăмхине сÿтнĕ май.

Ачасен заметкисене темиçе альбома пухса вырнаçтарнă, вĕсен хайлавĕ-семпе юмахĕсенчен «Тĕлĕнтермĕш юмахсем» кĕнеке пичетлесе кăларма пултартăм, унта 50 автор. Хаçат ирттерекен конкурссене чылай чухне хам та хутшăнатăп. Хаçат-журнала та яланах çырăнса илетĕп. «Манăн ялăн çичĕ тĕлĕнтермĕшĕ» конкурсра Штанашпа Упукушкăнь ялĕсем пирки çырса кăтартрăм, хам кун çути курнă Етĕрне ра- йонĕнчи Кăкшăм ялĕ пирки те çырас кăмăлăм пур-ха.

Пирĕн çемьере икĕ хĕрпе пĕр ывăл. Ачасене юратнă кăларăмсем ирттерекен конкурссене яланах хутшăнтарма тăрăшнă. Вĕсем час-часах çĕнтеретчĕç. Иринăн та, Алинăн та парнесем – «Андриян Николаев» кĕнеке пур, Алешăн – Светлана Савицкаян тата «Города Чувашии» кĕнекисем. Светлана Савицкаян кĕнекине шкулти татах та икĕ вĕренекен тивĕçнĕччĕ.

2003 çулта «Çыру çырсамăр салтаксем патне» акцие хутшăнтăмăр. Ачасен заметкисем хаçатра кун çути курчĕç. 1997 çулта «Чăваш патшалăх университетне пĕлетĕн-и эсĕ?» викторинăра Ирина çĕнтерÿçĕ пулчĕ. Николай Овчинников художник 85 çул тултарнине халалласа ирттернĕ конкурсра Алеша Зотовпа Марина Росскова хавхалану парнине тивĕçрĕç. Шупашкара уява еплерех нушаланса çитнине халĕ те манаймастпăр. Машина çинчен тепĕр машинăна куçса, шăнмаллипех шăнса кÿт- рĕмĕр! Асăнмалăх сăн та ÿкерĕннĕччĕ.

«Саккун урлă сиксе каçаймăн» конкурс çĕнтерÿçи пулса «Лидер» кану лагерьне кайма путевка çĕнсе илчĕ Алеша. Унта ăна килĕшнĕ! Халĕ те çав кунсене яланах ăшă кăмăлпа аса илет.

Пирĕн шкул ачисем «Тантăшăн» 70 тата 75 çулти юбилейĕсенче пулса савăнчĕç. Шăп маларах хаçатăн малтанхи редакторĕпе 93 çулти Илья Максимович Алтын-Башпа паллашрĕç, Василий Давыдов-Анатри, Нина Артемьева, Юлия Силэм, Василий Эктель, Георгий Ирхи писательсемпе тĕл пулчĕç.

Хаçат редакцине чунтан тав сăмахĕ калатăп. Алеша ывăлăм 2003 çулта «Суров закон, но он закон» викторинăна хутшăнса Пĕтĕм Раççейри «Артек» лагере кайма путевка çĕнсе илчĕ. «Тавах сана, аннеçĕм, пире конкурссене хутшăнтарнăшăн, тĕнче шайне тухма пулăшнăшăн!» – тет вăл халĕ те ачалăха аса илсе. Тĕпренчĕкĕмсем халĕ пурнăç çулĕ çине тухнă. Алина шкулта хам пекех акăлчан чĕлхи вĕрентет, Ирина институтра вăй хурать. Алеша кăçал магистратура пĕтерет.

Редакци ĕçченĕсене шкул ачисен заметкисене хаçатра кун çути курма пулăшнăшăн чунтан тав тăватăп!

«Тантăшăн» кун-çулĕ вăрăм пултăр, вăл ачасене куллен пулăшса пытăр, унăн тусĕсен йышĕ ÿстĕр!

 

Хĕрлĕ Чутай районĕ,

Штанаш шкулĕ,

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.