Комментари хушас

20 Нарăс, 2018

Хăтлă вырăнта выляма та кăмăл пур

Шупашкарти Ача-пăча 3-мĕш больницин педиатри 1-мĕш уйрăмĕнчи 9-мĕш палатăри амăшĕсемпе ачисем тунсăха сирме темĕнле вăйă та шухăшласа кăларма маçтăр. Кунти юсав ĕçĕсем еплерех иртнине пăхса-сăнаса çÿрекен ушкăн пырса кĕнĕ самантра, сăмахран, темиçе кунра туслашма ĕлкĕрнĕскерсем доминолла вылятчĕç. Тĕрĕссипе, нумаях пулмасть иртнĕ тĕплĕ юсав хыççăн кунта выляв залне уçни те вăхăта сÿрĕккĕн ирттересрен хăтăлма пулăшать-мĕн. Унта ача-пăчана илентермелли теттесем чылаййи, сĕтел-пукана шăпах шăпăрлансене тивĕçлĕ янтăлани ашшĕ-амăшĕн кăмăлне çĕклет.

— Мĕн каласси, кун пек хăтлă çĕрте ĕçлеме те кăмăллă. Маларах дежурнăй постра сăрă тĕслĕ кивĕ сĕтел хушшине ларнă тăк халĕ ав еплерех илемлĕ те хăтлă ку кĕтес, — терĕ педиатри 1-мĕш уйрăмĕн медсестри Елена Мижеева пациентсен ятарлă стеллаж çинче упранакан «Чир-чĕр историйĕсене» тирпейлĕн илнĕ-хунă май.

Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн резерв фондĕнчен уйăрнă укçа-тенкĕпе Республикăри ача-пăча клиника больницине самана ыйтнипе килĕшÿллĕн çĕнетме тытăнчĕç, Шупашкарти Ача-пăча 2-мĕш больницин инфекци стационарне тĕпрен юсарĕç. Чăваш Енри сывлăх сыхлавĕн хăш-пĕр учрежденийĕнчи юсава республика укçи-тенкипех йĕркелеççĕ. Тĕслĕхрен, иртнĕ çул вĕçĕнче тĕп хулари Ача-пăча 3-мĕш больницине хăтлăх кÿмешкĕн республика бюджетĕнчен 19 миллион тенкĕ уйăрнă.

— Тĕрĕссипе, кунашкал юсав Ача-пăча медицина центрĕшĕн /чылайăшĕ 3-мĕш больницăна шăпах çак ятпа пĕлет/ шăпах вăхăтлă — сиплев çурчĕ хута кайнăранпа 18 çул çитрĕ, — палăртрĕ больницăн тĕп тухтăрĕн заместителĕ Владимир Родионов. — Хальлĕхе уйăрнă укçа-тенкĕпе икĕ уйрăма — отоларингологи тата педиатри уйрăмĕсене — юсама май килчĕ. Çывăх вăхăтрах ыттисене те çĕнĕ сăн кĕртес тĕллевлĕ.

Рубрика: