Комментари хушас

20 Нарăс, 2018

Хула чăннипех те хăтлă пултăр

Иртнĕ çул çĕршывра «Хула хутлăхĕнчи хăтлăха йĕркелесси» проект ĕçлемме пуçланă. Пирĕн республика та ăна ырласа йышăнчĕ. Çак тĕллевпе федерации бюджетĕнчен 265, 7 миллион тенкĕ уйăрса панă.

Çак нухрата Чăваш Енри Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Çĕмĕрле, Канаш, Улатăр хулисен, Патăрьел, Куславкка, Сĕнтĕрвăрри, Çĕрпÿ районĕсен администрацийĕсем тивĕçнĕ. 2017 çулта пурĕ 73 çурт картишне, 14 общество вырăнне тата 4 парка хăтлăх кÿнĕ.

Ĕç ку енĕпе кăçал та малалла тăсăлĕ. Анчах та «Хула хутлăхĕнчи хăтлăха йĕркелесси» пĕр проект та Чăваш Ен тĕп архитекторĕ Александр Шевлягин алă пусса пусса ирĕк памасăр пурнăçа кĕреймĕ. Мĕншĕн-ши? Александр Алексеевич шухăшĕпе, çакăн сăлтавĕ иртнĕ çулхи проектсен пахăлăхĕ питĕ «чĕрĕ» пулнинче. Çакна вăл паян журналистсем валли йĕркеленĕ пресс-конференцире палăртрĕ. Пахалăхсăр проект ĕç хăвăртлăхне те, ун пахалăхне те ура хуни пуриншĕн те паллă.

Алесандр Шевлягин массăллă информаци ĕçченĕсене муниципалитет йĕркеленĕвĕсем çурт картишĕсене, общество вырăнĕсене хăтлăлатас тĕлĕшпе тăратнă проектсен эзкизĕсемпе паллаштарчĕ. Вĕсенчен ăнăçлисене тата тивĕçлĕ шая çитермеллисене палăртса хăварчĕ.

Александр ШЕВЛЯГИН, Чăваш Республикин тĕп архитекторĕ:

Эпир ку енĕпе тинтерех кăна ĕçлеме пуçланă-ха, çавăнпа туса çитереймен самантсем чылай. Чи малтанах çакă республикăра архитекторсен шкулĕ вăйсăртараххипе те, халăх хăй те проектсене сÿтсе явнă чухне çак енĕпе пуçарулăх çителĕклĕ кăтартайманнипе те çыхăннă. Яллă вырăнти лару-тăру уйрăмах шухăшлаттарать. Унта тепĕр чухне хăтлă хутлăх кÿртес вырăнне ячĕшĕн юсав тунипех çырлахма хăтланаççĕ.